Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ытла та ывӑнса ҫитнӗ пек, салху курӑннӑ, ҫавӑнпа та Карди атте сасартӑк: — Эпӗ сире ывӑнтартӑм пулас, каноник атте. Каҫарӑр мана ытлашши нумай калаҫнӑшӑн. Эпӗ ҫав ыйтӑва ытла та чӗре патне илсе, итлекенсене, тен, йӑлӑхтарса та ҫитернине манатӑп, — терӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ку сӑмахсене пурне те Мирон итлекенсене тата хӑйне вӑл Государство думинче вырӑн йышӑнма тивӗҫлине ӗнентерме каланине Яков ӑнланнӑ, анчах ҫапах та пиччӗшӗн хаяр сӑмахӗсем Якова шиклентернӗ, вӑл хай ҫӗршер рабочисем хушшинче хӳтлӗхсӗр пулнине туйса тӑнине вӑйлатнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Чӑваш Енри Шкул пулӑшнипе регионшӑн АПК малашлӑх ҫул-йӗрӗ массӑллӑ та питӗ хастар аталанӗ. Эпир хамӑр итлекенсене вӗрентме кӑна мар, вӗсене малтанхи ҫулсенче вӗрентсе пулӑшу пама палӑртса хуратпӑр», — тенӗ Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӗн директорӗ Ирина Письменская.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Фермер шкулӗ» вӗренӳ проектне пурнӑҫлама старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=ec ... b4575c9e35
«Программа дистанци технологийӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать тата итлекенсене фермер хуҫалӑхне тытса пымалли меслетсене вӗренме, финанс хутлӑхне ӳстерме тата конкретлӑ енсемпе практика ӑсталӑхне илме май парать. Бизнес-планне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлекенсене «Фермер хуҫалӑхӗн агробизнесӗ» направленипе мӗнле хатӗрленни ҫинчен патшалӑх докуменчӗсене парӗҫ», — тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Фермер шкулӗ» вӗренӳ проектне пурнӑҫлама старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=ec ... b4575c9e35
Вӑл, яланхи пекех, сӑмахсене асӑрхавлӑн суйласа, хӑйне итлекенсене куҫран пӑхса уҫҫӑн та хытӑ каланӑ.Он говорил, как всегда, тщательно подбирая слова, открыто и строго глядя в глаза своих слушателей.
Командир боецсемпе сывпуллашать // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Шухӑшласа, ҫивӗччӗн те кӗскен калаҫни итлекенсене хавхалантарса ярать.Хорошо продуманная, остроумная и короткая речь всегда оживляет общество.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫавӑнпа итлекенсене лекторпа, класа учительпе, тухса калаҫаканпа пухури ҫынсене, конферансье итлекенсене артистпа паллаштарнӑ пекех паллаштарас пулать.
Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пысӑк интеллигентлӑ ҫынсен калаҫӑвӗ калаҫакан ҫынсене анчах мар, итлекенсене те килентерме пултарать.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Калаҫасса та вӑл хӑйне итлекенсене шухӑшлаттарса калаҫать.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫакна эпӗ капралӑн тӑвӑлса ҫитнипе хӗрелнӗ пит-куҫӗ сасартӑк шуралса кайнинчен, калаҫнӑ чухне вӑл такӑнма пуҫланинчен, ҫапла туса вӑл итлекенсене пурне те тӗлӗнтерсе янинчен (пӳлӗмре вӗсем саккӑрӑн пулчӗҫ, иккӗшӗ капрал хыҫҫӑнах юнашар пӳлӗмрен кӗчӗҫ), юлашкинчен, вӑл манран тӳрех: — Эсӗ апла хӗрли пулатӑн-и? — тесе ыйтнинчен пӗлтӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Итлекенсене ытама илсе вӗсене ҫак ним мар ҫуртран таҫта инҫете ҫӗклесе каякан ытарайми кӑмӑл-туйӑм арканать, пӗчӗк пӳлӗм тӑвӑрланать, музыкант ҫӗнӗ вӑй пухса клавишсем ҫине тепӗр хут пусичченех тӗттӗм каҫ кӑна кантӑксем витӗр пӳлӗмелле тинкерет.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чепчен кайӑк хӑйне итлекенсене пурне те кӑмӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшать.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пуҫӗпе сулса илсе, сассине пусарса, итлекенсене пит-куҫӗсенчен пӑхса, кӗнеке ҫине пӑхмасӑрах хӑйӗнчен темскер калать.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Зуля ни хӑйне, ни итлекенсене шеллемесӗр таҫта Ленинград фронтӗнче мӗнле аманнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пани те пулӑшман.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Полентовский мучи, итлекенсене хӑйӗн пурӑнӑҫӗн историне каланӑ чухне, хумханмасӑр тӑма пултараймарӗ.Старик Политовский не мог не волноваться, рассказывая слушающим его историю своей жизни:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн шухӑшӗ айккинелле сиксе ӳкрӗ, хӑйне итлекенсене вӑл пӗр купа сӑмах каласа тӑкрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Паганель калавӗ итлекенсене пурне те тарӑн шухӑша ячӗ.Рассказ Паганеля произвёл глубокое впечатление на слушателей.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ученый нумайччен йӑлӑнтарса тӑмарӗ, gonie тата indi текен сӑмахсем ҫинчен вӑл питӗ тарӑннӑн илсе ӑнлантарса пачӗ, французла документра austras тенӗ сӑмаха «кӑнтӑрти» тесе ӑнланма юрамасть, вӑл Australie-Австрали тени пулать, тесе вӑл итлекенсене питӗ ӳкӗте кӗмелле каларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл итлекенсене Мускаври ҫамрӑксен организацийӗ ҫинчен калама пуҫларӗ.Она начала рассказывать слушателям об организации молодежи в Москве.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл, пӳлӗме те, хӑйне итлекенсене те, тӗлӗрсе ларакан Аришкӑна та курми пулса калаҫма чарӑнчӗ.Он замолчал, уже не видя ни комнаты, ни своих слушателей, ни дремавшей Аришки.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.