Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ешӗл the word is in our database.
ешӗл (тĕпĕ: ешӗл) more information about the word form can be found here.
— Ҫав тери инҫетрен те тӑван ҫӗршыва курӑп; унӑн вӗҫсӗр вӑрманӗсене, симӗс утравсем пек ялӗсене, шурӑ хулисене, кӗмӗл тӗслӗ шывӗсене, пӑрлӑ тӑвӗсене, ешӗл улӑхӗсене…

Help to translate

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ешӗл курӑка курсан, пӑру та савӑнать.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иртен пуҫласа каҫченех палуба ҫинчен кӗместӗм, ешӗл ҫырансем ҫине пӑхса киленеттӗм, кӑвак хумсем еннелле пуҫӗсене тайса ларакан садсене курса савӑнаттӑм.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вара вӑл кӑвак пӳртсемпе кӑвак асфальтлӑ, кӑвак тротуарсемпе ешӗл йывӑҫлӑ хула ҫинчен каласа пачӗ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тротуарсем хӗррипе ешӗл ҫӑкасемпе топольсем, чечек йӑранӗсем.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑштах хаклӑ йышши йывӑҫлӑ нӳрӗ тропикри ӗмӗрхи ешӗл вӑрмансем сыхланса юлнӑ.

Частично сохранились влажнотропические вечнозелёные леса с ценными породами деревьев.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Хӗрача урисем ешӗл курӑк ӑшне путнӑ.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Унӑннах «Ешӗл палӑк» кӗнекине кӗнӗ поэмисем хамӑр саманана мухтаҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн писательсем, аслӑ Раҫҫейӗн тӗнчипе малта пыракан вӑйлӑ литературин пӗр ешӗл турачӗ пулса тӑракан чӑваш литературине малалла ҫитӗнтересшӗн, хӑй ӗҫне парӑннӑ ӑста пек тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

РСФСРти писательсен пӗрремӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, Л. С. Соболев хӑйӗн докладӗнче, сарӑлса ларакан ҫӳллӗ йывӑҫ пек пӗтӗм Раҫҫей литературин ҫӗнӗ ешӗл турачӗсем ҫинчен каланӑ вырӑнта, пирӗн литературӑна та ҫав туратсенчен пӗринпе танлаштарса, унта «халӑх эпосӗпе вӑй илнӗ чечекленекен чӑваш литератури пур», тенӗччӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ешӗл йывӑҫсем ҫинче кайӑксем юрлаҫҫӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн килнӗ ачасем аллея айккинчи уҫӑ вырӑна, ешӗл ҫерем ҫине тухрӗҫ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӑл велосипед ҫине утланчӗ те, хӗвел типӗтме ӗлкӗреймен ешӗл курӑк ҫине кукӑр-макӑр йӗрсем хӑварса, ял тӑрӑх вӗҫтерчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунсеренех вӑхӑт тупса ешӗл курӑк ҫулать, ӑна пӗчӗк урапапа туртса килсе аслӑк ҫине типӗтме саркаласа хурать.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑрма выртиччен ача-пӑча ушкӑнӗ ешӗл курӑк ҫинче йӑваланать, чупать, вылять.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Янӑраса каять вара ешӗл улӑх тӑрӑх йӑн-ян! йӑн-ян! ҫава сасси.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак сӑмахсем, ешӗл ӳсентӑрана хаяр наркӑмӑш ҫисе ҫунтарнӑн, Хумккана куҫ умӗнчех хуҫлатса хучӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пысӑк алӑксенчен ешӗл тумлӑ салтаксем сике-сике анчӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑяр, ешӗл сухан сӗнекенсем те пур.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрла тӗлне урхалӑхӗсене пушатнӑ, чӗлпӗрӗсене салтнӑ лашасем станци хыҫӗнчи лӑпсӑркка тирексем айӗнче ешӗл утӑ ҫисе тӑратчӗҫ ӗнтӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed