Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Эсир вут-ҫулӑмпа ялкӑшса тӑракан ту патне килмен, хура пӗлӗт патне, сӗмлӗх патне, ҫил-тӑвӑл патне килмен, 19. трупа сасси ҫывӑхне, калаҫакан сасӑ патне пырса тӑман; ҫав сӑмахсене илтекенсем йӑлӑнса каланӑ: «ку сӑмах пире ан илтӗнтӗрччӗ» тенӗ, 20. мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн хӑйсене: «тӑва сӗртӗнсен, тискер кайӑка та чулпа персе вӗлермелле е ухӑпа персе вӗлермелле» тенине тӑнламашкӑн хал та ҫитмен; 21. ун чухне курӑнни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, Моисей хӑй те: «эпӗ хӑраса, чӗтресе тӑратӑп» тенӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем хӑйсем тухса кайнӑ ҫӗршыва асра тытнӑ пулсан, вӗсенӗн каялла таврӑнма вӑхӑт пулнӑ; 16. анчах вӗсем ырӑраххине — тӳперине — шыранӑ; ҫавӑнпа Турӑ та Хӑйне вӗсенӗн Турри тесе калама вӑтанмасть: Вӑл вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа каланӑ та: 16. «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа; Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн чӗринех кӗртсе лартӑп, вӗсенӗн ӑсне-тӑннех ҫырса хурӑп, 17. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуллен парне кӳни вӗсенӗн ҫылӑхӗсене астутарса тӑрать: 4. пӑру юнӗпе качака юнӗ ҫылӑхсене пӗтерме пултараймасть.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккун вӑл пулас ырӑлӑхсенӗн чӑн сӑнарӗ мар, вӗсенӗн ӗмӗлки анчах; саккун хушнипе ҫуллен-ҫул, ялан парне кӳрсе тӑраҫҫӗ пулин те, ҫакӑн урлӑ саккун парне паракансене нихӑҫан та пӗтӗмпех ырӑ туса ҫитереймест.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Этемсем хӑйсенчен аслине асӑнса тупа тӑваҫҫӗ, ӗнентерсе тупа туни вӗсенӗн пур тӗрлӗ тавне те татса парать.16. Люди клянутся высшим, и клятва во удостоверение оканчивает всякий спор их.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хытӑ ҫимӗҫ вӑл ҫитӗннисене тивӗҫлӗ: вӗсенӗн чӗри ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ.
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Таса ҫынсемшӗн пурте таса; ирсӗрленнисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук; вӗсенӗн ӑсӗ те, кӑмӑлӗ те ирсӗрленнӗ.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсенӗн хӑйсенӗнех пӗр пророкӗ: «Крит ҫыннисем ялан суеҫтереҫҫӗ, вӗсем — усал тискер кайӑксем, харам пырсем» тенӗ.12. Из них же самих один стихотворец сказал: «Критяне всегда лжецы, злые звери, утробы ленивые».
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах вӗсенӗн ӗҫӗ нумайчченех ӑнса пыраймӗ: вӗсен ӑссӑрлӑхӗ те леш ҫынсенни пекех пурне те паллӑ пулӗ.9. Но они не много успеют; ибо их безумие обнаружится перед всеми, как и с теми случилось.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ианний тата Иамврий Моисее хирӗҫ тӑнӑ пек, ҫав ҫынсем те чӑнлӑха хирӗҫ пыраҫҫӗ — ӗнтӗ вӗсенӗн ӑсӗ пӑсӑлнӑ, вӗсем чӑн тӗне пӗлмеҫҫӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, 19. ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Нумайӑшӗ Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек пурӑнать — вӗсем ҫинчен эпӗ сире тӑтӑшах калаттӑмччӗ, халӗ ӗнтӗ куҫҫулӗпе йӗрсе калатӑп: 19. вӗсем пӗтӗҫ, вӗсенӗн турри — хырӑм, вӗсем намӑс ӗҫпе мухтанаҫҫӗ: вӗсене ҫӗр ҫинчи анчах шухӑшлаттарать.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ сирӗн ытлашшийӗр вӗсенӗн ҫитменнине ҫитертӗр; кайран вӗсенӗн ытлашшийӗ сирӗн ҫитменнине ҫитертӗр — пӗр тикӗс пултӑр; 15. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман» тенӗ.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир — Чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ, Турӑ ҫапла каланӑ: «вӗсен хушшине вырӑнаҫӑп, вӗсен хушшинче ҫӳрӗп; вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ» тенӗ.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ӑнланмалла мар пулсассӑн та, вӑл пӗтекеннисемшӗн, 4. ӗненменнисемшӗн ҫеҫ ӑнланмалла мар — Христос мухтавӗ ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпар ҫутине ан курччӑр тесе, вӗсенӗн ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ; Христос вара — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей кӗнекине вуланӑ чухне вӗсенӗн чӗри ҫинче мӗн халичченех пӗркенчӗк выртать; 16. Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнсассӑн, ҫав пӗркенчӗк сирӗлет.
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах вӗсенӗн ӑсӗ пӗлми-курми пулнӑ: Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсемшӗн ҫав пӗркенчӗк мӗн халичченех сирӗлмесӗр тӑрать — вӑл Христос урлӑ ҫеҫ сирӗлет.
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир ҫапла тӑванӑрсен тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗрсе, вӗсенӗн тӗрексӗр кӑмӑлне пӑсса, Христоса хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗретӗр.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.