Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрме (тĕпĕ: вӗр) more information about the word form can be found here.
Каччӑ: «Лӑплан, Джульбарс, лӑплан», — тесе мӑйкӑчӗнчен тытсан тин йытӑ вӗрме чарӑнчӗ, ҫӗр ҫине канлӗн тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑнчӑрти йытти ют ҫынна кӑмӑлсӑррӑн саламланӑ пек, хальхинче хӑрлатса кӑна илчӗ, пӗчӗк йывӑҫ валашкана ярса панӑ темле шӗвӗ апата хыпалансах ҫиекенскер вӗрме ерҫмерӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юрамасть хӑнана вӗрме, юрамасть, — лӑплантарчӗ вӗсене Аркаш кашнинех ҫурӑмран ачашласа.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрӗн кулли яла ыйхӑран вӑратрӗ тейӗн: таҫта йытӑсем хамлатса вӗрме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑнтӑр енчен вӗрме тытӑннӑ ӑшӑ ҫил темиҫе кун хушшинчех ҫанталӑка улӑштарса пӑрахрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем пырса кӗрсессӗнех Анаткасра кашнин картишӗнченех йытӑсем урса кайса вӗрме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выҫӑпа каҫӑхса ҫитнӗ йытӑ (Манефа кайнӑранпа ӑна никам та тӑрантарман), хуҫана курсан, йынӑшса вӗрме, хуҫа куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхма, ун аллисене ҫулама пикенчӗ, анчах чунсӑр этем ӑна хӑй ҫумӗнчен тапса уйӑрчӗ.

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йытти мана вӗрме тытӑнчӗ, анчах сиксе пымарӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йытӑсем ӑна пӗлсе ҫитрӗҫ те палларӗҫ пулас: вӗрме пӑрахрӗҫ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Амбар айӗнчен сӑнчӑрти йытӑ сиксе тухрӗ те вӗрме тытӑнчӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑнчӑрти йытӑсем тата хытӑрах вӗрме тапратрӗҫ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫил вӑйлӑрах вӗрме пуҫларӗ, хурама тӑррине силлентерсе хумхантарать, вулӑпа пӗрле мӗлке те, шӑнкӑрч вӗлли те енчен енне чӳхенкелесе илеҫҫӗ.

Help to translate

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтрах, хапха тӑрӑх сике-сике картишӗнче йытӑ хаяррӑн хамлатса вӗрме пуҫларӗ.

Help to translate

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пысӑк ҫӑматтипе тарӑн юра аштарса, Якку атте Уҫӑпсен тӗлне ҫитрӗ, калинкке алӑкне тӗртсе пӑхрӗ кӑна — картишӗнче хаяр йытӑ вӗрме пуҫларӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Малашне, ачам, икӗ ураллӑ йытӑсем пирӗн ҫине вӗрме пуҫлӗҫ. Икӗ ураллӑ кашкӑрсем тулама тытӑнӗҫ. Вӗсем тӑватӑ ураллисенчен хӑрушӑрах», — тенӗччӗ вӑл ӗнер.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Малашне, ачам, икӗ ураллӑ йытӑсем пирӗн ҫине вӗрме пуҫлӗҫ, икӗ ураллӑ кашкӑрсем тулама тытӑнӗҫ.

Help to translate

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пире ядерлӑ хӗҫпӑшалпа хӑратакансем вара пӗлччӗр – ҫил ҫаврӑнса вӗсем майлӑ та вӗрме пултарӗ.

Help to translate

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Йытти вӗрме чарӑнчӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хур аҫи сасартӑк кӑшкӑрса янине илтсен йытӑсем те вӗрме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Ҫинукӑн амӑшӗ тахҫанах ҫывӑрать ӗнтӗ, кӳршӗсен йытти те, Ҫинук анкартипе кӗнӗ чух вӗрме пуҫланӑскер, шӑпланчӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed