Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫӗ the word is in our database.
виҫӗ (тĕпĕ: виҫӗ) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн хыҫҫӑн чылайӑшӗ, ытлашши ӗҫнипе, виҫӗ ҫулччен мухмӑрла ҫӳренӗ, эрехрен йӑлт писнӗ; чылайӑшӗ, ытлашши ҫинисем, виҫӗ ҫулччен какӑрса ҫӳренӗ.

Некоторые так напились, что у них после три года душа вина не принимала, другие так пресытились, что потом три года донимала их отрыжка.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр хӑналанӑ Кача Тӑван хӑнисене.

Три дня и три ночи пировал Брат Мизинчик со своими гостями.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл тата виҫӗ кун кӗтмешкӗн килӗшрӗ, виҫӗ кунран эпӗ ӑна качча тухмасан, вара мана нимле хӗрхенӳ те пулас ҫук.

Он согласился ждать еще три дня; а коли через три дня за него не выду, так уж никакой пощады не будет.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Малтанхи виҫӗ машинӑна куҫран ҫухатмасӑр, Алексей хӑй звенине ун хыҫне илсе пырса вырнаҫтарать, хыҫалтан юлашки виҫӗ машина пыраҫҫӗ.

Не теряя из виду первой тройки, Алексей пристраивает к ней свое звено, а сзади, впритык к ним, идет третье.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Стартри виҫӗ машина тулхӑрса илчӗҫ, вырӑнтан хускалчӗҫ, малалла чупса кайрӗҫ; вӗсем хыҫҫӑн тата виҫӗ машина, унтан юлашки виҫҫӗшӗ хускалчӗҫ.

Тройка машин фыркнула на старте, тронулась, побежала, за ней потянулась другая, и уже приходила в движение третья.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ывӑнса, выҫса пурӑнни ахаль иртсе кайма пултарайман, ӑна Томпа Бекки часах туйрӗҫ.

Оказалось, что три дня и три ночи скитаний и голода в пещере не прошли для Тома и Бекки даром.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапла виҫӗ хӑрушӑ кун та виҫӗ хӑрушӑ каҫ иртнӗ.

Так прошли три дня и три ночи, полные страха.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кун хыҫҫӑн арҫын ачасем виҫӗ кун ҫӗтӗк кавирсенчен каркаласа тунӑ хӳтӗре цирк кӑтартрӗҫ, курма пыракан арҫын ачасенчен виҫшер, хӗрачасенчен икшер булавка илчӗҫ, часах ку вӑйӑ та йӑлӑхтарчӗ.

Мальчики после этого играли в цирк целых три дня, устроив палатку из рваных ковров, за вход брали три булавки с мальчика и две с девочки, а потом забросили и цирк.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак инкексене пула пурӑнмалли виҫӗ ҫурт, пилӗк хуралтӑ ҫунса кайрӗ, виҫӗ тӗслӗхӗнче вара вут-ҫулӑм типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫап чӗртнӗрен алхасрӗ.

Help to translate

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Виҫӗ роман, вун виҫӗ повеҫ, ҫӗре яхӑн калав, очерк.

Три романа, тринадцать повестей, около сотни рассказов, очерков.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

2016 ҫулта професси илме вӗренме кайнисем, ӗҫ килӗшӗвӗнче тӑракан виҫӗ хӗрарӑм тата ӗҫсӗр виҫӗ хӗрарӑм професси пӗлӗвӗ илнӗ.

Help to translate

Хӗрарӑмсене - професси пӗлӗвӗ // Г.КОКШИН. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Ҫичӗ ҫултах атте виҫӗ лаша кӳлсе паратчӗ те «Ӑн-н-ну!» тесе анлӑ уйсем тӑрӑх тусан мӑкӑрлантарса сӳрелеттӗм виҫӗ сӳрепе.

В семь лет отец запрягал мне трех лошадей и понукивая с тремя бороной бороновал поднимая пыль над широкими полями.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Сӑрине виҫӗ кун маларах виҫӗ чӳлмекпе кӑмакана лартса пӗҫерчӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Виҫӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫуратса пӑхса ӳстертӗмӗр.

Три сына и три дочери родили-воспитали.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.

24. От Иудеев пять раз дано мне было по сорока ударов без одного; 25. три раза меня били палками, однажды камнями побивали, три раза я терпел кораблекрушение, ночь и день пробыл во глубине морской; 26. много раз был в путешествиях, в опасностях на реках, в опасностях от разбойников, в опасностях от единоплеменников, в опасностях от язычников, в опасностях в городе, в опасностях в пустыне, в опасностях на море, в опасностях между лжебратиями, 27. в труде и в изнурении, часто в бдении, в голоде и жажде, часто в посте, на стуже и в наготе.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Виҫӗ уйӑхран эпир ҫав утрав ҫинче хӗл каҫнӑ «Диоскурсем» ятлӑ Александрия карапӗпе ларса кайрӑмӑр; 12. Сиракузӑна ҫитсе унта виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр; 13. унтан тухса кайса Ригий теекен вырӑна ҫитрӗмӗр; пӗр кунран ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫларӗ те, иккӗмӗш кунне эпир Путеолӑна ҫитрӗмӗр; 14. унта тӑвансене тӗл пултӑмӑр; вӗсем пире хӑйсем патӗнче ҫичӗ куна юлма ыйтрӗҫ; унтан вара Рима кайрӑмӑр.

11. Через три месяца мы отплыли на Александрийском корабле, называемом Диоскуры, зимовавшем на том острове, 12. и, приплыв в Сиракузы, пробыли там три дня. 13. Оттуда отплыв, прибыли в Ригию; и как через день подул южный ветер, прибыли на второй день в Путеол, 14. где нашли братьев, и были упрошены пробыть у них семь дней, а потом пошли в Рим.

Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

62. Эрнекун иртсен тепӗр куннех аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ та 63. каланӑ: хуҫамӑр! хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: «виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп» тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире; 64. ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: «Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ» тесе ан калаччӑр.

62. На другой день, который следует за пятницею, собрались первосвященники и фарисеи к Пилату 63. и говорили: господин! Мы вспомнили, что обманщик тот, еще будучи в живых, сказал: после трех дней воскресну; 64. итак прикажи охранять гроб до третьего дня, чтобы ученики Его, придя ночью, не украли Его и не сказали народу: воскрес из мертвых.

Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эсӗ курнӑ тӳлеклӗ виҫӗ пуҫ вара ҫакна пӗлтерет: 23. патшалӑхӑн чи юлашки кунӗсенче Ҫӳлти Турӑ виҫӗ патша ҫӗклентерӗ, нумай патшалӑха вӗсен аллине парӗ — кусем вара ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене пӑхӑнтарса тӑрӗҫ, 24. вӗсем унччен пулнӑ мӗнпур патшаран хытӑрах хӗсӗрлӗҫ; ҫавӑнпа вӗсене ӑмӑрткайӑк пуҫӗсем тенӗ, 25. шӑпах ҫавсем ӗнтӗ ӑмӑрткайӑкӑн усал ӗҫӗсен виҫине тултарӗҫ.

22. А что ты видел три головы покоящиеся, это означает, 23. что в последние дни царства Всевышний воздвигнет три царства и покорит им многие другие, и они будут владычествовать над землею и обитателями ее 24. с большим утеснением, нежели все прежде бывшие; поэтому они и названы головами орла, 25. ибо они-то довершат беззакония его и положат конец ему.

3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл вара мана каларӗ: сана виҫӗ ҫул кӑтартма тата виҫӗ тупмалли юмах сӗнме янӑ мана.

Он же сказал мне: три пути послан я показать тебе и три подобия предложить тебе.

3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Пур уяв та, шӑматкун та, ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те, ятарлӑ кунсем те — уяв умӗн виҫӗ кун, уяв хыҫҫӑн виҫӗ кун — ҫав кунсем пурте манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан пур иудейшӑн та ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмалли вӑхӑт, ирӗк вӑхӑт пултӑр.

34. Все праздники и субботы и новомесячия, и дни установленные - три дня пред праздником и три дня после праздника, - все эти дни пусть будут днями льготы и свободы всем Иудеям, находящимся в моем царстве.

1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed