Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

велосипед the word is in our database.
велосипед (тĕпĕ: велосипед) more information about the word form can be found here.
Ик енӗпе тирек лартса тухнӑ аллея тӑрӑх шап-шур мамӑк вӗҫтерсе, лӑпкӑ ҫил вӗркеленӗ, велосипед утланнӑ ачасем шӑнкӑртаттаркаласа иртнӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл велосипед ҫине утланчӗ те, хӗвел типӗтме ӗлкӗреймен ешӗл курӑк ҫине кукӑр-макӑр йӗрсем хӑварса, ял тӑрӑх вӗҫтерчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗлессӳ килсен, Лена, пирӗн анне велосипед ҫине ларма мар, Пӗкӗлме хулинчен ытла инҫене тухса курман.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗн кашниннех велосипед пулнӑ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак тӗллевпех велосипед туянсаттӑм та — ӑна ҫанталӑк уяр чухне яланах утланаттӑм та ӗҫе каяттӑм, кайран киле те ҫаплах таврӑнаттӑм.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Велосипед ҫине ларса педаль ҫавӑрма та эпӗ кунтах вӗрентӗм.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Хайхи велосипед ҫине утлантӑм та пушмак ҫухатнӑ вырӑна вӗҫтертӗм.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Анне, ӗҫ укҫине вӑхӑтра илеймесен те, мана пӗрех велосипед туянса паратӑп тет.

Help to translate

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Авӑ ҫулпа велосипед ҫине утланнӑ арҫын анать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫакӑн валли куҫса ҫӳремелли альтернативлӑ автотранспорт меслечӗсемпе усӑ курмалла: утмалли, чупмалли, велосипед, самокат, роликсем тата ытти те.

Для этого необходимо использовать альтернативные автотранспорту способы передвижения: ходьба, бег, велосипед, самокат, ролики и др.

Уфа ҫыннисене "Таса сывлӑш суйласа илетӗп" акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ne-3443071

Йӑла-йӗркене ирттернӗ хыҫҫӑн (унта икӗ Аиша, Рашида, Фатума, Шанифа, Мариам, Зайна тата Хабиб пӗр-пӗрин юратӑвне шанчӑклӑ упрасси пирки тупа тунӑ) мӑшӑр бода-бода ҫинче (Хӗвелтухӑҫ Африкӑри икӗ кустӑрмаллӑ велосипед е мотоцикл таксийӗ) савӑнӑҫлӑ шествие кайнӑ.

После традиционных мероприятий, где две Аиши, Рашида, Фатума, Шанифа, Мариам, Зайна и Хабиб поклялись в верности друг другу, супруги отправились в торжественное шествие на бода-бода (двухколесное велосипедное и мотоциклетное такси в Восточной Африке).

Угандӑри усламҫӑ тӳрех 7 арӑмлӑ пулса тӑнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36056.html

Вӗсем велосипед ҫинчи арҫын патне пыраҫҫӗ те калаҫҫӗ:

Подходят к мужику на велосипеде и говорят:

«Икӗ таможенник чикӗ хуралласа тӑраҫҫӗ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/313

Тепӗр кунхине каллех ҫав арҫынна велосипед ҫинче кураҫҫӗ.

На следующий день видят того же мужика на велосипеде.

«Икӗ таможенник чикӗ хуралласа тӑраҫҫӗ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/313

Ача темиҫе хутчен суранланнӑ: баскетбол мечӗкӗ хытӑ лекнипе, велосипед ҫине персе аннипе.

Ребенок получил несколько ранений: получила сильный удар от баскетбольного мяча, после свалилась на велосипед.

Вӑйӑ лапамӗнче аманнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35603.html

Ача персе аннӑ, вӑл велосипед ҫине ӳкнӗ.

Малышка упала, при этом она свалилась на велосипед.

Вӑйӑ лапамӗнче аманнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35603.html

— Кӗнекесене инспектор памасть, а кӗнеке параканӗ велосипед ҫинчен анмасӑрах киле кайрӗ.

Help to translate

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Тата ҫапла каларӑмӑр: «Пӑрахса хӑвар велосипедна ҫырма хӗррине» чунна илет вӑл санӑнне, велосипед теме те ҫук ӗнте ӑна, армак-чармак тимӗр ҫеҫ», — терӗмӗр.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппанӑн лутра кӑна велосипед пурччӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта-кунта каймалла чухне ик кустӑрмаллӑ тусӗ велосипед ҫине утланса таҫта та ҫитсе килет.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Тима велосипед илме пухни ҫинчен каласа пачӗ.

Тима рассказал, что откладывает на велосипед.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed