Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашласа (тĕпĕ: ачашла) more information about the word form can be found here.
— Хӗрхенетӗп, — каллех хырӑмне ачашласа илчӗ Вӗҫелис, — ӑна хӗрхенетӗп.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Акӑ лӑпкӑ ҫилпе хумханса илекен турат ҫинчи ҫупҫӑ хӗре питрен ачашласа илчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Чӑн та ҫапла пулса тухасса сиснӗ эпӗ!» — шутларӗ Ирина, хӗре ҫурӑмран ачашласа ҫӗнӗрен вӑй пӗтсе ҫитнине туйса.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах ӑна хӑй аллинче, хӑй кӑкӑрӗ ҫумӗнче ачашласа усрамашкӑн вӑйӗ ҫитмест.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каҫар, Турӑҫӑм, — ачашласа илчӗҫ хӗрринчи палӑка Нюркка, Ваҫли арӑмӗ тата унӑн виҫӗ хӗрӗпе ывӑлӗ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫук-ҫук! — хыпалансах ура ҫине тӑрать Ӑраман шӑркалчӑ ҫурине аллисемпе ачашласа.

Help to translate

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫак вӑхӑтра, кирек мӗнле упӑшка пулсан та, арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫапкаласа, ачашласа илетчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арӑмне савса, ачашласа курман вӑл.

Help to translate

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Варвара Федоровна ӑна тем тӗрлӗ йӑпатма, ачашласа лӑплантарма пикенчӗ.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Ой, аван ача эс, Славик, — терӗ хӗр, ӑна икӗ аллипе ҫурӑмӗнчен ачашласа.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Йытӑ тени хуҫине пӗтӗм чунӗпе парӑннине кунтан ытла кӑтартаяс та ҫук пек туйӑннӑран вӑл ӑна ҫаплах ачашласа юратрӗ, пуҫӗнчен лӑпка-лӑпка илчӗ, ӑшӑ сӑмахсем каласа мухтарӗ…

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сасартӑк инҫетре-инҫетре темӗнле ӑнланмалла мар, анчах чӗрене канӑҫ кӳрекен сасӑсем чӗлтӗртетсе илтӗнчӗҫ, вӑркӑш ҫил пит-куҫа ачашласа кайрӗ.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ӑна Тимахван ачашласа ӳстермен, йӑкӑл-якӑла вӗрентмен.

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юрамасть хӑнана вӗрме, юрамасть, — лӑплантарчӗ вӗсене Аркаш кашнинех ҫурӑмран ачашласа.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Этьсемри, ку вӑл — манӑн ут! — хирӗҫ кӑшкӑрса ячӗ Пинер, урхамахне аллипе ӑмринчен ачашласа.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑрах, ывӑлӑм, лӑпкӑ ҫывӑр! — тесе, Паҫук ачине хӑйӗн халачӗпе витрӗ, пуҫӗнчен ӑшшӑн ачашласа илчӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ыйхӑран вӑрантӑн пулсан, тӑрах, Кирук, пирӗн ӗҫ пур, — терӗ Паҫук, ывӑлне пуҫӗнчен ачашласа.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫемҫен, ачашласа калас килет-ҫке.

Ведь хочется сказать мягко, ласково.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Арӑмне те, хӑй ҫунатти айне илсе, пуҫран ачашласа хӑвармарӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эпӗ ӑна пуҫӗнчен, ҫурӑмӗнчен ачашласа илтӗм те, тяппинченех тытса сывпуллашса, ҫурта кӗрсе кайрӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed