Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл чӳречерен тинӗс пӑхнине тата хӑйне хӗвел ачашланине тӳрех ӑнланса илеймерӗ, анчах ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн, сиксе тӑчӗ те хӑвӑрт тумланчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эпир июлӗн 22-мӗшчен кӗтсе ирттерес пулсан, Скартарис тӑвӗн мӗлки Снеффельс кратерне ҫитсе ачашланине курмашкӑн кая юлнӑ пулӑттӑмӑр; ҫавӑнпа та, пирӗн мӗнле те пулин Копенгагена часрах ҫитсе, унтан Исландине ҫитме тӑрӑшмалла.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кирек епле чӗрчун та хӑйне ачашланине юратать, ачашласа пӑхакан ҫынна вӑл нихҫан та ҫыртмасть.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Акӑ вӑл, хӑй вахтине тӑрса ирттернӗскер, маншӑн вахтӑра тӑрать, тӑраниччен ҫывӑртӑр тесе, мана ыйхӑран вӑратмасть; е тата, эпӗ тӗтре витӗр сулӑ ҫине таврӑнсан, юнлӑ ҫапӑҫу пулнӑ шурлӑхра унпа тӗл пулсан, вӑл мӗн тери савӑннине куратӑп; вӑл мана ялан «тӑванӑм», «ывӑлӑм» тенине, мана ачашланине, ман валли темӗн те тунине, вӑл яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулнине аса илетӗп; юлашкинчен акӑ эпӗ ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварни те аса килет — пирӗн сулӑ ҫинчи ҫынсем чечче чирӗпе чирлеҫҫӗ тенӗччӗ эпӗ, ҫакӑншӑн вӑл мана ҫав тери хытӑ тав турӗ, тӗнчипе те санран лайӑхрах тус ҫук манӑн терӗ, эсӗ манӑн пӗртен-пӗр тус терӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Тусана силлесе яма пар-ха, атте, — терӗ Аркадий, ҫул ҫинче кӑштах хӑйлатакан пулнӑ, ҫапах та янӑравлӑ ҫамрӑк сассипе ашшӗ ачашланине хирӗҫ хавассӑн тавӑрса: — капла эпӗ сана пӗтӗмпех варалатӑп.
II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Васька чуптума кӑна мар, ачашланине те чӑтса тӑма пултарайман.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Атту, пӑх-халӗ, хӑнӑхнӑ та пуҫран ачашланине — ним йӗрки ҫук!..
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Кала ӑҫта каймаллине, — терӗ те Нюшкӑ, Аникей ачашланине парӑнмасӑр, ун ытамӗнчен вӗҫерӗнсе тухса, пуҫне тутӑр уртса ячӗ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Бунчук юратнӑ тусӗ хӑйне чунтан савса ачашланине ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗншӗн тӑван амӑшӗ пек ӑшшӑн, ырӑ кӑмӑллӑн тӑрӑшнине те ҫывӑхран туйса пурӑнчӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл вара ирӗксӗрех: акӑ ҫапла, хальхи пек, именекен хӗрарӑм алли ачашланине туйса темиҫе талӑк хушши пӗр тӑмасӑр выртасчӗ, тесе шухӑшларӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Давыдов алӑкран тухса пӑхрӗ, ҫӑмӑл урапана кӳлнӗ ӑйӑрсене Островнов тилхепе епле ҫыхнине, вӗсене шӑппӑн темскер каласа ачашланине курчӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах эсӗ асту, Давыдов, ҫилӗллӗ ҫынна фронтра ҫеҫ пулма лайӑх, унта ҫилӗ ҫапӑҫма пулӑшать, сухаланӑ ҫӗрте вара ҫыннан ачаш, ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫӗр хӑйне ачашланине юратать.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавӑнпа та вӑхӑта ахаль ирттерсе ан тӑр — малалла эпӗ сана чуптуса ачашланине ҫеҫ кӗт…Так не теряй же даром времени — впереди тебя ждут мои поцелуи да ласки…
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Эпӗ хӑйне мӗнлерех ачашланине паян кунччен те манайман пулас-ха вӑл, ҫапларах пулма кирлӗ.Так, должно быть, и до сих пор не забыл, как я его приласкала.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Машинӑсем хӑйсене ятран чӗннине, ачашланине юратаҫҫӗ.— Машины любят, когда с ними ласково обращаются, имена им дают.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
- 1
- 2