Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тамара вара куҫне хупать ҫеҫ, ӑна темле асамат кӗперӗ курӑннӑн туйӑнса каять.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫапла, тӗлӗк, ҫамрӑксен чӗрӗ, чӗрӗ те ҫутӑ, асамат кӗперӗ евӗр тӗлкӗшекен тӗлӗкӗ…
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кил хуҫи, мамӑкран та ҫемҫе кушет ҫинче патша пек саркаланса лараканскер, асамат кӗперӗ евӗр тӗрлӗ тӗспе тӗлкӗшекен телевизорпа «Чӗрчунсен тӗнчинче» передача пӑхса лараканскер, хӗрӗ ҫине чӑрр пӑхрӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Мал енче, аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн чаплӑ хӑмачӗ пек, асамат кӗперӗ ялкӑшать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ҫӳлте вӑл асамат кӗперӗ пек йӑлкӑшса тӑнӑ.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
1983 — Чӗрӗ асамат кӗперӗ — Катя
Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0
Эсир летчик пулас пулсан, ҫав асамат кӗперӗ витӗр вӗҫсе тухнӑ пулӑттӑр-и?
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Асамат кӗперне, симӗс бульвара курнӑ та тӗлӗнсе кайнӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Асамат кӗперӗ айӗпе пӑрахутсем шуса иртеҫҫӗ, вӗсен шурӑ тӗтӗмӗ ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпармасть, вӑл, пӑрахут хыҫнелле юлсанах, сенкер хумсем ҫине анса сарӑлать те, пӑрахут хыҫҫӑн ирхи шурӑ тӗтре пек шурса пырать…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Атӑл урлӑ карӑнса тӑракан асамат кӗперӗ, ҫил вӗркеленӗрен-ши, халь-халь сирӗлсе каяс пек, хумлӑн-хумлӑн чӗтресе илет.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Аякра-аякра асамат кӗперӗ тӗрлӗ тӗспе выляса ҫуталчӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аха, кунтах-ҫке, Хурашыв улӑхӗнче, аслатиллӗ ҫумӑр айӗнче, асамат кӗперӗ айӗнче…
35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Манӑн асамат кӗперӗ… — пӑшӑлтатрӗ Тамара.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хура шыв урлӑ асамат кӗперӗ карӑннӑ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тамарӑшӑн ҫеҫ ҫак Асамат уҫланки чӑн-чӑн телей уҫланки пулаймарӗ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хура кӑвак пӗлӗт хыҫӗнчен кулса тухнӑ хӗвел Хурашыв урлӑ асамат кӗперӗ хыврӗ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тӳпере виҫӗ хӗвел ҫуталнӑ — хӗвел таврашӗнче асамат кӗперӗ ҫиҫет.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫавӑнтах хӗвел пӑхса ячӗ, ҫитмӗл ҫичӗ сӑрпа асамат кӗперӗ карӑнчӗ, аслатипе ҫиҫӗмрен йӑлкӑмӗ те юлмарӗ.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Ҫав самантрах вӗсен кӳми асамат кӗперӗнчен уйрӑлса темле пӗлӗт ҫине пырса та ларчӗ.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Вӗсем шывран тухсанах сасартӑк ҫумӑр чарӑнчӗ, уҫлӑхалла асамат кӗперӗ карӑнчӗ.