Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗпе (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Ҫапла май ҫемье ҫавӑриччен Голсуорси вунӑ ҫул хушши хӑйӗн пулас арӑмӗпе вӑрттӑн тӗл пулнӑ.

В течение десяти лет до этой женитьбы Голсуорси тайно встречался со своей будущей женой.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Манпа телейлӗ пулаймарӗ, ҫӗнӗ арӑмӗпе илемлӗ пурӑнса ирттертӗр кунҫулне, — ҫапла калаҫкаларӗ Сантӑркка ҫынсемпе.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрле выртса ҫывӑрмарӗҫ арӑмӗпе упӑшки.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула арӑмӗпе ывӑлне ыталаса кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн ҫак самантрах арӑмӗпе ывӑлӗ патне тухса чупас, вӗсене ыталаса савас килчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Касмухха, тӗлӗнсе арӑмӗпе пӗр кӑмӑллӑ пулас вырӑнне, хаваслӑн кулса ячӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗпе ачисем туйми ҫывӑраҫҫӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ ятлаҫӗҫ те мирлешсен каллех пӗр кӑмӑл-шухӑшлӑ пулӗҫ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн пирки вӗсен арӑмӗпе иккӗшӗ хушшинче, Кӗтерук килсе кӗрес умӗн ҫеҫ-ха, харкашу пулса иртрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь, хуҫа арӑмӗпе тӗл пулсан, хӑй чухӑннинчен вӑтанса, пуҫне усрӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл арӑмӗпе пӗрле шкулта ӗҫлетчӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӑл хӑй пурӑнакан салари хыпарсене кӑна мар, кӳршӗллӗ ялсенче юлашки вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнине те пӗлет: кам качча тухнӑ е авланнӑ, камӑн упӑшки ют арҫын арӑмӗпе «тӗл пулать», камсем мӗншӗн ҫапӑҫнӑ, кам арӑмӗ упӑшки хӗненӗрен ҫӗрле кӳршисем патне тухса тарнӑ, Тури ялти Хыҫалкас урамӗнчи Хветие мӗншӗн арӑмӗ пӑрахса кайнӑ…

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Левенти халь ытларах арӑмӗпе канаш тытать.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пуҫра — ҫӗр-ҫӗр ыйту та шухӑш: пулас-тытӑнас ӗҫ мӗнле ҫаврӑнса килесси, арӑмӗпе пӗчӗк пепке мӗнле пурӑнасси шухӑшлаттарчӗ ӑна.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ан тив, клеще ураллӑ арӑмӗпе юнашар яла култарса пытӑр-ха сав Сенӗк качаки.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Пӗррехинче арӑмӗпе ачине яла илсе килнӗччӗ вӑл.

Help to translate

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Стасик Павлов арӑмӗпе!

Help to translate

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арӑмӗпе иккӗшӗ те ман бригадӑра ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Степнов арӑмӗпе пӳртрен хӗрсех япала-тупра тултать, анкарти варрине ҫӗклет, пысӑк шӑтӑка тултарать.

Help to translate

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйӑр ҫинче Стасик лашине хӑваламарӗ, арӑмӗпе ҫаплах тем чӑкӑлташса пырать вӑл.

Help to translate

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed