Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хресченсен ҫӗр пирки пынӑ анлӑ юхӑмӗ демократилле правительствӑна тӗрекленме пулӑшрӗ, гоминдан хӑй ҫухатнӑ районсене каялла туртса илес тата унта халӑх влаҫне аркатас текен реакцин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗпе паттӑррӑн кӗрешекен Халӑх ҫарне вӑй пачӗ.
Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.
Тӑшман ҫине вӑрттӑн пырса тухса ӑна кӗтмен ҫӗртенех аркатас енчен эпир нимрен ытла тӗттӗм ҫӗрсемпе усӑ куратпӑр.Для скрытности подхода, внезапности удара мы использовали тёмные ночи.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Аркатас пулать вӗсен лавккисене!
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пиртен чылай инҫе-ха, ҫапах та вахта начальникӗ командира пӗлтерчӗ, карапӑн курсне улӑштарчӗ — миноносец ҫав минӑна тупӑпа персе аркатас тӗллевпе аяккалла каять.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Четниксем ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ, унӑн вӗсемпе епле пулсан та хӑвӑртрах тытӑҫас, вӗсене таптас, аркатас, чышкӑпа кӳпкес килчӗ…
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Четыхер лариччен хуралта Вавила Бурмистровӑн кӗҫӗн шӑллӗ — Андрей ларнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫак хӗсмет вырӑнне икӗ хӗлтен ытла тӳсме пултарайман: ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ вӑхӑтсенче Заречье мещенӗсем ҫак ҫурт ишӗлчӗкӗсене кашкӑр эшкерӗсем пекех пыра-пыра тапӑннӑ, кӑмакара мӗн ҫунтарма май пуррине ишӗлчӗксенчен пурне те татса-хӑйпӑтса илсе килӗсене туртнӑ, нумайӑшӗ тата кирлӗ пулнӑран та мар-ха, тӗлсӗр-палсӑрах ҫав тери аркатас, ҫӗмӗрес килнипе тустарнӑ, — нимӗн тума аптранипе анӑрашса ҫитсен, вырӑссен вара ҫапла чуна пӑшӑрхантаракан алхасас йӑла пур.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Аркатас-тӑк аркатас буржуйсене, нихҫан урӑх вӗсем ан пулччӑр.
Зимний — хамӑр алӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пеме тытӑнса, аркатас вельможӑсемпе пуҫлӑхсен керменӗсене.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӑй сӑмахӗнче вӑл: — Францин ҫынсене вӗлерес тата аркатас енӗпе ҫеҫ ӗҫлекен авиацийӗнчен Совет авиацийӗ мирлӗ тӗллевпе, этемлӗх уссишӗн ӗҫленипе уйрӑлса тӑрать, — тенӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пирӗн, хамӑр тӑшмансене ҫапса аркатас тесен, пин-пин тӗслӗхсем тупмалла.Мы должны собрать тысячу доказательств, чтобы разбить наших врагов.
Йывӑҫ ҫинчи паллӑ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хӑй тӑшманӗсене ҫапса аркатас тесен, унӑн пин-пин тӗслӗхсем тупмалла пулнӑ, ҫав тӗслӗхсене харсӑр тӗпчевҫӗ папуассем хушшинче пуҫтарнӑ: вӗсен чӗлхине вӗреннӗ, йӑлисене хӑнӑхнӑ; халап-юмахӗсене ҫыра-ҫыра илнӗ, вӗсен ӳчӗ, ҫӳҫӗ мӗнле пулнине тӗпченӗ.
Уйӑх ҫынни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Ку пыйтлӑ республикӑна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр аркатас пулать, — терӗ вӑл.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Сире ҫӑлас тесен, ман ӑна аркатас пулать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫӗр-шыва вӑрҫӑ пушарӗ хыпса илнӗ, пурте вулкан ҫинче пурӑннӑ пек пурӑнаҫҫӗ, ҫынсен пурин те пӗр шухӑш: ҫаратас та аркатас, пӗр-пӗрне касас-чикес, пӳрт-ҫуртсене вут тӗртсе ҫунтарас, тӑшман ҫемйине вӗлерсе тухас, тӑшман хуралне вӗлерсе пӗтерес, пытанса ларса тӑшмана хупӑрласа илес, пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла ҫын вӗлерес.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ма аркатас терӗн-ха эсӗ хӑвӑн кил вырӑнне?
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Хӗрарӑм пуҫупа пурнӑҫ йӗркине аркатас тетӗн-им?
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
— Вӗсем, Иван Иванович, ахӑлтатаҫҫӗ, — вӗсемшӗн ку, господин директор каланӑ пек, ӗҫ государствӑна аркатас енӗпе пырать пулсан та, кӑмӑллӑ.
XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Хӑй ҫуртне аркатас! — кӑшкӑрнӑ ытти хресченсем.
Тоцкра // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пӗрре те иккӗленместӗп, эпир тӑшмана ҫапса аркатас вӑхӑт инҫе мар!Не сомневаюсь, что недалеко то время, когда мы должны будем опрокинуть врага.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Эпӗ ҫапла ӑнланатӑп, — калаҫӑва пуҫӑнчӗ Бояркин, — эсир фронт урлӑ каҫса Хӗрлӗ Ҫарпа пӗрлешме ҫав териех васкатӑр пулсан, сирӗн ҫапӑҫас, фашистсене аркатас килет эппин?
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.