Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку апат, Исланди апачӗ мар, Дани апачӗ анчах, вӑл нимӗнпех те чаплӑ пулмасан та, пирӗн кил хуҫи Дани ҫыннинчен ытла Исланди ҫынни пулнипе, авалхи йӑлапа пире чи мала хурса хӑна турӗ.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ ун чухне ҫакӑн пек ҫисе пурӑнаттӑм: ирхи апат — ҫупкӑм иҫӗм ҫырли, кӑнтӑрлахи апат — качака е тимӗр шапа аш татӑкӗ (ашне эпӗ кӑвар ҫинче ӑшалаттӑм, мӗншӗн тесен манӑн савӑт-сапа таврашӗ ҫукчӗ), каҫхи апат вырӑнне — тимӗр шапа тунӑ ик-виҫ ҫӑмарта ҫиеттӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тӗм айӗнче выртакан Ҫӑрттан мучи бригадӑра хӑйне мӗнле апат ҫитерме пултарасси пирки нумайччен шутларӗ, унтан вара пӗр сӑлтавсӑрах хӑй Яков Лукич амӑшне асӑннӑ ҫӗрте епле апат ҫисе тултарнине аса илчӗ, унта ҫинӗ апат ҫинчен шухӑшласа кӑмӑлне пӗтӗмпех пӑснипе, сасартӑк хырӑмӗ ҫав тери выҫнине туйрӗ, вара унӑн ыйӑхӗ самантрах сирӗлсе кайрӗ, вӑл тарӑхнипе лач! сурса хучӗ те, сухалне шӑлса тасатса, пӗрӗннӗ хырӑмне хыпашлама тытӑнчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗҫ яланах пур, — ирхине кӑнтӑрлахи апат пӗҫермелле, апат хыҫҫӑн ҫӗлемелле, каҫ пуласпа каллех каҫхи апат хатӗрлемелле.Работа всегда есть, — сказала она, — утром обед готовить, после обеда шить, а к вечеру ужин.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхи апат хыҫҫӑн Обломов Ольга инкӗшӗпе васкавлӑн сывпуллашма пуҫларӗ: инкӗшӗ ӑна тепӗр кун апата килме чӗнчӗ, тата Штольца та апата чӗннине пӗлтерме хушрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малта йывӑрлӑхсемпе чӑрмавсем нумай пулнӑ: рапорт ҫырмалла, хаяр подполковника аттестатсене мӗнле майпа ҫухатни ҫинчен ӑнлантармалла; ку шкулта, ҫынсем вӗҫӗ-хӗррисӗр пырса тӑрса ҫавӑн пекех вӗҫӗмсӗр кайса тӑнӑ пирки йӗркесӗрлӗхсем пулнипе, апата начартарах ҫитернӗ, курсантсем кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑнах каҫхи апат ҫинчен ӗмӗтленме тытӑннӑ; вӑтам шкул ҫуртӗнче — вӗҫекен состав валли вӑхӑтлӑха тунӑ общежитире — трубасем ҫурӑлнипе тӳсме ҫук сивӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та Алексей малтанхи каҫхине одеялпа сӑран реглан айӗнче ҫӗрӗпех чӗтресе выртрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кулленех ирхи, кӑнтӑрлахи апатсем, кахал апачӗ, каҫхи апат ҫимелле.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах е апатсен хушшинче 1 апат кашӑкӗ ӗҫмелле.
Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№
33. Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: эсир нимӗн ҫимесӗр ӗмӗтленсе-шанса тӑрса апатсӑр пурӑна пуҫлани паян вунтӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ; 34. ҫавӑнпа сире апат ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн вилместӗр, сывӑ пулатӑр; сирӗн никамӑн та пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫакӑн пек хаса вырӑнне Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ырӑлӑх панӑ: вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерсе Эсӗ вӗсем валли тӑранмалӑх тӗлӗнмелле апат — путене — хатӗрленӗ, 3. лешӗсем вара, пур ҫӗрте те кӗшӗлтетекен ирсӗр чӗрчунсене курса, вӗсенчен йӗрӗннипе выҫӑпа аптӑраса ҫитсен те ҫиес апатне ҫиеймен, кусем вара, пӗр хушӑ ҫитменлӗх тӳснӗскерсем, тӗлӗнмелле апат астивнӗ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1 апат кашӑкӗ 70 процентлӑ апат уксусне, 1 апат кашӑкӗ тип ҫӑва тата чӗрӗ 1 ҫӑмартана хутӑштармалла.
Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Эс кашӑкпа апат ҫиетӗн, йывӑҫ тымарӗ пулӑшнипе ҫӗр апатне туртса пурӑнать.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Мами ӑна валли апат хатӗрлесе чӑрманмасть, таҫти ют ҫӗртен кӳрсе килнӗ чӑмлаксене апат вырӑнне сӗнет.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
«Ӗҫ килӗшетчӗ мана. Вӑл ҫулсенче шкулта ачасем нумайччӗ. Вӗсене пурне те вӗри апатпа тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫӑмӑлах килмен пулсан та кӑмӑлтан вӑй хунӑ. Каҫхи сменӑпа та ӗҫленӗ. Ачасем вӑрӑмлатнӑ йӗркепе вӗреннӗ. Кӳршӗ ялсенчен ҫӳрекенсем хӗллехи сивӗ кунсенче интерната та юлнӑ. Вӗсем валли те апат хатӗрлемеллеччӗ», — аса илет Н.Мельникова.
Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/
Апат пахалӑхне тӗрӗслеме кашни шкултах уйӑхсерен «Директорпа ирхи апат» акци ирттереҫҫӗ.
Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/
— Апат, ҫӗр апачӗ.
Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хӑш-пӗр тӑварӗсем апата юрӑхлӑ — вӑл апат тӑварӗ.
Березники // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
3 кг кабачки, 500 г кишӗр, 500 г пылак пӑрӑҫ, ыхра 5 пуҫ, 1.5 кг помидор, 2,5 апат кашӑкӗ тӑвар,100 г сахӑр, 2 апат кашӑкӗ авӑртнӑ чили пӑрӑҫӗ, 200 г хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ (рафинладланӑ), 100 мл уксус (9%).
Кабачкинчен тунӑ аджика // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/apach-tatl-p ... ka-3407193
Те апат вӑхӑчӗ иртнӗрен, те такси ҫинче чӳхенсе килнӗ вар-хырӑм вырӑна лараймантан — апат анмарӗ манӑн, ӑш каплана-каплана килчӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Ҫакна валли вӑтамран кунне 105 тенкӗ апат ҫине каять пулсан, мобилизациленӗ граждансен ачисене кашни кунах черетлентерсе улма-ҫырла е печени-премӗк, конфет параҫҫӗ, ҫавӑнпа та кулленхи апат хакӗ 141 тенкӗпе танлашать.
Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html