Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем урай варрине ҫитрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ, пӗрре малалла, тепре каялла пусрӗҫ, кӗлеткисене акӑш пек танлӑн тытса, пӗр вырӑнта ҫаврӑнса илчӗҫ, унтан хӑвӑрт хускалчӗҫ те тӗрлӗ еннелле чупса-сиксе саланчӗҫ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Вӑл аллисене йӗкӗт хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та, йӑрӑс кӗлеткине хыҫалалла авса, питне-куҫне илемлӗн те илӗртӳллӗн ҫиҫтерсе, акӑш пек ҫӑмӑллӑн та тикӗссӗн ярӑнса ыткӑнать.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Эсӗ манӑн шурӑ акӑш, аякка вӗҫсе каян.
Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043
Аякран пӑхсан ишекен шур акӑш ҫамрӑк пике евӗрех курӑнать.
Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043
Эпӗ сисмесӗрех ун патнелле утма тытӑнатӑп, анчах шурӑ акӑш — каллех курӑнми пулать, эпӗ пуҫа усатӑп…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Сасартӑк чӳрече умӗнче шурӑ мӗлке акӑш пек курӑнса каять.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Пианино умӗнче таҫтан вӗҫсе аннӑ акӑш пекех ларатчӗ вӑл, тин ҫеҫ ҫурӑлса сарӑлнӑ мӑкӑнь ҫеҫки пек, ҫамрӑк та тасаччӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Иван Вашкин «Шурӑ акӑш» повеҫӗнче те Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ темине хускатнӑ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Ҫав шутра, Йӑлӑмри Акӑш кӳлли патӗнчи улӑх Сившусен пулни пирки ҫырса хӑварни пур.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Улӑп арҫын енчен енне тайкаланса ытларах пӗр вырӑнта тӑпӑртатрӗ пулсан, Севет инке ун тавра акӑш евӗр ҫаврӑнчӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ӗнер ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм ансӑр тӑкӑрлӑкпа икӗ-виҫӗ хутчен калла-малла акӑш евӗр ярӑна-ярӑна иртнӗччӗ.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Кам манпа пырӗ — Ҫӑкӑр вырӑнне кулач ҫийӗ; Шыв вырӑнне сӗт ӗҫӗ; Кам кунта юлӗ — Ҫӑкӑр вырӑнне улӑм ҫийӗ, Шыв вырӑнне хура шыв ӗҫӗ, Каятӑп, каятӑп, Акӑш пулса вӗҫетӗп… — тесе юрланӑ пулать.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Каятӑп, каятӑп, Акӑш пулса вӗҫетӗп.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хусан патши, вырӑссем Хусана илнӗ чухне, акӑш пулса вӗҫсе кайнӑ, тет.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑншӑн-и эпӗ илсе килтӗм ҫаран, Йӑлӑмри улӑха Акӑш кӳлли таран?
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ытти нарне хушшинче Акӑш аван асӑнма; Пӗтӗм хӑна хушшинчен Урха аван савӑшма.
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ак ку пӗчӗкки, вӑл акӑш пек.
А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Халӗ те, хӑй леш тӗнчене ӑсанма хатӗрленнӗ акӑш пек хӑмшӑлнӑ пулин те, ҫав вӑйҫах, лакӑркка, ыттисене пусарсах янӑрашма пӑхрӗ, кула-кула, ӳсӗре-ӳсӗре, анекдот та ҫӑрса-лапӑртатса пачӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, «васкавлӑ пулӑшу» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ хӗреслӗ, шур акӑш пек шурӑ машина Тимӗр Кӗркури пурӑнакан ҫурт умне тӳ-тӳ-тӳ! тӳлетсе, хыпӑнса, вӑрр! вӗҫсе, йӑрр! шуса ҫитсе те тӑчӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Тӑхланланнӑ, катрашка, тӗтре шӗлкесе юхакан ҫийӗллӗ Атӑлӑн чӗмсӗр ҫыранӗнче куҫ умне ытларах пристань, ун ҫумне юнашса тӑнӑ «шурӑ акӑш» — пӑрахут, каботажри кимӗ-пӑрахут таврашӗ, карӑнса ларакан башньӑллӑ ҫӗклемелли крансем, груз причалӗ, тиеври баржӑсем, плашкоут, кӑкарӑнса тӑракан, хум ҫинче хӑйсен ҫумне ҫапӑнакан шыва чӗмпӗл-чӗмпӗл чӗмпӗлтеттерекен моторлӑ е ахаль кимӗсем ӳкеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.