Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Эхе! — тетӗп, — эпӗ ют ҫӗре лекнӗ иккен, ытла сылтӑмалла сулӑнтӑм пулӗ», — тесе шухӑшлатӑп та, хам ҫӗтсе кайнинчен хам тӗлӗнсе, васкаса айлӑмалла чупса анатӑп.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Манӑн челнок, хӑйӗн ирӗкӗпе пыраканскер, чӑнкӑ тата ҫӳлӗ тӳпесенчен тӑрса, кашни хутӗнчех айлӑмалла анма тӑрӑшать.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пурте айлӑмалла чупрӗҫ, унта бандитсене курчӗҫ.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сӗвек ту ҫинчен айлӑмалла чие сачӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, тӗл-тӗл ҫеҫ вӗсен хушшинче шурӑ ҫуртсен стенисем палӑраҫҫӗ, тата ҫурта пек тӳрӗ те шӗвӗр тӑрӑллӑ топольсем хуран курӑнаҫҫӗ.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл каллех шикленме пуҫларӗ, ҫапах та хастарланма тӑрӑшса, кутамккине тата ҫӳлерех туртса ҫакрӗ те, тӗме ҫинчен айлӑмалла уксахласа анма пуҫларӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Сӑрӑ кумка ҫул ҫинчен айккинелле айлӑмалла сирпӗнчӗ.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывӗнчен тарать те, инкек-синкек тӗлӗшпе, хӑйӗн юлташне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Матвипе Кӗҫени тӗлне, ирхи куна каҫ туса, райцентртан хӑна-вӗрле сӗтелли ҫине сӑй-мӗн туянса таврӑнакансен тӗлне (тӗп ӗмӗчӗ вӗсен Кӗҫени валли туй кӗпи туянассиччӗ, пусма-тавар лавккисене кӗменни хӑвармарӗҫ — ҫук, тупӑнмарӗ ҫураҫнӑ хӗр валли шурӑ-шурӑ пӗркенчӗк, туйне вырсаникуна, ыран каҫалана, палӑртнӑ!), поселока ҫитесси пӗр вунӑ ҫухрӑмсем юласпа тухрӗ ӑнсарт чӑрмав: машина, хӑй еккипе чиперех пыраканскер, айлӑмалла пӑрӑннӑ чухне сасартӑк чӑх-чах тукаларӗ те ҫавӑнтах мотор лап сӳнсе ларчӗ; урӑх, мӗн чул чӗртес тесе тӑрмашсассӑн та, мӑкӑл та сас памарӗ — хуллен-хулленех лапама анса лӑпланчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Машинӑсем ҫунса кайни ҫинчен, складсене вут хыптарни ҫинчен, вагонсем составӗпех айлӑмалла ыткӑнни ҫинчен информацисем килсех тӑраҫҫӗ ман пата.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Сулахай енчен айлӑмалла нумай километра вӑрмансем тӑсӑлса кӗреҫҫӗ; вӗсем айлӑма икӗ енчен хупӑрласа тӑрса, симӗс ярӑмсемпе инҫене, тусем ҫинелле тӑсӑлаҫҫӗ.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Автострадӑпа пыракан полк шӑпах сарлака та ирӗк айлӑмалла кӗрсе пыратчӗ.Полк как раз входил по автостраде в широкую раздольную лощину.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Полк, автострада ҫинче янӑраттарса, ирхи хӗвелпе тулса ларнӑ симӗс айлӑмалла анать.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вилнисемпе аманнисене пӑраха-пӑраха хӑварса, чупнӑ ҫӗртенех хушӑран перкелешсе, эсэсовецсем айлӑмалла тараҫҫӗ.Бросая убитых и раненых, изредка отстреливаясь на бегу, немцы удирали в лощину.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кунта айлӑмалла илсе каякан ҫулсем; акӑ кунта сукмаксем тата тусем хушшинчи вӑрттӑн вырӑнсемпе ҫӗр айӗнчи ҫулсем.Тут дороги, ведущие в долину; а тут тропинки и тайные пристанища в горах и подземные проходы.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Бензовоз, Виталий хыҫӗнче пӗр кана чип-чиперех кӗрлеттерсе пыраканскер, айлӑмалла аннӑ чухне сасартӑк сулахаялла сиксе тухрӗ те, хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе, туххӑмрах ӑна хӑваласа иртме тӑчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Красноармеец вӗсене аллипе айлӑмалла тӗллесе кӑтартнӑ.
4. Амӑшӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Униче карти патнелле, айлӑмалла, пӳртсем хыҫнелле, мунча-сад хыҫнелле тараҫҫӗ вӗсем.
Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫырма тӑрӑх кӑшт кайсан, вӗсем, пӗр еннелле пӑрӑнса, пӗр ҫӳллех мар сӑрт ҫине хӑпарчӗҫ те унтан каллех юнашарти айлӑмалла анчӗҫ.
Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.
Анчах вӑл хӑйне йӗрленине сиснӗ пулмалла, анаталла, айлӑмалла, сиккипех вӗҫтерчӗ.
Кабаргапа росомаха // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 71–74 с.
Васкасах айлӑмалла анма тытӑнтӑм.
Тайгари каҫ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 16–22 с.
Хир сыснисем малтан сӑрталла улӑхнӑ, унтан айлӑмалла ҫул тытнӑ.
Тайгари каҫ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 16–22 с.