Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Иксӗмӗр тытӑнтӑмӑр пӗчӗк комплекслӑ бригадӑсем йӗркелеме, — кӑшт айккинерех чӗнсе илчӗ вӑл ӑна, — иксӗмӗрӗнех вӗсен уссине кӑтартма тивет.
11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Темиҫе минутран эпир мӗлке кӑшт айккинерех куҫса кайнине асӑрхарӑмӑр.Через несколько минут мы заметили, что тень ушла немного в сторону.
Хӗвел тӑрӑх тӗп енсене эпир епле тупни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хӑй ҫапах та таканине айккинерех шутарса лартрӗ.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Карчӑк пирӗн ума, сӗтел ҫине пӑхса илчӗ те вилкӑсемпе кашӑксене кӑшт айккинерех шутарчӗ, ҫапла ҫӑкӑр чӗллисем хума вырӑн хатӗрлерӗ.
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
Праски инке шӑпланчӗ те айккинерех кайса ларчӗ, аллине пански тытрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Укаҫ кӑшт айккинерех ҫерем ҫинче ларать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
…Аллисем ҫаплах чӗтренипе аптраса ҫитнӗ Лашманов пусма ҫинчен анать те айккинерех пӑрӑнса тӑрать, аллисем ҫине пӑхса тӗлӗнсе, хӑйӗн аллисене хӑй ятласа тӑрать.
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кран, тикӗссӗн тӑкӑртатса, ҫӗрти панеле пӗр хӗрринчен хӑпартма тытӑнсан, Лашманов пусма ҫинчен анчӗ те айккинерех кайса тӑчӗ, аллисем ҫине пӑхса, хӑй тӗллӗн тем калаҫса илчӗ.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Халь ӗҫне пӗтерчӗҫ курӑнать те, айккинерех кайса, хӑма купи ҫине ларчӗҫ, туртмалли кӑларчӗҫ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Намӑс пулнипе ҫунса, вӑл карабинне хулпуҫҫи ҫине ҫакрӗ те ҫывӑрнӑ вырӑнтан айккинерех пӑрӑнчӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Шуйттан пӗлет-и, атя-ха кӑшт айккинерех каяр, вӑрӑмтуна сӗрле пуҫларӗ кунта…
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Кирек мӑнле ҫыннӑн та мӑнкӑмӑллӑх пур: хыҫалтан виҫҫӗмӗш грузовик ыткӑнса килнине асӑрхасан Мирун пиччепе Мӗтри пач та сикмерӗҫ, пире таптамасӑр хӑвӑртрах иртсе кайтӑр ку хӑямат тенӗ пек, кӑштах ҫул айккинерех пӑрӑнчӗҫ те — ӗҫӗ пӗтрӗ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Кӑшт айккинерех тепри, кил йытти, лӑпӑска, анчах пӗчӗк те йӑпшак кӗлеткеллӗскер, шурӑрах тӗслӗскер, ҫавскер апатланнине сӗлекине ҫулакаласа, халланса пӑхса тӑрать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Арӑмӗ вӑрт! ҫаврӑнчӗ те айккинерех кайса тӑчӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Туртасах тесен ҫав объектсен алӑкӗсенчен 15 метртан кая мар айккинерех пӑрӑнмалла.
Тӗтӗм хакӗ // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.
Пишсен пӗр уполномоченнӑйӗ калаҫӑва хутшӑнмасӑр айккинерех тӑнине асӑрхарӗ те Микула, Кузнецов сӗннине аса илсе, ун патне пычӗ: — Кала-ха, тархасшӑн, ваккат тытма тата кунта килме укҫа ӑҫтан тупрӑр эсир? — терӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Килӗшсен: «Атя айккинерех, ҫынсен умӗнче йӳнӗ хакпа сутни аван мар», — тесе, лавккасен хыҫнелле ертсе кайнӑ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ваҫли айккинерех тӑнӑ ҫӗрте, каччӑсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса кайнине сиссен, хӑйсене ислетме май килнине тавҫӑрчӗ те ал айне лекекене чӑмӑрӗпе тӑрӑслаттарма тытӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗрпе каччӑсем — пӗр айккинерех.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗлип Миххаран кӑшт айккинерех пырса ларчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.