Шырав
Шырав ĕçĕ:
Айвантарах вӑл, ҫапах кӑмӑллӑ мужик ҫав Гриша!
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗтем Гостиный двор, унӑн пӗтӗм халӑхӗ, купецсемпе приказчиксем темле тӗлӗнмелле пурӑнӑҫпа пурӑнатчӗҫ, унта ача вӑййилле айвантарах, анчах яланах усал вӑйӑсем туллиехчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Яковӑн калавӗ намӑссӑрласкер, анчах йӗрӗнмеллескер мар, унта мухтанса калани ҫук, унта хытӑ чӗреллӗх ҫук, тем айвантарах пулни тата пӑртак хурланни илтӗнет.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чаплӑ уйӑпсем айвантарах; вӗсем тутӑ мещенсем чиркӗве кӗнӗ пек, кӗтӳпех таната ҫине пырса кӗреҫҫӗ; хӑйсене хупласа лартсассӑн, вӗсем пит тӗлӗнсе каяҫҫӗ, куҫӗсене чарса пӑрахаҫҫӗ те хулӑм сӑмсисемпе пӳрнесене сӑхаҫҫӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынни ӑслӑ вӑл, анчах кӑлӑхах ыттисем хӑйӗнчен айвантарах тесе шутлать.Человек он умный, но напрасно думает, что все остальные глупее его.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Кирек мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, эсир айвантарах хӗрарӑм пек курӑнма пултараймастӑр ҫав.— Все равно, сколько ни старайтесь, вам не удастся стать похожей на пустую светскую даму.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Айвантарах синьора Грассини чаплӑ хӑнасем умӗнче «мӗскӗн чура пулса тӑнӑ Итали» ҫинчен, хӑйӗн «телейсӗр ҫӗршывӗ» ҫинчен сӳпӗлтетет.
4 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Петр тискер кайӑкӑн тем тери илемлӗхне аса илнипе, ӑнсӑртран персе яни татах та айвантарах ӗҫ пек пулса тухрӗ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ку негр сӑнран пӑхма та ырӑ кӑмӑллӑ, анчах кӑшт айвантарах; пуҫ тупинчи ҫӳҫ пайӑркине ҫиппе явса ҫыхнӑ тухатмӑшсене пистерме ҫапла тунӑ ӗнтӗ.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл пӑртак айвантарах уҫӑ пит-куҫлӑччӗ, кайран ӗҫке ерсе кайрӗ.И у него было простое, даже глупое лицо, и он потом сделался пьяницей.
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Те шыв ытла сивӗ пулнӑ, те Улай ҫамрӑк пирки айвантарах пулнӑ, вӑл шыв хӗррине ҫитрӗ те малалла кайма пултараймасть.
Текерлӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 51–53 с.
Унӑн лайӑх воспитани илнӗ, йӗркеллӗ, анчах айвантарах упӑшки пулнӑ, ачисем пулман.У ней был благовоспитанный и приличный, но глуповатый муж и не было детей.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ун чухне вӑл мана сӑхать те… халь вӑхӑчӗ ҫавӑн пек, кӳршӗсем: кам хураҫинчен те айвантарах, ҫавӑн аяк пӗрчи ванать…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӑсӗпе кӑшт айвантарах Прохор, Григорий чӗлхине халичченхи пек мар ирӗке янинчен тӗлӗнсе, малтанах ун ҫине шанмасӑртарах пӑхкаласа пычӗ, унтан Григорий, тахҫанхи кунсене аса илсе, йывӑр шухӑшсенчен хӑпасшӑн пулнине ӑнланса ҫитрӗ те, хӑй те вара, — тен, ытлашши те тӑрӑшарах пулӗ, — татти-сыпписӗр пакӑлтатма тытӑнчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун чух эпӗ ҫамрӑкрах, айвантарах пулнӑ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑрмаллипех ҫавӑрса янӑ ҫапла Изварин айвантарах казаксемпе хут сахал вӗреннӗ офицерсен пуҫӗсене.Кружил Изварин головы простодушным казакам и малообразованному офицерству.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тихӑн, хулӑн туталлӑ, тӗреклӗ, айвантарах казак, Лукерйӑпа пурӑннӑ, Лукерйӑна нимӗн сӑлтавсӑрах Сашка ҫумне хушса кӳлешнӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вилтӗн — пытараҫҫӗ, Пурӑнман та тейӗн… — уҫӑмлӑн юрларӗ Веткин, хӑйӗн ҫинҫе те ҫемӗҫнӗ сассипе тата хорӑн пӗтӗмӗшле килӗшӳлӗхне туйса тӑнине пула унӑн ырӑ та айвантарах куҫне куҫҫуль тулса ларнӑччӗ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл вара корпус командирӗн пичӗ ҫине мӑч тумасӑр, тӑтӑшшӑн пӑхса: «Хастар генералӑн куҫӗсем ҫамрӑк подпоручикӑн имшертерех яштака кӗлетки ҫинче тулӑх кӑмӑлпалан чарӑнса тӑчӗҫ», — шухӑшларӗ ӑшӗнче, хӑйӗн ачалла айвантарах йӑлипе.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун вырӑнне ҫӳҫӳ сан питӗ-питӗ таса та ҫав тери ҫинҫе, хыҫалта вӑл, айвантарах та ӗҫлӗ сӑнпала, калама ҫук тирпейлӗн, чӑмаккаланса пухӑннӑ, ҫавӑнпах пуль, ӑна пӳрнепе хуллен-хуллен тытса, сӗртӗнсе пӑхас килет.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.