Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сайра хутра Курьеркӑра — пан улпутсем авалтанах юратакан хаҫатра — пичетленекен реляцисенче чӑрсӑр гаридальдиецсен ячӗсемпе пӗрле унӑн ятне те асӑнкаланӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Авалтанах ҫапла хӑнӑхнӑ.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Каргински станицинчен кӑнтӑрарахра тӑршшӗпе ҫирӗм сакӑр, урлӑшӗпе ултӑ ҫухрӑм лаптӑкӑш мӗн авалтанах сухаламан пӑрлак ҫеҫенхир тӑсӑлать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон округӗн тури станицисен — Еланская, Вешенская, Магулинская тата Казанская станицӑсен — казакӗсене мӗн авалтанах 11 — 12-мӗш армири казаксен полкӗпе Атаман полкӗн лейб-гвардине илсе тӑнӑ пулнӑ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Авалтанах ҫапла пулин те, эпир пурте пӗрле юсанма тӑрӑшса пӑхма пултараймастпӑр-и вара?
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫапла вара авалтанах тымар янӑ пӗр-пӗрне курайманлӑх татӑк хӳреллӗ кӗсре хӑранипе пӗтсе ларма хатӗр пекех пулса ҫитнӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем халӑхӑмӑрӑн илемлӗ культури, унӑн поэзири ӑсталӑхӗ сӗм авалтанах аталанса, пуянланса пынине ӗнентерсе параҫҫӗ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Кирек хӑш халӑх та сӑмахӑн асамлӑ хӑватне авалтанах ӗненсе пурӑннӑ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
«Анчах та ку уявӑн йӑли-йӗркисем сӗм авалтанах аталанса пыраҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ «Культура чувашского края» кӗнекере.
Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
1. Аттемӗрсене мӗн авалтанах пророксем урлӑ темиҫе хут та, темиҫе тӗрлӗ те каланӑ Турӑ 2. ҫак юлашки кунсенче пире Ывӑлӗ урлӑ каланӑ.
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2