Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урисене (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Ҫтаппан вӗсем ҫине ахаль-тен ҫеҫ пӑхрӗ пулсан та, кашнин аллинчех апат-ҫимӗҫ кутамкки пуррине, хӑйсем килте тӗртсе тунӑ улача е йӳн йышши ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннине, урисене тӑла-ҫӑпата сырнине асӑрхаса, ку ҫамрӑксем баржа ҫинче матросра ӗҫленине тавҫӑрса илчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, персе амантнӑ арӑслан пек, урисене аран улӑштарса, алкум вӗҫне таврӑнчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан крючникре ӗҫлеме пуҫланӑранпа туяннӑ ҫӗнӗ утӑмӗпе — кӑштах тармакланарах та урисене сӑтӑрттарарах, ҫурӑмӗ ҫинче выртакан йывӑр япалана тытса пынӑ чухнехи пек, чавсине хуҫса утать.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӑна, ӗҫре урисене сӗтӗререх те тармакларах утма хӑнӑхнӑскере, пукансене речӗпе лартса тухнӑ хушӑ ансӑртарах пулчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Путек-сурӑх шыракансенчен пӗри те тепри выртнӑ ҫӗрте урисене аран-аран хускатакан чӗрчуна пыра-пыра пӑхрӗ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Асламӑшӗ ларнӑ вырӑнтан тӑрса, урисене кӑштӑртаттарса, турӑш кӗтесӗ патне куҫрӗ, ҫине-ҫинех сӑхсӑхрӗ, мӑнукӗпе тепӗр хут тӗл пултарнӑшӑн Турра тав турӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Архипов хушӑран куклене-куклене ларса урисене малалла ывӑтрӗ, ҫав вӑхӑтра Римма ун тавралла ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Лесасен тӳрӗ мар урисене ӑҫта куртӑр эсир?

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иван Яковлевич вӑрӑм урисене ҫӑмӑллӑн ярт-ярт пусать.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сарайӗнчен упа ҫури пӑркаланса тухрӗ те вӗсем патнелле мӗшӗлтетрӗ, ларса урисене малалла тӑсрӗ.

Help to translate

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ пӑши чӗлхине ҫыртса лартрӗ те пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе, туртӑнса илчӗ, вӑрӑм урисене тӑсса ячӗ, пуҫне каҫӑртса, мӑйракипе кӗрте тӑрӑнчӗ.

Help to translate

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лаша та тӑрса ывӑнчӗ пулас, урисене пӗр вырӑнта канӑҫсӑррӑн пускалама пуҫларӗ.

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫыр хӗррине пырса ларнӑ Тамара, ҫара урисене пӗчӗк ачалла сулкаласа, умри шывсиккине сӳрӗккӗн сӑнаса ларать.

Help to translate

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Акӑ мӗн, секретарь, — урисене ылмаштарса пӗр вырӑнта тӑп-тап пускаласа илчӗ Арсентьев, — пирӗн иксӗмӗрӗн пысӑк ӗҫ тумалла пулать.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Курпунланса авӑннӑскер, Ваҫиле, йывӑрланнӑ урисене аран сӗтӗркелесе килне кӗчӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллисемпе урисене выляттарчӗ, хырӑмне сӑтӑркаларӗ, пӗчӗкскер савӑннипе кулма пуҫларӗ, часах ҫывӑрса кайрӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл васкать, урисене туртса кӑларма аллисемпе пулӑшать.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вырӑн ҫине канлӗрех, пичӗпе чӳрече еннелле ларчӗ, урисене ҫӗклесе тӗрлӗ еннелле сарчӗ те чарана тӗпчеме пуҫларӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урисене Раҫҫейрен аран илсе тухнӑ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та йӑлӑхтармӑш урисене сарса ансӑр сукмака пӳлсе хучӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed