Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун пек ҫыннӑн ырӑ паллатӑранӗсем те (пурте ун йышши ҫынсемех: ыттисемпе вӑл туслашса пурӑнмасть) ун ҫинчен ҫаплах шутлаҫҫӗ, ҫынни вӑл лайӑх ҫын, теҫҫӗ, анчах та ун умӗнче чӗркуҫленсе ларма шутламаҫҫӗ те, эпир те ун пекех, тесе шутлаҫҫӗ хӑйсем ӑшӗнче.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера ӑна тав туса ирттерсе янӑ-яманах курнӑ пулӗччӗ; ҫапла вара, тенӗ Лопухов, Вера Павловна патне Рахметова ярса эпӗ пӗртте сиен курмастӑп, Рахметов мана ятлать ӗнтӗ унта, анчах мана часах Вера Павловна хӑй те ятла пуҫлать ӗнтӗ; пачах урӑхла, мана Вера Павловна ытларах хисеплеме пуҫлӗ: эпӗ Рахметов унпа мӗн ҫинчен калаҫассине малтанах пӗлнине, ҫавӑн пек калаҫма та хамах хушнине тата мӗншӗн хушнине те вӑл часах тавҫӑрса илӗ, вӑл акӑ ҫапла шухӑшласа илӗ: «епле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл, эпӗ уншӑн малтанхи кунсенче хуйхӑрнисене пусарас тесе вӑл малтанах тӑрӑшнӑ; ӑна ятланӑшӑн эпӗ Рахметов ҫине ҫиллентӗм пулин те, Рахметов чӑн каланине эпӗ ун чухнех ӑнлантӑм вӗт; хам эпӗ ӑна тепӗр эрнесенчен тавҫӑрса илнӗ пулӑттӑм, анчах вӑл ун чухне маншӑн пит кирлех пулман пулӗччӗ, эпӗ унсӑрах лӑпланса ҫитнӗ пулӑттӑм; ҫав шухӑшсене мана пирвайхи кунах каласа панӑ пирки ман ӑшӑм пусӑрӑнчӗ, атту вӑл эрнипе те пусӑрӑнас ҫукчӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл сирӗн характерпа хӑйӗн характерне пула пурнӑҫ ҫапла пулса каясса пӗлмен пултӑр, анчах та унӑн, кирек мӗн пулсан та, сире мӗнле те пулин хатӗрлемеллех пулнӑ: ӑнсӑртран та пулма пултарать ун пекки, ун пекки пултӑрччӗ теме кирлӗ мар, ун пеккине кӗтме кирлӗ мар, анчах та ун пекки пурпӗрех тӗл пулма пултарать: малашлӑх мӗнле ӑнсӑртлӑхсем илсе килессе малтанах пӗлме ҫук вӗт.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун пуҫне ҫӗнӗ шухӑшсем пырса кӗре пуҫланӑ, Вера Павловнӑшӑн Лопухов кирлӗ пулнӑ пек, уншӑн Кирсанов кирлӗ ҫын пулса тӑнӑ; урӑхла ҫын пулма май параканни уншӑн иртнӗ пурнӑҫӗнчех юлнӑ; анчах ун пек урӑхла ҫын пулма чи кирли вӑл, паллах, — ҫын хӑй, ун шухӑш-кӑмӑлӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
3. Ун умӗнче вут ҫунтарса пырать, ун хыҫӗнче вара ҫулӑм ӗнтет; ун умӗнче ҫӗр Эдем пахчийӗ пек, ун хыҫӗнче пушанса юлнӑ ҫеҫенхир пулӗ, унран никам та ҫӑлӑнса юлаймӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тапӑрӑн ҫула тапранса тухмалла пулсассӑн, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем кӗрӗҫ те, хупӑрласа тӑракан чаршава илсе, унпа Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине витӗҫ; 6. унтан ун ҫине кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивитти витӗҫ, ҫиелтен пӗтӗмӗшпе сенкер ҫӑмран тунӑ вителӗк витӗҫ, вара каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 7. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсен сӗтелне те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗчпе витӗҫ, ун ҫине чарисене, тирӗкӗсене, чашӑкӗсене, ӑсса ямалли куркисене лартӗҫ; ун ҫинче яланхи ҫӑкӑрӗ те пулмалла; 8. вӗсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ виткӗч витӗҫ, ӑна ҫиелтен тата кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 9. унтан сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч илӗҫ те ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, хӗскӗчӗсене, ӑскӑчӗсене тата ун таврашӗнче тыткалакан йывӑҫ ҫӑвӗ ямалли мӗнпур савӑтне витсе хурӗҫ; 10. унтан вара ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ; 11. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ ҫине те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч витӗҫ, унтан ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе хурӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса ярӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Липа ӑшӗнче Левентее хӗрхенсе те илчӗ: пурте ыйтаҫҫӗ унран — ӑна пар, кӑна пар, пурте вӑрҫаҫҫӗ — вӑл ун пек мар, ку ун пек мар, ун пурне те пӗлмелле, пур ӗҫе те вӑхӑтра тумалла.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унӑн кӑлтӑкӗсенчен пӗри — япалана тулашӗнчен кӑна пӑхма юратни пулнӑ, унӑн лашине пӗтӗмпех хӗрлӗ хӑюсемпе эрешлесе пӗтернӗ, унӑн шпорӗсем (вӗсене вӑл ӑҫтан кӑна тупнӑ-ши, музейран пулӗ) авӑнчӑкскерсем тата шӑлӑллӑ — ун йышши шпорсене эпӗ картинӑсем ҫинче, вӑтам ӗмӗрти рыцарьсем ҫинче анчах курнӑччӗ; никелпе витнӗ вӑрӑм хӗҫҫи ҫӗре тивсе пыратчӗ, маузерӑн йывӑҫ йӗнни ҫине: «Эпӗ вилӗп, анчах эсӗ те ҫӗлен-калта пӗтӗн!» тесе ҫырнӑ девизлӑ пӑхӑр лаптӑкӗ ҫыпӑҫтарса лартнӑччӗ.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Касьян вӗсене витлет, вӗсемпе шӑхӑркаласа илет; унӑн ури айӗнчен пӗтӗлтетсе путене чӗппи вӗҫсе тухса кайрӗ, — вӑл та ун хыҫҫӑн пӗтӗлтетсе юлчӗ; ун пуҫӗ тӗлнех тӑри, ҫуначӗсене чӗтревлӗн вылятса, хӑйӗн юррине шӑрантарса анма тытӑнчӗ, — Касьян ун майлӑ юрлама пуҫларӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Вӑл рыцарь ҫичӗ ют ҫынни пулнине, ун енче хаяррӑн тавӑрасшӑн пулса унӑн ашшӗ, тӑванӗсем, пӗтӗм тӑван ҫӗршывӗ тӑнине, хулана хупӑрласа тӑракан запорожецсем хӑрушӑ ҫынсем пулнине, хула ҫыннисем хӑйсен хулипе пӗрле тискер вилӗмпе пӗтессине аса илчӗ… вара сасартӑк ун куҫӗсене куҫҫуль тулса ларчӗ; вӑл пурҫӑнпа тӗрлесе пӗтернӗ тутӑр ярса тытрӗ, унпа хӑйӗн питне хупӑрласа лартрӗ, пӗр минут хушшинче вара вӑл йӗп-йӗпе пулса тӑчӗ; хӑйӗн илемлӗ пуҫне каялла тытса, вӗлерекен ҫӗлӗн сӑхнине туйса илнӗ пек, аялти хитре тутине юр пек шурӑ шӑлӗсемпе ҫыртса нумайччен ларчӗ, — рыцарь вӑл ҫав тери хуйхӑрнине ан куртӑр тесе тутӑрне пичӗ ҫинчен пачах та илмерӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун патне текех тӳлевсем пирки пынӑ, грузсем турттарма тӗрлӗ сделкӑсем сӗннӗ, служащисем вӗт-шакӑр ӗҫсемпех ун патне ҫӳренӗ, ӗлӗк чух ун пек ӗҫсене вӗсем унсӑрах, хӑйсен тиветкелӗпех ирттернӗ пулнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑш чух ҫавнашкал курӑнусем ӑна, паттӑр энерги юхӑмӗпе ҫӗклентерсе, ӳсӗртсе янӑ, — вӑл вара ун пек чух, ура ҫине сиксе тарса, хулпуҫҫийӗсене карӑнтарнӑ, ырӑ шӑршӑллӑ сывлӑша кӑкӑр туллин ӗҫнӗ; анчах тепӗр чухне ҫав курӑнусемех ун ҫине хурлӑхлӑ кӑмӑл янӑ, — ун пек чух ун йӗрес килнӗ, куҫҫуль тухнӑ — намӑслантарнӑ, вӑл, макӑрас мар тесе, хӑйне хӑй хытарнӑ, ҫапах та куҫҫуль лӑпкӑн шӑпӑртатнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл паллӑ киноактерсене пурне те, спорт мастерӗсене пурне те тенӗ пек ятран, нумайӑшне — сӑнтан пӗлнӗ; Киеври «Динамо» обществин футболисчӗсене вӑл, уттине пӑхса, хыҫалтан палланӑ; сулахай енӗ мӗншӗн япӑх вылянине тата капитан «тӑшмана» епле улталанине унран лайӑх никам та пӗлмен; автомашинсен маркисене — совет ҫӗршывӗнче кӑларнисене те, ют ҫӗршывсенчен илсе килнисене те — пӑхмасӑрах калама пӗлнӗ; хӑех аквариум тунӑччӗ, унти пулӑсем вилсе пӗтрӗҫ пулсан, уншӑн Костя мар — водопроводран илнӗ хлорланӑ шыв айӑплӑ; вӑл маркӑсем пуҫтарнӑ чух унӑн тем тӗрлисем те пурччӗ — тӑххӑрмӗш класран та ачасем ун патне улӑштарма ҫӳретчӗҫ.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пурте: ку хӗр амӑшӗнчен те ӑслӑ, унран та ытларах вӗреннӗ, тетчӗҫ; эпӗ ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калама пултараймастӑм, мӗншӗн тесен, вӑл ӑслӑ та нумай вӗреннӗ тенипе унран чуралла хӑранине пула, эпӗ унпа пурӗ те пӗр хут ҫеҫ, ун чухне те калама ҫук сехӗрленсе кӑна калаҫса куртӑм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Столыгин, хӑй халь ҫеҫ ҫине кӑркка, пыршӑ-паршӑ, квас тата арбуз йывӑрӑшӗпе пӗрлех, ун хыҫҫӑн ыткӑннӑ; Митька — унран, вӑл — ун хыҫҫӑн, Митька ансӑр пусма тӑрӑх мачча ҫинелле, Столыгин та ун хыҫҫӑн; анчах ҫавӑнтах вӑл хӑй матрос пулма ҫуралманнине курнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Калаҫатӑр унпа эсир, хӗрхенсе унӑн хутне кӗретӗр, тӳррипе каласан, ун йӑнӑшӗсене каҫаратӑр, вӗсем унӑн ӳссех пыраҫҫӗ авӑ, ҫумӑр хыҫҫӑн кӑмпа ӳснӗ пек.Беседуете с ним, нянчитесь, фактически прощаете ошибки, а они растут, как грибы после дождя.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Туй чирлӗ выртрӗ, эпир мӑйӑр пуҫтартӑмӑр — ун тупӑкне хума, вилсен ӑна тӑхӑнтартма ҫӗнӗ пиҫиххи сӑрларӑмӑр, ӑна йӑтса кайма шалчасем якатрӑмӑр, ун чух: эсӗ килтӗн те хӑвӑн имҫамна патӑн, эсӗ иртен пуҫласа каҫчен ун патӗнче лартӑн, ун ҫамки ҫине аллуна хутӑн, акӑ вӑл халь кунта кулса тӑрать!
Вӑрҫӑ пулмасть // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Петр ашшӗ уншӑн нихҫан та ҫывӑх, юратнӑ ҫын пулманнине, вӑл уншӑн хаяр хуҫа пулнине, вӑл Алексее унран ытларах кӑмӑлланине, ун ҫине тимлӗрех пӑхнине аса илчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн сӑмахӗсенче Никита яланах темӗн ҫинчен асӑрхаттарнине илтнӗ, ҫавӑн пирки вӑл ун ҫине тарӑхнӑ та, унран хӑранӑ та, — ҫавӑнпа пӗрлех вӑл ун ҫинчен тата та ытларах пӗлесшӗн пулнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ун килӗнче сирӗн база, ун патне диверсантсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, эс ху та ун патӗнче пулатӑн, ун ывӑлӗ те, хӗрӗ те — подпольщиксем.У нее в доме ваша база, там собираются диверсанты, ты сам там бывал, ее сын и дочь — подпольщики.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.