Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Иисус ӑна халӑхран аяккалла илсе кайнӑ та Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ, унтан сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ; 34. вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та: еффафа?! тенӗ, «еффафа?» тени «уҫӑл» тени пулать.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑна курсассӑн, иудейсем тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса йӗре пуҫланӑ, ҫавна пула ҫывӑхри айлӑмсемсенче те ахрӑм янӑраса тӑнӑ, ӗнтӗ пӗтӗм ҫар сехӗрленсе ӳкнӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чун-чӗрипе ҫунса тухасла, иудейсем куҫҫулӗ юхтарса, хурлӑхлӑ юрӑсем юрласа пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтунӑ, аллисене тӳпенелле ҫӗклесе, аслӑран та аслӑ Турра каллех хӑйсене васкавлӑн пулӑшу пама тархасланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӗнтӗ пурте, тӳпенелле пӑхса, пулӑшу янӑ Ҫӳлхуҫана ҫапла каласа мухтанӑ: «Хӑйӗн вырӑнне мӑшкӑлтан Сыхласа Хӑвараканӗ мухтавлӑ!» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫапла вара, пурте ӗҫе татса парас вӑхӑта кӗтнӗ чухне, тӑшман ҫарӗ пуҫтарӑнса ӗрете тӑрса тухсассӑн, сӑлансене хӑйсен вырӑнне тӑратсассӑн, утлӑ ҫар икӗ енӗпе вырӑнаҫса тӑрсассӑн, 21. Маккавей, йышлӑ ҫар тапӑнса килнине, хатӗррӗн тытса тӑракан тӗрлӗ кӑрала тата сӑлансем хаярланса ҫитнине курсассӑн, — ҫӗнтерӗве кӑралпа ҫӗнсе илейменнине, ӑна, Хӑйне кирлӗ пек, Турӑ Хӑй тивӗҫлисене парнеленине пӗлӳҫӗн, — аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ те кӗтретсем тӑвакан, пурне те курса тӑракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ умне тӑмалли тумтир тӑхӑннӑ священниксем, парне вырӑнӗ умне ӳксе, тӳпенелле пӑхса тархасланӑ: сӑваплӑ Ҫурта шанса панӑ пурлӑх ҫинчен калакан саккунне Параканӗ ӑна ҫавӑнта хунӑ ҫынсемшӗн тӗрӗс-тӗкел сыхласа хӑвартӑрччӗ тесе кӗлтунӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Пӗтӗм халӑх ӳке-ӳке пуҫҫапса кӗлтунӑ, хӑйсене Ырӑлӑх Кӳме Васкакана тӳпенелле пӑхса тав тунӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫынсем ӗнтӗ хӑйсен тумтирне турта-турта ҫурнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, вӗри куҫҫулӗ юхтарнӑ, 40. ӳпне ӳке-ӳке йӗнӗ, хыпар труписемпе кӑшкӑртнӑ, тӳпенелле пӑхса тархасланӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпир те халӗ тӳпенелле пӑхса йӑлӑнар; тен, Вӑл, аттемӗрсемпе хывнӑ халала асне илсе, пире хӗрхенӗ те тӑшманӑн ҫак ҫарне хамӑр куҫ умӗнчех аркатса тӑкӗ; 11. вара суя тӗнлисем пурте Израиль халӑхӗн Хӑтараканӗ, Ҫӑлаканӗ пуррине пӗлӗҫ, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫак кун вӗсем типӗ тытнӑ, ҫийӗнчи тумне ҫурса тӑкса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, 48. саккун кӗнекине уҫса хунӑ; суя тӗнлӗ ҫынсем ҫав саккун кӗнекисене тахӑҫтан та шыра-шыра тупса вӗсем ҫине хӑйсен йӗрӗхӗсен ӗренкине ӳкернӗ, — ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке пулнӑ та, — 49. Массифӑна пухӑннисем хӑйсемпе пӗрле священник тумӗсене, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе тата вуннӑмӗш пайсене илсе пынӑ; унтан хӑйсем мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫланӑ назорейсене чӗнсе илнӗ те 50. тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: ҫакӑнпа мӗн тӑвас ӗнтӗ пирӗн, ӑна ӑҫта кайса хурас?
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӑл, куҫҫуль юхтарса, тӳпенелле пӑхнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн чун-чӗри Ҫӳлхуҫана шанса тӑнӑ.35. Она же в слезах смотрела на небо, ибо сердце ее уповало на Господа.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав икӗ пуҫлӑх Сусанна кунта кулленех кӗрсе уҫӑлса ҫӳренине курнӑ, вара вӗсен ун тӗлӗшпе аскӑн шухӑш ҫуралнӑ, 9. вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑстӑнне астарса янӑ; тӳпенелле пӑхас мар, тӳрӗ сут пуррине аса илес мар тесе куҫӗсене айккинелле пӑрнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Палӑртнӑ кунсем иртсессӗн, эпӗ, Навуходоносор, куҫӑма тӳпенелле ҫӗклесе пӑхрӑм та, ман патӑма ӑс-хакӑлӑм таврӑнчӗ; вара эпӗ Ҫӳлти Турра мухтарӑм, Ӗмӗр-ӗмӗрех Пуррине аслӑларӑм, мухтавларӑм: Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, пурте ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн аллинче.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия, Иудея патши, хӑй чирленӗ чухне тата чиртен сывалса ҫитсессӗн тунӑ кӗлӗ: 10. «ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: ӗмӗрӗм варринчех ҫӗр тӗпӗн хапхинчен кӗмелле иккен манӑн; эпӗ юлашки ҫулсемсӗр юлтӑм. 11. Ҫӳлхуҫана кураймӑп, Ҫӳлхуҫана чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче кураймӑп; ҫак тӗнчере пурӑнакан ҫынсене те эпӗ урӑх кураймӑп; 12. кӗтӳҫӗ хӳшшине куҫарнӑ пек, манӑн килӗме вырӑнӗнчен куҫараҫҫӗ, ман патӑмран илсе каяҫҫӗ; пир тӗртекенӗ пирне тӗркеленӗ пек, манӑн та пурӑнӑҫӑма тӗркелес пулать-мӗн; мана Вӑл пир кумминчен касса пӑрахӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 13. Ирчченех кӗтрӗм эпӗ; арӑслан пек, Вӑл манӑн пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑма тӗпретрӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 14. Сассӑм тӑрна сасси, чӗкеҫ сасси евӗрлех, кӑвакарчӑн евӗр йынӑшрӑм эпӗ; куҫӑм вӗҫсӗр тӳпенелле пӑхса ӗшенчӗ: эй Турӑҫӑм! йывӑр-ҫке мана, ҫӑлсамччӗ мана. 15. Мӗнех калайӑп?
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сана хӑвна та, санӑн тусусене те хуравласа калатӑп: 5. пуҫна ҫӗклесе тӳпенелле пӑх-ха; пӗлӗтсем ҫине пӑх — вӗсем санран ҫӳлерех.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Яш ача ӗнтӗ, патша патӗнчен тухсассӑн, пуҫне тӳпенелле — Иерусалим еннелле ҫӗклесе пӑхнӑ, Ҫӳлти Патшана тав туса ҫапла каланӑ: 59. ҫӗнтерӳ Санӑнран килет, ӑслӑлӑх та Санӑнран килет, Эсӗ мухтавлӑ, эпӗ вара Санӑн чуру.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Езекия патшапа Исаия — Амос ывӑлӗ, пророк — тӳпенелле пӑхса кӑшкӑрса кӗлтунӑ.20. И помолился царь Езекия и Исаия, сын Амосов, пророк, и возопили к небу.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Парне кӳрекен вырӑнтан тӳпенелле ҫулӑм хӑпара пуҫласан, ҫав ҫулӑм ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хӑпарса кайнӑ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пытанса тӑнӑ ҫар хулана туртса илнине, хула тӗлӗнче тӗтӗм [тӳпенелле] мӑкӑрланса хӑпарнине курсассӑн, Иисуспа израильсем пурте каялла ҫаврӑннӑ та Гай халӑхне ҫӗмӗре пуҫланӑ; 22. хуларисем Гай ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ, лешӗсем вара Израиль ҫыннисем хушшине пулса юлнӑ; вӗсене пӗрисем пӗр енчен, теприсем тепӗр енчен хӗстернӗ; Гай ҫыннисене ҫапла ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсем пӗри те ҫӑлӑнайман, чӗрӗ юлни те, тарса хӑтӑлни те пулман; 23. Гай патшине вара чӗрӗллех тытса Иисус патне илсе пынӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Гай ҫыннисем каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та хула ҫийӗн тӳпенелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарнине курнӑ.20. Жители Гая, оглянувшись назад, увидели, что дым от города восходил к небу.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.