Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тилхепене (тĕпĕ: тилхепе) more information about the word form can be found here.
Туттамӑш ҫырмине пӗвелесе таврӑнакан ҫынсене хӑваласа ҫитсен, каллех Кирле тилхепене лӗнч ячӗ.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тилхепене ҫирӗпрех тытса пырӑр, — ӑс пачӗ Павӑл.

Help to translate

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗн тилхепене ҫирӗп тытса кӑрт ҫеҫ туртасчӗ те…

Help to translate

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрҫӑ пуҫланиччен ҫичӗ ҫул ҫак тилхепене тытса пынӑ вӑл.

Help to translate

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ашшӗне тата епле ҫӑмӑл пултӑр; Вӑл ҫемьешӗн чӑн тӗрек, «тилхепене» ҫирӗппӗн тытса пыраканни те.

Help to translate

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Лисук, хирӗҫ пӗр сӑмах та каламасӑр, ӳречерен ҫыхса хунӑ тилхепене салтса илчӗ те урапа хӗррине ларчӗ, Павӑл енне ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса выртнӑ, икӗ аллине те пичӗ айне хунӑ, тилхепене пӗҫҫисемпе хӗстернӗ — пит тутлӑ ҫывӑрать лавҫи.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сӑрт тӗпне ансан, вӑл хутаҫран ҫӑкӑр кӑларчӗ те ӑна йӑлтах лашана ҫитерсе ячӗ, хӑй чӑкӑт татӑкӗ кӑларса пӗр-иккӗ ҫыртрӗ, лав тавра утса ҫаврӑнчӗ, сӳсмен пӑявӗсене, тевӗшсене, урхалӑха тыткаласа пӑхрӗ, тилхепене туртрӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑрах аллипе тилхепене туртса, тепӗр хулӗпе лава тӗревлесе, Тимуш чӑнахах та ҫапла турӗ, вара лашана хускалма хушрӗ, сӑрт айккипе уттарчӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш тӑрмашрӗ-тӑрмашрӗ те пӗр патаккине чӑнахах та кӑларчӗ, вара унпа тилхепене ҫаклатса илесшӗн муталанса тӑмарӗ, лава тӗревлерӗ те ҫӑмӑллӑнрах сывласа ячӗ, тилхепене пуҫтарса тытрӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах тилхепене тытма пӳ ҫитмест…

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Малалла тилхепене сулахай енчен туртмалла та лашана тӳрӗ тӑратмалла.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл тилхепене пӗрре те алӑран ямасть, куҫне ҫул ҫинчен илмест, тумхахлӑ вырӑнсенче лашана уттарнӑ-уттарман кӑна пырать, путӑк-лакӑмсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртет.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӑватӑ ҫул тилхепене Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов тытса пырӗ.

Help to translate

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Лашана шуххӑнрах юртма хистесе тилхепене кӑрт-карт турткаланӑ май хӑвна кӑмӑла каякан хастар чӗреллӗ канӑҫсӑр ҫынсем ҫинчен шухӑшлатӑн.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӑлӑп тӑхӑннӑ хура мӑйӑхлӑ арҫын аллинчи чӗн тилхепене турткаласа чӑпӑрккипе хӑмсарчӗ пулсан мӗн тумалла-ха унӑн?

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хуҫа хӑй те лав ҫине ҫӗкленчӗ те тилхепене карӑнтарса тытрӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Инке тилхепене ҫирӗп тытса пырать.

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Курӑсӑн: арӑмӗпе упӑшки ӗнтӗ «урапана эрех кӗленчи кӳлеҫҫӗ те, хӑпарса ларса, тилхепене ҫӑтӑр-ҫатӑр ярса тытса, картлаттара-картлаттара туртса «лашине» пӗр-пӗринпе тупӑша-тупӑшах хӑвалаҫҫӗ — катаччи чупаҫҫӗ».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗренекенсем «Ҫтаппан пичче» тесе чӗнекен ямшӑк Штефан — ӑна ватӑ старик те мар, мӗлке кӑна теме пулать — шӑтӑксемпе лупашкасем тата пысӑк чулсем ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе, тилхепене мӗнпур вӑйран турткаларӗ.

Кучер Штефан, которого ученики звали дядей Степой — одна тень, а не старик, — изо всех сил дергал вожжи, стараясь объезжать ямы и большие камни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed