Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сехет ҫук пулин те, туйсах пӗлме пулать — тӗттӗм те хупласа илчӗ, каҫ та пулать акӑ — вӑл икӗ сехет те вунҫичӗ минутра сикнӗччӗ-ха: сехет шӑпах ҫав вӑхӑтра чарӑннӑ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӑнтӑрла, икӗ сехетпе ултӑ сехет хушшинче тата каҫхине, вунӑ сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрччен, ӗҫ сахалтарах, — пассажирсем ҫиессинчен канса, чей, сӑра тата эрех анчах ӗҫеҫҫӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Байдуков ултӑ сехет вӗҫеве тытса пырать, ултӑ сехет штурман вахтинче тӑрса ҫыхӑну тытать, ултӑ сехет канать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫапла пӗр сехет иртрӗ, тепӗр сехет — анчах миҫе сехет иртсе кайнине пӗлместӗп…
XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Халӗ вунпӗр сехет те хӗрӗх виҫӗ минут, — поезд икӗ сехет те пилӗк минутра пулать, унта кайма — пилӗк сехет е вунпилӗк минут кирлӗ.— Теперь одиннадцать сорок три, — поезд в два пять, дорога туда — пять пятнадцать.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Юлташсен карцерта нумай та мар, сахал та мар, йӗр вӗҫӗмсӗр вуникӗ сехет — ирпе сакӑр сехетрен пуҫласа сакӑр сехет каҫчен лармалла пулнӑ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Сехет шакканине итлеме питӗ кӑмӑллӑ; сайра хутра ку киле ҫапкаланса ҫӳрекен ӑстаҫӑ кӗркелесе тухать, вӑл сехете юсаса-тасатса хӑварать, вара сехечӗ икҫӗр таран та ҫапма пултарать, мехелӗ пӗтсе ҫитмесӗр те чарӑнмасть.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫав хушӑра тӑхӑр сехет ҫитрӗ; вунпӗр сехет ҫитиччен тата икӗ сехет кӗтмелле.Между тем пробило девять часов; до одиннадцати оставалось еще два часа.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ ҫул ҫинче вӑтӑр сехете яхӑнах куҫ хупмасӑр килнӗ, тинӗс ҫинчи пирвайхи сехетсене авантарах кӑна ҫывӑрса вырӑн ҫинче ирттерсе ярсан, тинӗс ҫинчи чирсенчен ҫӑмӑлтарах пулассине пӗлсе, эпӗ ҫитсенех выртрӑм та, шӑп кӑна вӑтӑр ултӑ сехет ҫывӑрнӑ, чӑннипе калатӑп, ӗненӗр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Халь ӗнтӗ ҫав шыв шӑнкӑртатнине вӑл хӑй те, ун юлташӗсем те виҫӗ сехет хушши, пилӗк сехет хушши, тен сакӑр сехет хушши те пулӗ итлесе тӑма хатӗр иккенне тавҫӑрать ӗнтӗ, ҫапах пӗри те шыв ӗҫес килет темӗ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Халӗ тӑхӑр сехет, — командир сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ, — ҫур сехетрен каятӑр…Сейчас девять часов утра, — командир посмотрел на часы, — через полчаса пойдете…
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Каҫхине вунпӗр сехетре каятӑп та каялла килместӗп, — мана Литейнӑй кӗпер ҫинче, ҫурҫӗр иртсе икӗ сехетпе виҫӗ сехет хушшинче илтӗҫ.«Ухожу в 11 часов вечера и не возвращусь. Меня услышат на Литейном мосту, между 2 и 3 часами ночи.
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑя пӗр сехет ларчӗ, тепӗр сехет, тата тепӗр сехет ларать, тапранмасть те.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ытах та кам та пулин кружок занятине каярах юлсан, вӑл ун пек чух кӗсйинчен фамильнӑй ылтӑн сехетне кӑларать, циферблат ҫине тинкерсе пӑхать, унтан килнӗ ҫын ҫине макӑрса ярас пек хуйхӑллӑн пӑхать, лешӗ, намӑсланнипе ниҫта кайса кӗреймест, сехет хупӑлчине шарт! тутарать, сехетне, нимӗн чӗнмесӗр, каялла чикет.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Скоростные магистрали» ОАО представителӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх Мускавран Екатеринбурга ҫитме 7 сехет кирлӗ пулӗ, пӗр регион центрӗнчен теприне ҫитме – вӑтам шутпа пӗр сехет, Шупашкартан Мускава ҫитме – 3 сехет, Шупашкартан Хусана ҫитме – 40 минут.
Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27
Анастасия ирхи 3 сехетре тӑрать те фермӑна васкать, 7 сехет иртсен ӗҫсене пӗтерсе аслӑ шкула вӗренме чупать, кӑнтӑрла хыҫҫӑн килне таврӑнса каҫа хирӗҫ каллех ӗне сума каять, унта каҫхи 8 сехетре ҫеҫ ӗҫ вӗҫленет.
Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
45. Ултӑ сехетре пӗтӗм ҫӗре сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ, тӑхӑр сехет ҫитиччен сӗм тӗттӗм тӑнӑ; 46. тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Или?, Или?! лама? савахфани?? тенӗ; ку: «эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуҫарӑвӑн тӗп шухӑшӗ — планетӑн тӗрлӗ сехет тӑрӑхӗнчи хутшӑнакансем харӑсах пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна чупса эстафетӑна пӗр-пӗрне куҫарса парасси, чупу сехет тӑрӑхӗсемпе пӗр-пӗрин хыҫҫӑн йӗркеленет.
Пӗтӗм тӗнчери чупу кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97
Акатуй 11 сехетре уҫӑлӗ, 12 сехет те 30 минутра уҫланкӑра концерт пуҫланӗ.
Лантӑш ялӗнче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38186.html
2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 19 сехет те 40 минутра (Мускав вӑхӑчӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 03 сехет те 40 минут) Бруклин кӗперӗн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ, ҫавна пула пилӗк ҫын шар курнӑ.
Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95