Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сассӑм хамӑн кӑшт анчах тухать, хам сассӑмран хам тӗлӗнсе, хӑраса кайрӑм.Но голос мой был такой слабый, что я удивился и испугался своему голосу.
Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Сассӑм вӑл шӑнса пӑсӑлнипе кӑна-ха.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫакна кӑна пӑртак астунӑ пек: тем пек хыттӑн кӑшкӑрасшӑн, сассӑм пӳлӗнчӗ ларчӗ.Нет, кажется, помню: хочу как можно громче крикнуть, а голос из меня нейдет…
IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Манӑн сассӑм ҫӗр хӑвӑлӗ ӑшӗнче янӑракан темӗн чухлӗ сасӑсемпе пӗрлешсе каять.
XXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫамрӑк чухне манӑн питӗ янкама дишкант сассӑм пурччӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Анчах ан йӗрӗнӗр эсир, улпутӑмӑр, ан ютшӑнӑр ман инкекӗмрен, ларӑр, ав, катка ҫине — ҫывӑхарах, унсӑр ман сассӑма илтеймӗр… куратӑр, мӗнле янравлӑ ман сассӑм!..
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
«Зинаида-и?» ыйтас килчӗ манӑн, анчах сассӑм тухмарӗ.«Зинаида?» — хотел спросить я, но звук замер у меня на губах.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Манӑн вӗт, Прокофьевна, сассӑм арҫын сасси пек, тӗрӗссипе, пӗлетӗн-и, хӗрарӑм эпӗ, ытти хӗрарӑмсем пекех.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кӗҫенес теп — сассӑм качаканни пек тухать.
Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.
«Тахҫанах юрланӑччӗ эпӗ, каччӑ чухнех, халӗ манӑн сассӑм типсе ларчӗ, юррӑмсене пурнӑҫ касса татрӗ. Каятӑп акӑ ют ҫын арӑмӗ патне, курмашкӑн, килсӗр-ҫуртсӑр, тӑван кӗтессӗр, тип ҫырмари кашкӑр пек…» — шухӑшларӗ Григорий, пӗр виҫеллӗ ыткӑнупа утса, хӑйӗн тӗлӗнмелле майлӑн йӗркеленнӗ пурнӑҫӗнчен кулса.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ ӑна хирӗҫ чӗнтӗм те хам сассӑм улшӑнмасӑрах тухнинчен хам та тӗлӗнсе кайрӑм.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫапах та ҫӗр чакалакансене манӑн сассӑм нимӗн чул та пӑлхатмарӗ: вӗсем майӗпен, васкамасӑр ӗҫе тытӑнчӗҫ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
— Пӑхсам эппин, саншӑн, самантлӑха кӑна, хам ореолӑн йӑлкӑшуне вӑйсӑрлататӑп эпӗ, сассӑм та халӗ саншӑн ӗлӗкхи пек илемлӗн янӑрамасть, ытти чухне эпӗ ӑна ҫав тери илемлӗн янӑрамалла тӑватӑп; — самантлӑха эпӗ саншӑн патша пулма пӑрахатӑп.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун ҫине кӑшкӑрса пӑрахрӑм эпӗ, анчах ман хӑйӑлти мӗскӗн сассӑм ӑна витеймерӗ, вӑл хулпуҫҫипе хӗскеленӗ пек, ҫунатне выляткалам пек турӗ те ман ҫине пӑхса илчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫӳлте пуринчен ытла эпӗ сана кансӗрлерӗм пуль ӗнтӗ, — терӗм эпӗ, хамӑн сассӑм хӑрушшӑн илтӗннине туйса, ҫапах та ним пулман пек каласшӑнччӗ-ха эпӗ — Ҫӗр ҫинче эпир иксӗмӗр Орестпа Пилад пулсаттӑмӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Именсех именнӗ пулмалла ҫав эпӗ, мӗншӗн тесен хам темӗн каларӑм та, сассӑм ирӗксӗрех янраса тухрӗ, Катя та ман ҫине тӳрех куҫӑмран пӑхрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сассӑм манӑн кӑштах хӑрӑлтатса тухатчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сассӑм вара, кӗтмен ҫӗртен, вӑйлӑ та таса янраса кайрӗ.Зато голос у меня оказался неожиданно очень сильным и чистым.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Александр Дмитриевич, — терӗм эп, сассӑм улшӑннипе ӳсӗркелесе илсе, — эпӗ, ахӑрнех, калама ҫук ухмах пуль… анчах ман сире ҫав тери ырӑ тӑвас килет!
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хамӑн сассӑм ытла начар илтӗннинчен хам тӗлӗннине астӑватӑп.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951