Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ни эпӗ ун ҫинчен, ни вӑл та ман ҫинчен нимӗнех те пӗлмен.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Кунсӑр пуҫне ачасем Володя пирки малтанлӑха нимӗнех те пӗлмерӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫарта артиллеристчӗ эпӗ, ман специальноҫпа колхозра нимӗнех те тӑваймӑн.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӗрӗсем ӑнланчӗҫ: ашшӗ халӗ вӗсене нимӗнех те каласа парас ҫук.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ман ҫинчен те вӑл нимӗнех те пӗлмен пулӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл чӑвашне пӗлмен пулсан, паллах, вӗсем хушшинче нимӗнех те сиксе тухас ҫукчӗ.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ялта пурӑннӑ чух эп ытларах хресченсем майлӑччӗ, хулана куҫсан — шухӑш рабочисен еннелле куҫа пуҫларӗ, анчах вӗсем кун каҫа сакӑр сехет ҫӗр ӗҫлемелле тенинчен урӑх эп нимӗнех те илтеймерӗм.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫулӗ ҫитменни нимӗнех те мар вӑл, тӑнӗ ҫиттӗр.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пирвайхи уйӑхӗсенче хӑмла типӗтесси нимӗнех те мар пекчӗ: симӗс хӑмлине стеллаж ҫине сапаласа пӑрах та кӑмакине хутса яр — ытлашши ан типӗтсе яр кӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Алла ҫухрӑм — вӑрӑм ураллӑ ҫынна нимӗнех те мар, юнлӑ сурасси юлашки ик эрне хушши пулманччӗ-ха.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чӑвашла ҫырнӑ брошюрӑсем ҫинчен те нимӗнех те каланман — вӗсем «Хыпарта» пичетленнӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗр вакун ҫӑмарта пӑсӑлни пысӑк ӗҫре нимӗнех те мар та, сывлӑх начарланса пынӑ пирки Эльгеевӑн хӑйӗн те, Матви пек, ҫынсене шанса ӗҫлеме тивнӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пит те тӗлӗнмелле япала вара ҫав «крамахвун» текенни; ещӗкӗ нимӗнех те мар — ун пеккине хӑмаран ҫапса тума та пулать, саваласа сӑрласан тата хитререх пулӗ, анчах трубине тӑваяс ҫук.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Нимӗнех те уҫӑмлатаймарӑм пулин те — каласа ҫитерейменнине туятӑп.Хотя мне ничего не удалось выяснить, но я почувствовал умолчание.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мастерской, ҫав хушӑрах Эверккин пурӑнмалли ҫурчӗ-йӗрӗ те, Илемпи кунта пулнӑ чухнехинчен нимӗнех те улшӑнман темелле.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
— Нимӗнех те темелле, — хӗрелсе кайса юмарттӑн хуравларӗ каччӑ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Хальлӗхе путлӗн нимӗнех те ӑнланаймастӑп-ха, анчах пуҫӑм ҫаврӑнма пуҫларӗ ӗнтӗ.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Манӑн сана нумай каламалли нимӗнех те ҫук.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Мӗн те пулиншӗн мар; «мӗншӗн» — паллах, пулнах, анчах — эпир пурте нимӗнех те пӗлеймен хайхи-майхи магнит йӗрӗпе-систерӗвӗпе.Не за что-нибудь, — хотя было «за что», но по той магнитной линии, о которой мы все ничего не знаем.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Шанмалла марри малтан нимӗнех те пулман, кунсем иртнӗҫемӗн уйрӑм сӑмахсенчен, еплерех пӑхнинчен — виҫӗ сӑн-сӑпатӑн сисӗни-сисӗнми, анчах иккӗлентерекен психика эманацийӗнчен — Поп ҫирӗппӗн пӗтӗмлетет: Дюрокпа Эстампа питӗ васкавлӑн чӗнсе илмелле.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.