Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калмыков (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Калмыков пӗр самант чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан, хут листине хуҫлатса, кӑшкӑрса каларӗ:

Калмыков помолчал; свертывая листок, выкрикнул:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— «Казаксем, хаклӑ станичниксем! — сӑмахӗсене витӗмлӗн те ҫӗкленӳллӗн янӑратса вуларӗ Калмыков.

— «Казаки, дорогие станичники! — выразительно и не без подъема читал Калмыков.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Упне ҫавӑрса пӑрахнӑ пысӑк мар пичке ҫинче — офицерсем хупӑрласа илнӗ Калмыков; вӑл ҫивӗччӗн, сӑмахӗсене пат татса, уҫҫӑн кӑшкӑрса калаҫать.

В средине, окруженный офицерами на опрокинутом бочонке, стоял Калмыков, резко раздельно кричал:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, Калмыков Петрограда хӑҫан командировкӑна кайни ҫинчен тӗпчекелесе, кӑштах тытӑнса тӑчӗ.

Бунчук задержался, выспрашивая о том, с какого времени был откомандирован в Петроград Калмыков.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пирӗн сотня есаулӗ Калмыков юлашки вӑхӑтра кунта пулмарӗ.

Наш сотенный есаул Калмыков в отлучке был.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков, сӑмси ҫунаттисене выляткаласа, Бунчукӑн кӑшт пӗкӗрӗлерех кӗнӗ пӗвӗ ҫине йӗрӗннӗ пек пӑхса илчӗ:

 — Калмыков, шевеля ноздрями, презрительно и сожалеюще оглядел сутуловатую фигуру Бунчука.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков чарӑнса тӑчӗ те хура чапрас куҫӗсене сиввӗн ҫутӑлтарса илчӗ.

Калмыков остановился, холодно блеснул косыми черными глазами.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков татах темскер кӑшкӑрса каларӗ.

Калмыков еще что-то кричал.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Женя, пӗр-пӗрне куҫран ҫӗтермелле мар пирӗн, — терӗ уйрӑлас умӗн Калмыков.

— Нам, Женя, надо не терять друг друга из виду, — говорил на прощанье Калмыков.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков, тип-тикӗс шӑлӗсемпе тӗреклӗ шӑл тунисене кӑтартса, кулса илчӗ.

Калмыков улыбнулся, разом оголив ровный навес зубов и розовые здоровые десны.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков, утнӑ ҫӗртех кӗсйинчен офицерсен ҫар кӗнекине кӑларса, сасӑпа вулама пуҫларӗ:

Калмыков на ходу достал полевую офицерскую книжку, прочитал вслух:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тем шухӑша путнӑ пек пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн, хӗҫ ҫаккипе вылякаласа, Калмыков ҫапла хушса хучӗ:

 — Калмыков, помолчав и раздумчиво играя темляком шашки, сказал:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пирӗн виҫҫӗмӗш корпуса Румыни фрончӗн резервне кайса тӑратрӗҫ, — хавхаланса каласа пама пуҫларӗ Калмыков.

— Наш Третий корпус находится в резерве Румынского фронта, — оживленно рассказывал Калмыков.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков, мӑйӑхне пӗтӗрсе, пуҫне каялла ывӑтрӗ те куҫӗсене чалӑшшӑн мӗкӗлтеттерсе хӑй йӗри-тавра пӑхса илчӗ:

Калмыков, покручивая усы, кивнул головой назад, — кося глазами по сторонам, сказал:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий Калмыкав есаула палласа илчӗ; Калмыков хыҫҫӑн Чубов пырса тӑчӗ.

Листницкий угадал есаула Калмыкова, следом за ним подошел Чубов.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Полкри офицерсемпе калаҫса ларнӑ чух хорунжи Бунчук паян (унта мансӑр пуҫне пиллӗкмӗш сотня есаулӗ Калмыков, сотник Чубов, виҫҫӗмӗш сотня подъесаулӗ Меркулов пулчӗҫ) хӑйӗн политикӑлла тӗллевӗсемпе пӗр килекен задачӑсене пурнӑҫласа тӑни ҫинчен каласа пачӗ.

Хорунжий Бунчук в сегодняшней беседе с офицерами нашего полка (присутствовали, помимо меня, пятой сотни есаул Калмыков, сотник Чубов, третьей сотни подъесаул Меркулов) разъяснил те задачи, которые выполняет он согласно своим политическим убеждениям.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ваш благороди, — терӗ вӑл Калмыков ҫине пӑхса, — полк штабӗнчен ординарец килчӗ.

— Ваш благородье, — обратился он к Калмыкову, — из штаба полка ординарец.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков, аллипе атӑ кунчине ҫатлаттарса ҫапса, хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ.

Калмыков, шлепнув ладонями по голенищам сапог, искренне расхохотался.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Бунчук! — чӗнчӗ ӑна Калмыков.

— Бунчук! — окликнул Калмыков.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Есаул Калмыков, усӑк мӑйӑхне пӗтӗркеленӗ май, монголсенни пек хӗсӗк те йӑлтӑркка куҫӗсене ҫивӗччӗн ҫутӑлтарса ларчӗ.

Есаул Калмыков сидел, обминая вислые усы, остро поблескивая горячими монгольскими глазами.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed