Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртенпех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ачакасси паян иртенпех ӗнтӗ хурт уйӑрнӑ чухнехи пек.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗррехинче, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче (ҫав кун иртенпех Катя питне ҫурӗ), пирӗн пата вун икӗ ҫухрӑмри ялтан хӑла лаша кӳлнӗ сиктерме тӑрантаспа инке, кукка арӑмӗ, ӗштеленсе килсе ҫитрӗ.

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Пӗррехинче, кӑнтӑр тӗлӗнче, тӗрӗлтетсе, шӗкӗлтетсе, пуш сӑмах «кӗрпи сапалакаласа», ҫитрӗмӗр эпир тӑваттӑн (кӗре сӑн питлӗ Давид ҫеҫ манпа, симӗс хурлӑхан куҫлӑскерпе, сарӑ вар пуҫҫи ҫӳҫлӗскерпе, пӗр ҫулхискер; хурамкка Сашӑпа вӑрҫӑ ҫулӗсем хӑйсен «симӗс апачӗсемпе», «Сталин икерчисемпе» «шупкалатса» хӑварнӑ Валерьян пирӗнтен икӗ ҫул аслӑрах), виҫӗмкунхи «чапаевецсем», ӗнерхи «партизансемпе нимӗҫсем», паян иртенпех тыррине алӑпа вырса илнӗ уйра ыраш пучахӗ пухса хӑшкӑлнӑскерсем, лӗнченӗскерсем, шыв армань пӗвин сакӑлталлӑ, чи чӑнкӑ, шуркут йӑвисемпе «шӑтса-тӗрленсе» пӗтнӗ ҫыранне.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫанталӑкӗ паян иртенпех шӑнкӑрт уяр пулин те, ҫан-ҫурӑма пӑшӑхтармаллах пӑчӑ мар.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Мана, вӑн, иртенпех мухмӑр сӳс тыллипе тыллать, пуҫа тимӗр кӑшӑлпах кӑшӑлласшӑн.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хырӑмӗ лӑкӑр-р-рк! та лӑкӑр-р-рк! лӑкӑртаткаласа илет: хӑй выҫҫине аса илтерет пуль, иртенпех ӑша пӗр хӗлхем те яман та-ха…

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫитменнине тата, иртенпех ҫӑкӑр тӗсне те курманскерӗн, ӑша пӗр хӗлхем те яманскерӗн, хавшӑракан хырӑмӗ те хыр тӑрринчен пуш чашӑкпа чанкки-чанкки тӑвасшӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иртенпех ӗҫ патне алӑ пымасть Полинӑн.

Help to translate

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Иртенпех ҫӑвара пӗр хӗлхем апат яман пулӗ-ха…

— Верно, еще с утра ничего во рту не было…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Иртенпех шӑнкӑравлатӑп тетӗн-и-ҫак?

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Иртенпех мухмӑрласа аптӑранӑ тияккӑн, тулли ыраш капанӗ евӗрлӗ тӗреклӗ, мӑн хырӑмлӑ этем, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн хӗремесленсе кайса, чӳрече кантӑкӗсене чӗтрентерсе, хӑватлӑн мӗкӗрсе ярать.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӳпене ҫумӑр пӗлӗчӗсем талккишпех карса илнӗ, иртенпех ҫумӑр ҫӑвать.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Арӑмпа иртенпех хирӗлетпӗр паян.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Паян иртенпех туятӑп.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мероприяти вырӑнне вӗсем иртенпех хурала илнӗ, кунта тӗрӗслевсем ирттернӗ.

Help to translate

Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra

Вӑл мӗн иртенпех хан керменӗнче питӗрӗнсе ларчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян бустанӑн Казанка енчи кӗтессинче иртенпех пӗр ҫуллӗ пӳ-силлӗ ыйткалакан ларать.

Help to translate

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян та авӑ иртенпех таҫта пӗлӗт тӳпинче, ҫӳлте-ҫӳлте, пӑнчӑ пек ҫеҫ курӑнса вӗлтлетсе ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Паян ҫанталӑк иртенпех уяртса тӑчӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ун пек чухне колхозниксем мӗн иртенпех вулав ҫуртне пухӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed