Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Илех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Эпӗ хамӑн кӗсьере мӗн пурри ҫинчен аса илех кайрӑм, кӑшт турткаланса тӑтӑм та, хӑюсӑрлансах Виктора конфет сӗнтӗм.

Я вспомнил о содержимом карманов моей курточки, помялся и нерешительно предложил конфеты Виктору.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Илех

— Забирай…

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Унтан каллех хутаҫне ҫыхса кӗсйине чикрӗ: — Илех хӑвӑн киммӳне, — терӗ Чакак.

Затем снова завязал мешочек, положил в карман: — Забирай свою лодку, — сказал он.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Пуҫтарса илех, кирлӗ мар мана.

Забирай, не надо мне.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Сепаратора илех!

Бери сепаратор!

Настасья Ивановна калавӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӑвӑр та пурлӑхсӑр ҫынсем мар, хӗрӗр валли япала таврашне илех тӑратӑр.

Не бедные ведь люди, собрали уже дочке своей вещи.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Текех кӗтмесен те юрӗ тетӗп-ҫке, йывӑра ан илех ҫапла каланӑшӑн…

А теперь уж и ждать не хочу, так что не обессудь…

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫтаппан Иванччӑ, пире йывӑра ан илех ӗнтӗ…

— Степан Иваныч, не обессудь уж ты нас!..

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Илех ӗнтӗ манӑн хулпуҫҫи ҫинчен ҫак йывӑрлӑха, асту эпӗ хуҫӑлма пултаратӑп.

— Ну, бери же, сними с моих плеч эту тяжесть, иначе я сломаюсь.

Улмуҫҫипе панулмисем // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 25–26 с.

Вӑл аса илех кайрӗ: «Михха ҫулӗ ҫине тӑма хӑтланакан кам ырӑ курни пур, ара!»

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ пӗрремӗш хутри пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑнтӑм та аса илех кайрӑм: тен, иккӗмӗш хутра?

Я обежал комнаты первого этажа и вспомнил: может, на втором?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак вӑхӑтра эпӗ аса илех кайрӑм: комсомол билечӗ илмен вӗт-ха эпӗ райкомра!

Когда я вдруг вспомнил: ведь я так и не получил комсомольский билет в райкоме.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑшӑмра ыран урӑх заводсене кайса пӑхма сӑмах татрӑм та сасартӑк аса илех кайрӑм:

С мыслью объехать завтра другие заводы, как вспомнил:

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Юлашкинчен эпӗ икӗ уйӑх каялла «Юный ворошиловский стрелок» текен значок илме тивӗҫлӗ пулни ҫинчен аса илех кайрӑм.

Наконец я вспомнил, что два месяца назад получил значок «Юного ворошиловского стрелка».

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак вӑхӑтра эпӗ аса илех кайрӑм: — Итлетӗн-и, чи малтан ҫырнӑ сӑвва вулатӑп, — терӗм.

И, кажется, я вспомнил: — Хочешь, прочту самое-самое первое?

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах эсӗ ӑна епле те пулсан илех.

Но ты его забери обязательно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Илех юррӑма, анчах та Кӗвӗре тавӑрса пар.

Забирай песню, только верни мне моего Кевера.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Илех, ил.

Возьми, возьми.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Илех, — ҫиленнӗ пекрех каларӗ вӑл.

— Возьми, — грубовато сказал он.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Санӑн пулсан, илех эппин, — терӗ Натка.

— Что же, возьми, если твоя, — ответила Натка.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed