Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Алтӑр the word is in our database.
Алтӑр (тĕпĕ: алтӑр) more information about the word form can be found here.
Вӗсенчен паллӑраххисем: В. Алагерӗн «Ҫул юппинче», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ», А. Артемьевӑн «Алтӑр ҫӑлтӑр», В. Алендейӗн «Ушкӑн-ушкӑн пӗлӗт иртет», «Ферма хӗрӗ», «Пилеш пӑхма пит хитре», В. Садайӑн «Туссем каллех пӗрле», «Ҫирӗклӗ кӳлӗри тӑват-пилӗк кун», Тихӑн Петӗрккин «Ҫӗнелнӗ тымар», Ю. Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ», «Хӗрлӗ мӑкӑнь», В. Ухлин «Альтук», К. Петровӑн «Ҫӗкленӳ», В. Бурнаевскин «Хӑнтӑрча таврашӗнче».

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Виҫӗ алтӑр кӑпӑклӑ сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн, ахаль те силленсе тӑракан хырӑмӗ пушшех сарӑлчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта ӗнтӗ ҫӗр курӑнма пуҫларӗ, малтан ытла уҫӑмлах мар, унтан лайӑхрах, уйӑрса илмелле курӑнчӗ, юлашкинчен вара Алтӑр Ҫӑлтӑрти ҫутӑ ҫӑлтӑрсем евӗрлӗ ҫутӑн шереписем курӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла шавласа ларсан-ларсан, Мустай алтӑр пек чышкипе сӗтеле тӑрӑс! тутарчӗ.

Help to translate

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ман лаша нумай ҫимаҫть, пӗр кунта пӗр алтӑр тулӑ анчах ҫиять.

— Моя лошадь много не ест, за день только один ковш пшеницы съедает.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ҫаксен лашисем пӗр алтӑр тулӑ анчах ҫияҫҫӗ тит.

лошади эти только один ковш пшеницы съедали за день.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Халь те хайхискер, ывӑлӗ хирӗҫ чӗнменнине тата ҫаплах пирус ӗмнине кура, сасартӑк хӗремесленсе кайрӗ, кӑвак куҫне алтӑр пек чарса пӑрахса хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Хӑйӗн ҫумӗнче нимле кӑлтӑк та ҫук пек туйӑннӑран вӑл кӑштах лӑпланчӗ те хура куҫне алтӑр пек чарса Моляков ҫине ӳпкевлӗн пӑхрӗ:

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Сӑрт ҫинчен сасартӑк алтӑр пек куҫӗсем ялтӑраса кайрӗҫ, пӑхатӑп — ҫума килсе те ҫитрӗ, — тет Иван.

Help to translate

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Алтӑр урлӑ пӑхакан кӑвак лаша ҫутинче курӑнчӗ: вӑл, Пурис, вӑрманӑн хапӑлсӑр хӑни, «симӗс ҫӗлен те сӑхнӑ пуҫсӑр юланут», аялалла сӑнӑланса пуҫхӗрлӗн виркӗнсе, торф кӑларнӑ хыҫҫӑн юлнӑ тӑрӑнчӑк тарӑн, анчах типӗ канава ҫамкипе лат! чикмекленсе чикӗннӗ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Моломан, тарӑн шухӑша путнӑ май, хӑй сисмен ҫӗртенех шестӗрнен чугун кустӑрмине алтӑр аврипе тӗрткелесе илчӗ.

Глубоко задумавшись, он машинально постукивал ручкой ковша по обломку чугунного колеса шестерни.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн алтӑр куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ, сӑнӗ-пичӗ хытӑ хавхаланнӑ чухнехи пек курӑнчӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ ҫитсе чарӑнсанах, ҫӗр чавакансенчен пӗри, сап-сарӑ кӑпӑшка ҫӳҫлӗ, ҫӗмӗрт пек тӗлӗнмелле хура куҫлӑ каччӑ, хуралҫӑна: — Тен, пурте тухайман, ҫитсе тӗрӗслес-ха тесе килтер-и? — ыйтрӗ хӑйӗн алтӑр пек пысӑк куҫне кулӑшла мӑчлаттарса.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алтӑр ҫӑлтӑр аврине тӳрлетсе хунӑ, кӗвенте ҫӑлтӑр куҫ хӗссе ташлать.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пире юрӗ алтӑр та, Сӑри пултӑр ҫӑрарах…

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫур алтӑр шыв ӑсса, чул ҫине чашлаттарчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫывӑрма кайма тӑчӗ, анчах хуҫа ӑна тепӗр алтӑр тултарса пачӗ те, темле ҫыхӑ тыттарса, ыран ирхине хӑй патне канцелярине кӗме каларӗ.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юнашар ларакан Акпарспа Алттыш Кӑрмӑша, Чулхулана, Воротынскисемпе Шереметевсене, хӑйсен сехрине хӑпартнӑ Лупин княҫа темиҫе хутчен те асӑнчӗҫ, анчах хуҫасӑр, хыҫлӑ тенкелӗ ҫинчен сике-сике тӑрса унта та кунта алтӑр е курка йӑтса каякан Саррисӗр, сӑмах-юмах ҫыпӑҫмарӗ, пуҫланнӑ-пуҫланман сӳнчӗ, пӑчланчӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патшана алтӑр тыттарнӑ хӗр ача турӑш пирки калаҫасшӑн та пулмарӗ.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун аллинче — тӑпра тултарнӑ алтӑр.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed