Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Филистимсен тапӑрӗнчен Голиаф ятлӑ кӗрешӳҫӗ, Геф ҫынни, тухнӑ, пӗвӗпе вӑл — ултӑ чике те пӗр шит ҫӳллӗш.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Саул арӑмӗ Ахиноамь ятлӑ пулнӑ, вӑл Ахимаац хӗрӗ пулнӑ; унӑн ҫарпуҫӗ — Авенир, вӑл Саул ашшӗпе пӗртӑван Нирӑн ывӑлӗ пулнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн Саул ятлӑ ывӑлӗ пулнӑ, вӑл ҫамрӑк та илемлӗ пулнӑ; Израиль ывӑлӗсенчен унран илемлӗреххи никам та пулман; пӗтӗм халӑх ун хулпуҫҫийӗ ҫӳллӗш ҫеҫ пулнӑ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вениамин йӑхӗнче Кис ятлӑ пӗр ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ; вӑл Авиил ывӑлӗ пулнӑ, Авиил — Церон ывӑлӗ, Церон — Бехораф ывӑлӗ, Бехораф вара пӗр Вениамин ҫыннин Афийӑн ывӑлӗ пулнӑ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кӳршӗ арӑмӗсем ӑна ят хунӑ, вӗсем: «Ноеминӗн ывӑл ача ҫуралчӗ» тенӗ; ӑна Овид ятлӑ хунӑ.17. Соседки нарекли ему имя и говорили: «у Ноемини родился сын», и нарекли ему имя: Овид.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Руфь] хӑй кам патӗнче ӗҫлесе ҫӳренине хунямӑшне каласа кӑтартнӑ: эпӗ паян Вооз ятлӑ ҫын патӗнче ӗҫлесе ҫӳрерӗм, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ноеминь ҫапла таврӑннӑ вара, унпа пӗрле Моав хирӗнчен килнӗ Руфь ятлӑ кинӗ — Моав хӗрӗ — пулнӑ, вӗсем Вифлееме урпа вырма пуҫланӑ вӑхӑтра килсе ҫитнӗ.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав ҫын Елимелех ятлӑ пулнӑ, арӑмӗн ячӗ — Ноеминь, ывӑлӗсен ячӗсем Махлон тата Хилеон пулнӑ; вӗсем Ефрафа ҫыннисем, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем ҫыннисем, пулнӑ.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Дан ывӑлӗсем вара ҫӗнӗрен хула лартнӑ, унта пурӑнма тытӑннӑ, 29. хулине хӑйсен ашшӗ ячӗпе, Израиль ывӑлӗ Дан ячӗпе, Дан тесе ят панӑ; ӗлӗк ҫав хула Лаис ятлӑ пулнӑ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ефрем тӑвӗ ҫинче пӗр Миха ятлӑ ҫын пурӑннӑ.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Сорек айлӑмӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма юратса пӑрахнӑ; вӑл Далида ятлӑ пулнӑ.4. После того полюбил он одну женщину, жившую на долине Сорек; имя ей Далида.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Арӑм ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самсон ятлӑ хунӑ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Маной Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: мӗн ятлӑ эсӗ? сӑмаху тӳрре килсен, пирӗн кама мухтамаллине пӗлесчӗ, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав вӑхӑтра Цора хулинче Маной ятлӑ ҫын пурӑннӑ; вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ; ун арӑмӗ хӗсӗр пулнӑ, ача ҫуратман.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унӑн ҫум-арӑм та пулнӑ, вӑл Сихем хулинче пурӑннӑ, ҫавӑ ӑна ывӑл ҫуратса панӑ, Гедеон ӑна Авимелех ятлӑ хунӑ.31. Также и наложница, жившая в Сихеме, родила ему сына, и он дал ему имя Авимелех.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. [Чарӑнса тӑрса,] Иосиф ывӑлӗсем Вефиль хулине куҫласа тӑнӑ [унччен ку хула Луз ятлӑ пулнӑ].23. [И остановились] и высматривали сыны Иосифовы Вефиль [имя же городу было прежде Луз].
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан вӑл Давир хули ҫыннисене хирӗҫ кайнӑ; ӗлӗк ку хула Кириаф-Сефер ятлӑ пулнӑ.11. Оттуда пошел он против жителей Давира; имя Давиру было прежде Кириаф-Сефер.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Иуда Хеврон хулинче [унччен вӑл Кириаф-Арба ятлӑ пулнӑ] пурӑнакан ханаансене тапӑннӑ, [Енак йӑхӗн ҫыннисене] Шешая, Ахимана тата Фалмая тӗп тунӑ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Икӗ яш ача] тухса кайнӑ, вӗсем [Иерихон хулине] ҫитнӗ те Раав ятлӑ пӗр аскӑн арӑм килне [кӗнӗ], унтах ҫӗр выртма юлнӑ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.