Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑхла the word is in our database.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) more information about the word form can be found here.
Кӑвакарчӑнсене сутма, урӑхла каласан.

Продавать голубей, говоря иначе.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Коллективпа та халь урӑхла ӗҫлеҫҫӗ, ӗлӗкхилле мар.

И с коллективом сейчас нужно работать по другому, а не как раньше.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пурин те пӗрешкелрех, чечексем те акӑшсем, сирӗн вара — пач урӑхла.

У всех цветы да лебеди, а у Вас совсем другое.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Сӑнав урӑхла каласан.

Опыт, по другому.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кеша унпа килӗшмест: вӑл урӑхла шутланӑ иккен.

Кеша с ним не согласен: он решил иначе.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Чӑннипе вара урӑхла тума шутларӗ.

Help to translate

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Хальчченхинчен уйрӑлса тӑраканнине нимӗн те асӑрхамарӗ, урӑхла каласан.

Ничего такого нового, что бы бросалось в глаза.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

92 каччӑ вырнаҫакан вакунсене ҫул тӑршшӗпех кӑмака хутса ӑшӑтса пынӑ - урӑхла майӗ ҫук, сивӗ.

Вагоны, в которые помещалось 92 молодых человека, всю дорогу обогревали, топя печи - иначе невозможно, холодно.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

Вӑт, хӑшпӗр чухне ӗнтӗ, эпӗ ҫӗрлесенче вуҫех те ҫывӑрмастӑп: пӗрмаях урамсем тӑрӑх утса шухӑшласа ҫӳретӗп, манӑн епле урӑхла пурнӑҫ пуҫласа ярас-ши, тетӗп?

Иной раз бывает, что из-за этого по ночам не сплю, все думаю, как бы мне начать жить по-другому.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак пӗтӗм истори Тома урӑхла майлӑ курӑнса кайрӗ.

Теперь все дело представилось в ином свете.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйсем пӗр-пӗринпе ӑҫта тӗл пуласси ҫинчен каварлашса, вӗсем уйрӑлса утрӗҫ, — вӗсем хӑйсем юратнӑ сехетре, урӑхла каласан, ҫур ҫӗрте, хуларан икӗ миля тӑварахра, шыв хӗрринче, ҫын ҫук ҫӗрте пӗрле тӗл пулас, терӗҫ.

Скоро они расстались, чтобы встретиться в уединенном месте на берегу реки выше городка в любимый час, то есть в полночь.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл урӑхла тума пултараймасть.

Он по-другому сделать не может.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ урӑхла тума пултараймарӑм…

— Я не мог по-другому…

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку ӗнтӗ шкулшӑн пысӑк инкек пулнӑ, мӗншӗн тесен ӗлӗк, чаплӑ кунсенче, урӑхла каласан, халӑх нумай пуҫтарӑннӑ чухне, директор яланах (Том калашле) ҫав ачана чӗнтерсе кӑларнӑ та «пырши татӑличченех» мекӗрлентернӗ.

— большое несчастье для школы, потому что во всех торжественных случаях, при посетителях, директор всегда вызывал этого ученика и заставлял его «из кожи лезть», по выражению Тома.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл нумай вӑхӑт хушши, пӗр ӗмӗрех, урӑхла каласан, пӗр эрне килте пулман хыҫҫӑн, тинех киле таврӑннишӗн питех савӑннӑ, хӑйпе пӗрле вӑл пӳлӗме алӑкранах юрӑсем тата хӗвел ҫути илсе кӗртнӗ.

Вся сияя от радости, что возвращается домой после бесконечной недели, проведенной в деревне,ликование и солнечный свет входили вместе с Мэри в дверь.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том шухӑша кайрӗ, вӑл Бенпа килӗшме хатӗр пекех пулчӗ, анчах, ҫав шухӑша пӑрахса, урӑхла шут тытрӗ.

Том задумался и сначала как будто готов был согласиться, а потом вдруг передумал.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Беншӑн ҫак япала йӑлтах урӑхла майлӑ туйӑнса кайрӗ.

После этого все дело представилось в новом свете.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пур ачасемшӗн те праҫник пулакан вырсарникун ӑна ӗҫлеттерни лайӑх мар пулин те, урӑхла май ҫук: ӗҫе вӑл тӗнчере темӗнрен те ытларах кураймасть, манӑн хамӑн тивӗҫе хӑҫан та пулин пурнӑҫа кӗртес пулать, унсӑрӑн эпӗ пӑсса пӑрахатӑп ачана.

Жалко заставлять мальчика работать, когда у всех детей праздник, но работать ему всего тяжелей, а мне надо исполнить свой долг — иначе я погублю ребенка.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

– Вӗсен урӑхла май та ҫук-ҫке.

Help to translate

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Ҫак ӗҫе пурин те пӗр ҫын пек пысӑк ӑнланулӑхпа хутшӑнмалла, урӑхла каласан, пая кӗмелле.

Help to translate

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed