Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗ (тĕпĕ: ӳк) more information about the word form can be found here.
Кайрӗ те — чунӑм хыпӑнса ӳкрӗ, эпӗ шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна, чӗнтӗм ӑна — вӑл сасӑ памарӗ.

Души во мне не стало, когда он говорил; я искала его и не находила его; звала его, и он не отзывался мне.

Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9-10. Хӑвӑн суту ҫинчен Эсӗ тӳперен пӗлтертӗн; ҫӗр ҫинчи пур тертленекен ҫынна ҫӑлмашкӑн Турӑ сут тума килсессӗн, ҫӗр хӑраса ӳкрӗ, шӑп пулчӗ.

9. С небес Ты возвестил суд; земля убоялась и утихла, 10. когда восстал Бог на суд, чтобы спасти всех угнетенных земли.

Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Мана курайманнисем пурте ман ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ, мана усал тума каварлашаҫҫӗ: 9. «хура ылхан ҫитрӗ ӑна; ураран ӳкрӗ; тӑрас ҫук ӗнтӗ» теҫҫӗ.

8. Все ненавидящие меня шепчут между собою против меня, замышляют на меня зло: 9. «слово велиала пришло на него; он слег; не встать ему более».

Пс 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Акӑ йӗркесӗр ҫын тӗрӗсмарлӑх тӗвӗлерӗ, усаллӑхӗпе йывӑр ҫын пек пулчӗ, вара ултав ҫуратрӗ; 16. шӑтӑк алтрӗ, алтса пӗтерчӗ те — хатӗрленӗ шӑтӑкне хӑех кӗрсе ӳкрӗ: 17. унӑн усаллӑхӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, усал ӗҫӗ хӑйӗн лӗпки ҫине ӳкӗ.

15. Вот, нечестивый зачал неправду, был чреват злобою и родил себе ложь; 16. рыл ров, и выкопал его, и упал в яму, которую приготовил: 17. злоба его обратится на его голову, и злодейство его упадет на его темя.

Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: тӳперен Турӑ вучӗ ӳкрӗ те сурӑхсемпе кӗтӳҫӗсене ӗнтсе-ҫунтарса ячӗ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.

16. Еще он говорил, как приходит другой и сказывает: огонь Божий упал с неба и опалил овец и отроков и пожрал их; и спасся только я один, чтобы возвестить тебе.

Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Турӑ ҫынни: пуртту хӑш тӗле ӳкрӗ? тенӗ.

6. И сказал человек Божий: где он упал?

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ӑна хыпар пӗлтернӗ яш ача каланӑ: эпӗ ӑнсӑртран Гелвуй тӑвӗ ҫине пырса тухрӑм, акӑ ӗнтӗ Саул хӑйӗн сӑнни ҫине тӑрӑнса ӳкрӗ, ҫар ураписемпе юланутҫӑсем халь-халь хуса ҫитеслеччӗ ӑна.

6. И сказал отрок, рассказывавший ему: я случайно пришел на гору Гелвуйскую, и вот, Саул пал на свое копье, колесницы же и всадники настигали его.

2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ан тив, хӑшӗ-пӗри чикеленсе те ӳкрӗ, ҫапах та маттурсем палӑртнӑ дистанцие пурте парӑнтарчӗҫ.

Help to translate

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed