Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлнӗ (тĕпĕ: пӗл) more information about the word form can be found here.
4. Анчах Ассири патши хӑйне хирӗҫ Осия кавар тунине пӗлнӗ: Осия ӗнтӗ Сигор патне, Египет патши патне, элчӗсем янӑ пулнӑ, Ассири патшине хырҫине те кашни ҫулах тӳлемен; вара Ассири патши ӑна тӗрмене хупса лартнӑ.

4. И заметил царь Ассирийский в Осии измену, так как он посылал послов к Сигору, царю Египетскому, и не доставлял дани царю Ассирийскому каждый год; и взял его царь Ассирийский под стражу, и заключил его в дом темничный.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вӑл хайланӑ ытарӑшсен шучӗ виҫӗ пине ҫитнӗ, юррисем унӑн пин те пилӗк юрӑ пулнӑ; 33. вӑл йывӑҫ-курӑк ҫинчен каланӑ, Ливан кедрӗнчен пуҫласа хӳме ҫинче шӑтса ӳсекен иссоп таранах пӗлнӗ вӑл, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те, кайӑк-кӗшӗк ҫинчен те, ҫӗлен-калта ҫинчен те, пулӑсем ҫинчен те каланӑ.

32. И изрек он три тысячи притчей, и песней его было тысяча и пять; 33. и говорил он о деревах, от кедра, что в Ливане, до иссопа, вырастающего из стены; говорил и о животных, и о птицах, и о пресмыкающихся, и о рыбах.

3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Урия ун патне килнӗ те, Давид унран Иоав ҫинчен, ҫар ҫыннисем ҫинчен тата вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.

7. И пришел к нему Урия, и расспросил его Давид о положении Иоава и о положении народа, и о ходе войны.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Вара ҫав кун пӗтӗм халӑх, пӗтӗм Израиль Авенирӑн — Нир ывӑлӗн — вилӗмӗ патшаран килменнине пӗлнӗ.

37. И узнал весь народ и весь Израиль в тот день, что не от царя произошло умерщвление Авенира, сына Нирова.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм халӑх пӗлнӗ; патша мӗн туни пӗтӗмпех килӗшнӗ пек, ҫапла калани те халӑха килӗшнӗ.

36. И весь народ узнал это, и понравилось ему это, как и все, что делал царь, нравилось всему народу.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Саул Иесимонран сылтӑмарах, Гахила сӑрчӗ ҫинче, ҫул хӗрринче, чарӑнса тӑнӑ; Давид ун чухне пушхирте пулнӑ, вӑл хӑй хыҫҫӑн ҫак пушхире Саул ҫитнине асӑрханӑ; 4. Давид йӗрлевҫӗсем янӑ та Саул чӑнах та [Кеильрен] килнине пӗлнӗ.

3. И расположился Саул на холме Гахила, что направо от Иесимона, при дороге; Давид же находился в пустыне и видел, что Саул шел за ним в пустыню; 4. и послал Давид соглядатаев и узнал, что Саул действительно пришел [из Кеиля].

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Ача нимӗн те пӗлмен; ку мӗне пӗлтернине Ионафанпа Давид ҫеҫ пӗлнӗ.

39. Отрок же не знал ничего; только Ионафан и Давид знали, в чем дело.

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ӑна ӗнер-виҫӗмкун пӗлнӗ ҫынсем, вӑл пророксемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланине курсассӑн, халӑх хушшинче пӗр-пӗрне каланӑ: мӗн пулнӑ ку Кис ывӑлне?

11. Все знавшие его вчера и третьего дня, увидев, что он с пророками пророчествует, говорили в народе друг другу: что это сталось с сыном Кисовым?

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи тапӑра пырса ҫитнине пӗлнӗ.

И узнали, что ковчег Господень прибыл в стан.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫӳлхуҫа Самуила пророк пулма суйласа илнине пӗтӗм Израиль — Данран пуҫласа Вирсавия таранччен — пӗлнӗ.

20. И узнал весь Израиль от Дана до Вирсавии, что Самуил удостоен быть пророком Господним.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ; 12. ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп; 13. Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм; 14. ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.

11. И сказал Господь Самуилу: вот, Я сделаю дело в Израиле, о котором кто услышит, у того зазвенит в обоих ушах; 12. в тот день Я исполню над Илием все то, что Я говорил о доме его; Я начну и окончу; 13. Я объявил ему, что Я накажу дом его на веки за ту вину, что он знал, как сыновья его нечествуют, и не обуздывал их; 14. и посему клянусь дому Илия, что вина дома Илиева не загладится ни жертвами, ни приношениями хлебными вовек.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӑл пӗр Сокхоф ачине тытнӑ та унран Сокхоф пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ; ача ҫитмӗл ҫичӗ ҫын ятне ҫырса панӑ.

14. И захватил юношу из жителей Сокхофа и выспросил у него; и он написал ему князей и старейшин Сокхофских семьдесят семь человек.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шыранӑ ҫав этеме, ыйта-ыйта пӗлнӗ, вара: Гедеон, Иоас ывӑлӗ, тунӑ ҫакна, тенӗ.

Искали, расспрашивали и сказали: Гедеон, сын Иоасов, сделал это.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ку студент вӑхӑтӗнчех пулни пирки ҫамрӑксем пӗлнӗ.

Молодежь узнала, что это было еще во времена студенчества.

Хусан ҫамрӑкӗсем пухӑнса хӑйсен смартфонӗсем ҫине чӑвашла сарӑм лартрӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11974.html

16. Ҫапла килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн Израиль ҫыннисем виҫӗ кунранах вӗсем хӑйсен ҫывӑхӗнчех, хӑйсемпе кӳршӗллех пурӑннине пӗлнӗ: 17. Израиль ывӑлӗсем ҫула тухсассӑн виҫҫӗмӗш кунне шӑпах вӗсен хулисене ҫитсе кӗнӗ; вӗсен хулисем Гаваон, Кефира, Беероф тата Кириаф-Иарим [пулнӑ].

16. А чрез три дня, как заключили они с ними союз, услышали, что они соседи их и живут близ них; 17. ибо сыны Израилевы, отправившись в путь, пришли в города их на третий день; города же их [были]: Гаваон, Кефира, Беероф и Кириаф-Иарим.

Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иофор — Мадиан священникӗ, Моисей хунӗ — Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухсассӑн Турӑ Моисейпе Хӑйӗн халӑхӗшӗн, Израильшӗн, мӗн-мӗн тунине пурне те илтсе пӗлнӗ, 2. Моисей хунӗ Иофор вара Сепфорӑна — Моисей арӑмне, унччен ашшӗ патне хӑварнӑскере — 3. тата унӑн икӗ ывӑлне Моисей патне ертсе кайнӑ, вӗсенчен пӗри Гирсам ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей: эпӗ ют ҫӗре килсе пурӑннӑ ҫын, тенӗ; 4. тепӗри Елиезер ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн [вӑл]: аттем Турри мана пулӑшаканӗ пулчӗ, мана фараон хӗҫӗнчен хӑтарчӗ, [тенӗ].

1. И услышал Иофор, священник Мадиамский, тесть Моисеев, о всем, что сделал Бог для Моисея и для Израиля, народа Своего, когда вывел Господь Израиля из Египта, 2. и взял Иофор, тесть Моисеев, Сепфору, жену Моисееву, пред тем возвращенную, 3. и двух сынов ее, из которых одному имя Гирсам, потому что говорил Моисей: я пришлец в земле чужой; 4. а другому имя Елиезер, потому что [говорил он] Бог отца моего был мне помощником и избавил меня от меча фараонова.

Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӑл вӗсенчен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ те каланӑ: хӑвӑр каланӑ ватӑ аҫӑр сывах-и? пурӑнать-и-ха вӑл? тенӗ.

27. Он спросил их о здоровье и сказал: здоров ли отец ваш старец, о котором вы говорили? жив ли еще он?

Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иаков Египетра тырӑ пур тенине пӗлнӗ те вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене каланӑ: эсир мӗн пӑхса тӑратӑр? тенӗ.

1. И узнал Иаков, что в Египте есть хлеб, и сказал Иаков сыновьям своим: что вы смотрите?

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Онан ҫуралас ача хӑйне пулмассине пӗлнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн вӑрлӑхне пиччӗшӗшӗн парас мар тесе, унӑн арӑмӗ патне кӗнӗ чухне хӑйӗн ар вӑрлӑхне ҫӗре тӑкса кӗнӗ.

9. Онан знал, что семя будет не ему, и потому, когда входил к жене брата своего, изливал [семя] на землю, чтобы не дать семени брату своему.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Кӑвакарчӑн ун патне каҫ пуласпа каялла вӗҫсе ҫитнӗ, акӑ сӑмсипе вӑл ҫу йывӑҫҫин ешӗл чӗрӗ ҫулҫине хыпса килнӗ; Ной вара ҫӗр ҫинчен шыв чакса кайнине пӗлнӗ.

11. Голубь возвратился к нему в вечернее время, и вот, свежий масличный лист во рту у него, и Ной узнал, что вода сошла с земли.

Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed