Шырав
Шырав ĕçĕ:
71. Эсӗ, хӑвӑн ҫар вӑйне шанатӑн пулсассӑн, пирӗн патӑмӑра тӳремлӗхе ан, вӑйсене танлаштарса пӑхӑпӑр — эпӗ хуласен ҫарӗпе килнӗ. 72. Эпӗ кам иккенне, ыттисем, пире пулӑшакансем, кам иккенне ыйтса пӗл-ха эсӗ, вара калӗҫ сана: сирӗн пире хирӗҫ тӑма майӗ ҫук, санӑн аҫусемех те хӑйсен ҫӗрӗнчех пирӗнтен икӗ хутчен пӑрахса тарнӑччӗ. 73. Халӗ те эсӗ ҫакӑнта тӳрем ҫӗрте ҫакӑн пек утлӑ ҫарпа пирӗн вӑйлӑ ҫуран ҫара хирӗҫ тӑраймӑн, кунта сирӗн валли тарса пытанма чул та, ту хушӑкӗ те ҫук» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн чухне Вакхид тутарнӑ керемсенче пурӑннӑ ют халӑх ҫыннисем пурте пӑрахса тарнӑ: 13. кашнийӗ, унти вырӑнне пӑрахса хӑварса, хӑйӗн ҫӗрне кайнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапӑҫӑвӗ хаяр пулнӑ, пӗрисем те, тепӗрисем те питӗ нумай пӗтнӗ, 18. Иуда та пуҫ хунӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах лешӗсен ҫарӗ калама ҫук йышлӑн тӑнине курсассӑн, вӗсем питех те хӑраса ӳкнӗ, вара нумайӑшӗ ун тапӑрӗнчен пӑрахса тарнӑ, пӗр сакӑрҫӗр ҫынран ытла та юлман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Никанор вилнине курсассӑн, унӑн ҫарӗ кӑралӗсене пӑрахса хӑварса тара пуҫланӑ.44. Когда же воины его увидели, что Никанор пал, то, побросав оружие свое, обратились в бегство.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ӑна хирӗҫ вӑрҫа ҫӗкленсе тухнӑ та, вӑл вара пӑрахса тарнӑ, унтан вӑл, Вавилона ҫул тытса, питех те хуйхӑрса кайнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Иосифпа Азария ӗнтӗ пӑрахса тарнӑ, Горгий вӗсене Иудея ҫӗрне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; ҫав кун Израиль халӑхӗн икӗ пине яхӑн ҫынни пӗтнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем суя тӗнлисене пӗтӗмпех ҫапса аркатнӑ, лешӗсем, кӑралне пӑрахса хӑварсах, Карнаинри йӗрӗх ҫуртне тарса кайнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакна курсассӑн, суя тӗнлисем сехӗрленсех ӳкнӗ; Иуда ҫарӗ тӳремлӗхре ҫапӑҫӑва кӗме хатӗрленсе тӑнине курсассӑн вара 22. пурте ют халӑхсен ҫӗрне пӑрахса тарнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Иуда ӑна хирӗҫ тухнӑ та ҫарне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйне те вӗлернӗ; аманнисемпе вилнисем нумай выртса юлнӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл саккуна уяманнисене йӗрленӗ, вӗсене шыраса тупса, халӑха пӑтратакансене вута пӑрахса ҫунтарнӑ.5. он преследовал беззаконных, отыскивая их, и возмущающих народ его сожигал.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара хӑй те, ывӑлӗсем те, хулара хӑйсен мӗн пуррине пурне те пӑрахса хӑварса, тусем хушшине тарнӑ.28. И убежал сам и сыновья его в горы, оставив все, что имели в городе.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗмӗш ҫулхине хаслев уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Туррӑн парне вырӑнӗ ҫине йӗрӗнчӗк лартса хунӑ, Иудея хулисем тавра чӳк вырӑнӗ тунӑ, 55. алӑк умӗнче, урамра тӗтӗрнӗ, 56. Турӑ саккунӗн кӗнекисене мӗн тупнине ҫура-ҫура тӑкса вута пӑрахса ҫунтарнӑ; 57. кам та кам патӗнче халал кӗнекине тупсассӑн, кам та кам саккуна уяса пурӑннӑ пулсассӑн, патша хушнипеле ҫав ҫынна вилӗм аллине панӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иерусалимра пурӑнакансем вӗсене пулах тарса пӗтнӗ, вара ҫак хула ют ҫынсем пурӑнмалли вырӑн пулса тӑнӑ, хӑйӗн халӑхӗшӗн юта тухнӑ, ҫавӑнпа унӑн ачисем ӑна пӑрахса кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кусем вара суя тӗнлисен йӑли-йӗркине сарма Иерусалимра вӗренӳ ҫурчӗ туса лартнӑ; 15. хӑйсем хушшинче ӳт кастарас йӗркене пӑрахса, сӑваплӑ халалран пӑрӑннӑ, ҫапла суя тӗнлисемпе пӗрлешсе, усал туса пурӑнмашкӑн сутӑннӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кӗтӗвне пӑрахса хӑваракан юрӑхсӑр кӗтӳҫӗне хуйхӑ ҫитӗ! унӑн алли ҫине, унӑн сылтӑм куҫӗ ҫине хӗҫ ӳктӗр! унӑн алли пӗтӗмпех хӑрса типӗ, унӑн сылтӑм куҫӗ пачах курми пулӗ, терӗ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: хӑвӑн валли тата пӗр ухмах кӗтӳҫин ӗҫ хатӗрне ил: 16. Эпӗ ҫакӑ ҫӗр ҫине акӑ вилекеннисемшӗн тӑрӑшман, ҫухалса юлнисене шыраман, чирлисене эмеллемен, сыввисене ҫитермен, анчах хӑй самӑр выльӑхӑн чӗрнине тата-тата пӑрахса ашне ҫиекен кӗтӳҫӗне ярӑп.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ Газа хулине пӑрахса кайӗҫ, Аскалон хули пушанса юлӗ, Азот хулине кӑнтӑр кунӗнчех хӑваласа кӑларӗҫ, Екрон хули тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтсе ларӗ.4. Ибо Газа будет покинута и Аскалон опустеет, Азот будет выгнан среди дня и Екрон искоренится.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа ҫуратаканӗн ҫуратас вӑхӑчӗ киличчен Вӑл вӗсене пӑрахса хӑварӗ; ҫуратсассӑн — Израиль ывӑлӗсем патне чӗрӗ юлнӑ тӑванӗсем те таврӑнӗҫ.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ, 7. патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр, 8. ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр. 9. Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.