Шырав
Шырав ĕçĕ:
41. Иисуса пӑталанӑ вырӑнта йывӑҫ пахчи пулнӑ; ҫав пахчара ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ, унччен унта никама та пытарман пулнӑ-ха.41. На том месте, где Он распят, был сад, и в саду гроб новый, в котором еще никто не был положен.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лазарь чирлӗ тенине илтсен, Иисус ҫав вырӑнта тата икӗ кун пурӑннӑ.6. Когда же услышал, что он болен, то пробыл два дня на том месте, где находился.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӗ калакан сӑмахра чӑн хакли ҫакӑ: пирӗн Аслӑ Священникӑмӑр Ҫӳлти Патшанӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енне ларнӑ; 2. Вӑл этем туман, Ҫӳлхуҫа пултарнӑ таса вырӑнта, чӑн кӗлӗ чатӑрӗнче, кӗлтуса тӑрать.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Карап чарӑннӑ вырӑнта хӗл каҫма майлӑ марччӗ, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ унтан тухса кайма канаш пачӗ: ҫитме май пулсассӑн Финика — Крит пристанне, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗ енчен тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗ енчен хӳтлӗ вырӑна — чарӑнса, ҫавӑнта хӗл каҫар, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ тата каланӑ: «анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем унтан тухӗҫ те ҫак вырӑнта Мана пуҫҫапса пурӑнӗҫ» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла пулнӑ: Иисус пӗр вырӑнта кӗлтуса тӑнӑ; кӗлтуса пӗтерсен Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен пӗри каланӑ Ӑна: Вӗрентекен!
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑн хыҫҫӑн, унтан кайсассӑн, Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан пӗр Левий ятлӑ ҫынна, куланай пухаканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Даниил пророк каланӑ пек, ирсӗрлӗх пулмалла мар вырӑнта йӗрӗнчӗк тӑнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 15. ҫурт тӑрринчи ҫын ҫӗре ан антӑр, пӗр-пӗр япала илес тесе пӳртне ан кӗтӗр; 16. хирти ҫын та хӑй тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, куланай пухмалли вырӑнта лараканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.14. Проходя, увидел Он Левия Алфеева, сидящего у сбора пошлин, и говорит ему: следуй за Мною.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — 16. Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 17. ҫурт тӑрринче тӑракан хӑй килӗнчен пӗр-пӗр япала илес тесе ҫӗре ан антӑр; 18. хирти ҫын та тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнтан иртсе пынӑ чухне Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ, ӑна ҫапла калать: Ман хыҫӑмран пыр, тет.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эсир — кунта халӗ, тӑванӑрсем вара — сирӗнтен аякра, этем иртсе ҫӳрейми вырӑнта.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире пӑрахса хӑварсах ҫак вырӑнта лармалла мӗнпе кӳрентертӗмӗр сана?И чем обидели тебя, что ты, оставив нас, сидишь на этом месте?
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Турӑ хули курӑнас вырӑнта этем алли тунӑ ӗҫ пулма пултараймасть.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫавӑнпа та эпӗ сана хирте, ҫурт-йӗр ҫук вырӑнта, пурӑнма хушрӑм, 52. мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ҫӳлти Турӑ сана ҫакна кӑтартасса пӗлнӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана каларӗ: калӑпӑр, тинӗс тарӑн та вӗҫӗ-хӗррисӗр пулмашкӑн анлӑ вырӑнта вырӑнаҫнӑ; 4. анчах унта кӗмелли вырӑн юханшыв евӗрлех ансӑр.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Бегемот теекенскерне Эсӗ виҫҫӗмӗш кунхине типӗтнӗ ҫӗрӗн пӗр пайне панӑ, вӑл ҫавӑнта, пин-пин сӑрт-туллӑ вырӑнта, пурӑнтӑр тенӗ; 52. левиафана шывӑн ҫиччӗмӗш пайне панӑ та ӑна сыхласа хӑварнӑ; Ху кама ҫитерес тетӗн, хӑҫан ҫитерес тетӗн, вӗсем ҫавна валли апатлӑх пулччӑр тенӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тӳрӗ ҫынсен чунӗсем те хӑйсем хупӑнса тӑнӑ вырӑнта ҫакӑн ҫинченех ыйтман-и-ха: «эпир хӑҫанччен кунта пулӑпӑр? хамӑра тивӗҫлине хӑҫан илӗпӗр-ши эпир?» темен-и?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй ырӑ кӑмӑлтан тӑрантараканӗ, ывӑлусене ҫитер, шанчӑклӑ вырӑнта усра вӗсене.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.