Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыттӑн the word is in our database.
хыттӑн (тĕпĕ: хыттӑн) more information about the word form can be found here.
Пуху темиҫе самант шӑпланса тӑчӗ, унтан ҫав шӑплӑх хыттӑн кӑшкӑрнӑ сасӑсемпе ҫурӑлса кайрӗ:

Собрание несколько мгновений помолчало, а потом взорвалось криками:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман ҫӗлӗкне ҫилӗллӗн пуҫӗ ҫине пусса лартрӗ те, кӗсйинчен тахҫан Кошевой ҫырнӑ списока туртса кӑларса, хыттӑн кӑшкӑрчӗ:

Штокман ожесточенно нахлобучил малахай и, выхватив из кармана список, некогда написанный Кошевым, крикнул:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл та, Иван Алексеевича кура, хӗрлӗ тӑрӑллӑ мулаххайне хывса тытрӗ, хыттӑн каларӗ:

Он, по примеру Ивана Алексеевича, тоже снял свой красноверхий малахай, громко сказал:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унччен кӑвак ҫӑмлӑ кӑкӑрне аллипе лӑпкӑн сӑтӑркаласа тӑснӑ пек курӑннӑ Штокман Иван Алексеевича гимнастерка ҫухинчен ҫатӑрласа тытрӗ те, хӑй патне туртса, халӗ ӗнтӗ ахаль калаҫса мар, ӳслӗкне ирттерсе яма хӑтланса, хыттӑн хӑркӑлтатрӗ:

Штокман, до этого с кажущимся спокойствием потиравший ладонью крытую седоватым волосом грудь, вспыхнул, с силой схватил Ивана Алексеевича за ворот гимнастерки и, притягивая его к себе, уже не говорил, а хрипел, подавляя кашель:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Питне илеперӗн сарӑ тунине перӗнтерсе, каллех ҫуна ҫине тӑсӑлса выртнӑ май, Григорий ӑшра темскер хыттӑн та ҫав вӑхӑтрах ачашшӑн чиксе кайнине туйрӗ.

Разящую и в то же время сладостную боль испытал Григорий, свалившись опять в сани, щекой касаясь желтой ветки донника.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑксенчен пӗри — хыттӑн: — Авдеича! — тесе хучӗ.

Один из молодятни крикнул: — Авдеича!

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аяккалла мӑнкӑмӑллӑн пӑрӑнса утакан Авдеич хыҫӗнчен хыттӑн ахӑлтатса юлчӗҫ.

Рев провожал отходившего с достоинством Авдеича.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан — хыттӑн: — Ой, пуҫ ҫаврӑна пуҫларӗ темскер! — тесе хучӗ.

И — громко: — Ох, что-то голова закружилась!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Наталья, чӑтаймасӑр, хыттӑн ӗсӗклесе илчӗ.

Наталья, не удержавшись, громко всхлипнула.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче большевиксем хӑйсем йышӑнса илнӗ станицӑсенче тӑвакан «тискер ӗҫсене» ытла та хӑрушӑ сӑрсемпе сӑнласа кӑтартма пуҫласан, хыҫалти ретсенчен, кӑн-кӑвак табак тӗтӗмӗ хыҫӗнчен, тахӑшӗ тарӑхса кайнипе тӳсеймесӗр хыттӑн кӑшкӑрса ярать:

Но когда он в речи стал живописно изображать «зверства большевиков», творимые в занимаемых ими станицах, из задних рядов, из табачной сини кто-то крикнул в сердцах:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗлеткипе сылтӑмалла ҫавӑрӑнать те хыттӑн кӑшкӑрса калать:

Поворачиваясь корпусом вправо, зычно крикнул:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья янӑравлӑн тӑрӑлтатса ҫухӑрашнине хупласа, хыттӑн каларӗ:

Глуша звонкий речитатив Дарьи, выкрикнула:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пульман вакунӗн алӑкӗсем уҫӑлса та ӗлкӗреймеҫҫӗ — капельмейстер аллисене хаяррӑн сулса ярать те, оркестр акӑлчансен наци гимне хӑлхана ҫурасла хыттӑн мӗкӗрттерме пуҫлать.

Не успели еще распахнуться дверцы пульмановского вагона, а капельмейстер уже свирепо взмахнул руками, и оркестр зычно дернул английский национальный гимн.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан ҫавӑнтах ҫӗр ҫине выртнӑ шупка сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрлӗармеец, сӑмахӗсене чӑх сӑхнӑ пек хӑвӑрт ҫатӑртаттарса, чыхӑна-чыхӑна кайса, хыттӑн ҫихӗрсе ячӗ:

И сейчас же резко, захлебываясь, скороговоркой закричал тот белесый, который упал:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ретсем варринче тахӑшӗ хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, Митька Коршунов хыпӑнчӑклӑн йӑшаланса илчӗ:

Кто-то захохотал в середине цепи, Митька Коршунов суетливо заерзал.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Аксинья пӑлханса ӳкӗ тесе кӗтнӗччӗ, анчах хӳме хыттӑн кӑлтӑртатса хапхапа танлашсан, чӗтрене ернӗскер, сылтӑмалла пӑхрӗ те, Аксинйӑн виҫеллӗ хаваслӑхпа ҫуталса кулакан сӑнне курсан, тӗлӗнсех кайрӗ; уншӑн ҫакӑ ӗнси ҫинчен темле йывӑр япала анса ӳкнӗпе пӗрех пулчӗ, вӑл лӑпланчӗ, Аксинйӑна пуҫӗпе хирӗҫ сулса саламларӗ.

Он ждал, что лицо Аксиньи будет отмечено волненьем, но, когда коляска, резво шурша, поравнялась с воротами и он с дрожью в сердце взглянул направо и увидел Аксинью, — его поразило лицо ее, сдержанно-веселое, улыбающееся, у него словно тяжесть свалилась с плеч, он успокоился, кивнул на приветствие.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ҫӗр ҫине, хыттӑн лаплатса, месерле кайса ӳкрӗ, унтан, ури ҫине тӑма хӑтланнӑ май, ҫӑварӗнчен йӑмӑх хӗрлӗ ҫӑра юн чӑмаккине сурса пӑрахрӗ.

Упал он плашмя и, пытаясь подняться, выронил изо рта бордовый комок сгустелой крови.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑтӑр минута яхӑн иртнӗ, сасартӑк лере, чи ҫӳлте, шӑп ту урлӑ каҫмалли ҫӗрте, хыттӑн перкелешме тытӑннӑ, шӑплӑха салтак хӑлхи хӑнӑхнӑ «ура» тени кисрентерме пуҫланӑ.

Прошло минут тридцать, и вдруг там, на самом верху, у самого перевала, поднялась страшная стрельба, всколыхнуло перевальную тишь знакомое солдатскому уху «ура».

Хура пӗлӗт // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хута салатнӑ, пӗр куҫӗпе хӑяккӑн пӑхнӑ, аллисем чӗтренӗ, чӗри хыттӑн тапнӑ.

Развернул бумагу, одним глазом искоса смотрит, руки дрожат, сердце стучит.

Сестрорецк заводӗнче // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Иккӗмӗш залп хыҫҫӑн хӗрарӑмсем хыттӑн ӳлесе ячӗҫ, халӑх ушкӑнӗнчен ыткӑнса тухса, пӗр-пӗрне ҫапӑнса, ачисене аллисенчен туртса аяккалла чупса кайрӗҫ.

После второго залпа в голос заревели бабы и побежали, выбиваясь из толпы, сшибаясь, таща за руки детишек.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed