Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнчӗ (тĕпĕ: туйӑн) more information about the word form can be found here.
Киле таврӑнсан, мӗн тери юхӑнса юлнӑ пек, хуҫасӑр пек туйӑнчӗ мана хамӑр килкарти!

Каким заброшенным, каким бедным показался мне наш двор, когда мы вернулись!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн сухалӗсем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем юха-юха аннӑ пек те туйӑнчӗ маншӑн.

и мне показалось даже, что слезы катятся по ее бороде.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл атте пекех аслӑ та, тӗреклӗ пулмалла пек туйӑнчӗ маншӑн.

и мне казалось, что он должен походить на отца, то есть быть таким же просторным и круглым.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку мана тӑвӑллӑ тинӗсре кимӗ ишсе пынӑ пекех туйӑнчӗ.

Это похоже было на плавание судна по бурному морю.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ямшӑк чӑнне каланӑ пек туйӑнчӗ мана.

Ямщик казался мне прав.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах ҫилӗ маншӑн пачах вӑйсӑр пек туйӑнчӗ, ҫитес станцӑна лайӑхах ҫитме пулать, тесе шантӑм та эпӗ, утсене хытӑрах хӑвалама хушрӑм.

Но ветер показался мне не силен; я понадеялся добраться заблаговременно до следующей станции и велел ехать скорее.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Служба тени мана тӳрех темле ирӗке кӑларнӑ пек, Петербургри ырӑ савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ пек туйӑнчӗ.

Мысль о службе сливалась во мне с мыслями о свободе, об удовольствиях петербургской жизни.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Аттене темшӗн городовойсем касса пӑрахнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.

Не знаю почему, мне вдруг представилось, что отца зарубили городовые,

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫӑлтӑрсем, имӗш, ҫӗр ҫинчи ҫав пӗчӗк ҫӗр татӑкӗшӗн пыракан айван тавлашӑва е этем юри шухӑшласа кӑларнӑ тивӗҫлӗхсемшӗн кӗрешнӗ ҫӗре вӗсем те хутшӑнаҫҫӗ пулать; мана ытла кулӑшла пек туйӑнчӗ.

Они думали, что светила небесные принимают участие в наших ничтожных спорах за клочок земли или за какие-нибудь вымышленные права; и мне стало смешно.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл аяккалла ҫаврӑнчӗ; чавсипе сӗтел ҫине таянса куҫне аллипе хупларӗ те куҫҫульне ҫутатнӑ пек туйӑнчӗ.

Она отвернулась, облокотилась на стол, закрыла глаза рукою, и мне показалось, что в них блеснули слезы.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатма пултарасси ҫинчен шухӑшласан, Вера маншӑн тӗнчере темрен те хаклӑрах, — пурнӑҫӑмран та, чысӑмран та, телейӗмрен те хаклӑрах пек туйӑнчӗ!

При возможности потерять ее навеки Вера стала для меня дороже всего на свете — дороже жизни, чести, счастья!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ питех те сӑнран улшӑнтӑм пулас, мӗншӗн тесен вӑл мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ; санӑн паян ҫапӑҫмалла пулни ҫинчен пӗлсен, хам та айӑплӑ пулнӑран кӗҫех ӑнран кайса ӳкеттӗм; мана хам ӑнран каяс пек туйӑнчӗ

Видно, я очень переменилась в лице, потому что он долго и пристально смотрел мне в глаза; я едва не упала без памяти при мысли, что ты нынче должен драться и что я этому причиной; мне казалось, что я сойду с ума…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах вӑл мана кулса ярасран аран чӑтса тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

Но мне показалось, что он удерживал улыбку.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл хӗрелсе кайрӗ; хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынна вӗлерме намӑс пулчӗ ӑна; эпӗ ун ҫине тинкерсе пӑхатӑп; ҫав хушӑра мана вӑл ман ура патне пырса ӳкессӗн туйӑнчӗ; каҫару ыйтассӑн туйӑнчӗ.

Он покраснел; ему было стыдно убить человека безоружного; я глядел на него пристально; с минуту мне казалось, что он бросится к ногам моим, умоляя о прощении.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сасартӑк хыҫӑмран такам пынӑ пек туйӑнчӗ мана.

Вдруг мне показалось, что кто-то идет за мной.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл хӑюллӑн пӑхнинче те ҫирӗп сассинче темӗнле хӑрушлӑх пур пек туйӑнчӗ мана.

В решительности ее взора и голоса было что-то страшное…

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ.

Он бросил фуражку с перчатками на стол и начал обтягивать фалды и поправляться перед зеркалом; черный огромный платок, навернутый на высочайший подгалстушник, которого щетина поддерживала его подбородок, высовывался на полвершка из-за воротника; ему показалось мало: он вытащил его кверху до ушей; от этой трудной работы, ибо воротник мундира был очень узок и беспокоен, лицо его налилось кровью.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Малтан ку уншӑн вӑйӑ пек кӑна туйӑнчӗ, кайран хӑратсах пӑрахрӗ.

Сперва это ее забавляло, а потом испугало.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чӗрӳ яланхинчен вӑйлӑрах тапнӑн туйӑнчӗ.

— Мое сердце точно билось сильнее обыкновенного.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хам та пӗлместӗп вара, темшӗн вӑл ман ҫине тӗлӗнмелле ачашшӑн пӑхнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл ҫапла пӑхса тӑни мана тахҫан ӗлӗк ҫавӑн пекех пӗр ачашшӑн пӑхаканскер ман пурнӑҫпа вылянине аса илтерчӗ.

И не знаю почему, но этот взор показался мне чудно-нежен; он мне напомнил один из тех взглядов, которые в старые годы так самовластно играли моею жизнью.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed