Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Сире вара — Ҫӳлхуҫана пӑрахса кайнисене, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма манӑҫа хӑварнисене, Гад валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлекенсене, Мени валли тулли курка ирӗлчӗк хатӗрлекенсене — 12. Эпӗ сире хӗҫпе пӗтмелле тӑвӑп, эсир вара пурте хӑвӑра пустарма чӗркуҫленсе ларатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм те — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр; каларӑм та — эсир итлемерӗр, анчах Манӑн куҫӑм умӗнче усал ӗҫ турӑр, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Санӑн ятна чӗнекен, Санран ҫирӗп тытса тӑма хистекен ҫук, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытартӑн, пире хамӑрӑн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн пӗтме пӑрахса хӑвартӑн.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене ӗнтӗ: Сӑваплӑ Халӑх, Ҫӳлхуҫа Ҫӑлнисем, тейӗҫ; сана вара: Савнӑскерӗм, Пӑрахса Хӑварман Хула, тейӗҫ.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ сана «пӑрахса хӑварнӑскерӗ» тееймӗҫ, санӑн ҫӗрӳ пирки те «пушхир» тесе калаймӗҫ, сана «Ҫӳлхуҫа пиллӗхне илнӗскерӗ», санӑн ҫӗрне «качча тухнӑскерӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сана кӑмӑллать, санӑн ҫӗрӳ мӑшӑрланать.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӑрахса хӑварнӑччӗ, сана кураймастчӗҫ, ҫавӑнпа сан урлӑ никам та ҫӳреместчӗ, ун вырӑнне сана ӗмӗрлӗхех асла кӑларӑп, ӑруран ӑрӑвах телейлӗ тӑвӑп.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӑрахса хӑварнӑ, чун-чӗререн кулянакан арӑма чӗннӗ пекех чӗнет сана Ҫӳлхуҫа, яш вӑхӑтри арӑма, уйӑрса янӑскерне, чӗннӗ пекех чӗнетӗп, тет санӑн Турру.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй хӗсӗр арӑм, ача ҫуратман арӑм, савӑн; эй ҫуратса асапланман арӑм, кӑшкӑр та хӗпӗрте: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: пӑрахса хӑварнӑ арӑмӑн ачи-пӑчийӗ упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен ытларах.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ман халӑхӑмӑн ҫӗрӗ ҫинче йӗплӗ курӑк та ҫумкурӑкӗ ӳсӗ, хавас шавлӑ хулари савӑнӑҫлӑ ҫуртсенче те ҫапла пулӗ, 14-15. мӗншӗн тесессӗн керменсене пӑрахса хӑварӗҫ; шавлӑ хуларан тухса кайӗҫ; вара пирӗн ҫине тӳперен Сывлӑш аниччен, пушхир сат пулса тӑриччен, сат пахчине вӑрман тесех шутлама пуҫличчен Офел сӑрчӗпе пашне хир ашакӗсемпе кӗтӳсемшӗн ту хушӑкӗ вырӑнне пулӗҫ, вӗсем ҫавӑнта хӳтлӗх тупӗҫ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла ӗнтӗ тӗреклетнӗ хула пушанать, кил-ҫурта пушхир пекех пӑрахса хӑварӗҫ.10. Ибо укрепленный город опустеет, жилища будут покинуты и заброшены, как пустыня.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑнпа калатӑп ӗнтӗ: пӑрахса хӑварӑр мана, эпӗ вӗри куҫҫульпех макӑрӑп; халӑхӑмӑн хӗрне ҫаратса хӑварнӑ чухне йӑпатма ан тӑрӑшӑр мана: 5. Турӑ кӑтартни курӑннӑ айлӑма ҫитнӗ сехӗрленӳ кунӗ, мӑшкӑлпа шуйхану кунӗ — Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Турӑран, вӑл.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара мӗн пуррине ту ҫинчи ҫӑткӑн кайӑксем валли, хирти тискер чӗрчунсем валли пӑрахса хӑварӗҫ; унта кайӑк-кӗшӗк ҫу каҫӗ, унта хирти тискер чӗрчунсем хӗл каҫӗҫ, терӗ.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Аморрейсемпе гевитсем Израиль ывӑлӗсенчен тарнӑ чухне [хӑйсен хулисене] пӑрахса хӑварнӑ пек, ҫавӑ кун эсир хӑвӑр хулӑрсене пӑрахса хӑваратӑр, вара ҫав хуласене тустарса-ҫаратса тухӗҫ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ароер хулисене пӑрахса кайӗҫ — кӗтӳсем валли тӑрса юлӗҫ, вӗсем унта канӗҫ, вӗсене хӑратакан та пулмӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара кирек кам та, шуйханнӑ ту качаки пек, пӑрахса хӑварнӑ сурӑхсем пек, хӑй халӑхӗ енне ҫаврӑнӗ, кирек кам та хӑйӗн ҫӗрне чупса кайӗ.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна ҫаплах, юхӑннӑ халлӗнех, пӑрахса хӑварӑп: ӗнтӗ турачӗсене те иртмӗҫ, ҫӗрне те кӑпкалатмӗҫ — ӑна йӗплӗ тӗм те ҫумкурӑкӗ пусса илӗ, ӗнтӗ пӗлӗтсене те ун ҫине ҫумӑр ҫутарма Эпӗ чарӑп.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20-21. Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, сӑрт хушӑкӗсемпе ту ҫурӑкӗсене тарса пытаннӑ чухне хӑйӗн кӗмӗл йӗрӗхӗсемпе ылтӑн йӗрӗхӗсене — пуҫҫапма тунӑскерсене — этем каюрасемпе ҫара ҫерҫисене пӑрахса парӗ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ырӑ шӑршӑ тӗтӗр, тырӑ-пулӑ парни кӳр, ҫуллӑ-техӗмлӗ парне пар, вӑю ҫитнӗ таран пар; 12. эмелҫӗне те ан ман, ӑна та Ҫӳлхуҫа пултарнӑ, сан патӑнтан пӑрахса ан кайтӑр вӑл: сана кирлӗ вӑл.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Хӑйӗн хӑватне кӑтартасшӑн шыва йывӑҫ пӑрахса тутлӑлантарман-и?5. Не от дерева ли вода сделалась сладкою, чтобы познана была сила Его?
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Чуру пӗрре пулсассӑн, вӑл ху пекех пултӑр: эсӗ ӑна хӑвӑн юну хакӗпе туяннӑ; 32. чуру пӗрре пулсассӑн, ӑна тӑванна усранӑ пек усра: вӑл сана хӑвӑн чуну пекех кирлӗ пулӗ; 33. кӳрентерӗн те, ху айккинелле пӑрӑнӑн та — вӑл пӑрахса тарӗ, вара ӑна ӑҫта шыраса ҫӳрӗн?
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ырӑ ҫын ҫывӑх ҫынни хутне кӗрет, намӑса пӗлмен ҫын ӑна пӑрахса хӑварать.17. Добрый человек поручится за ближнего, а потерявший стыд оставит его.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.