Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — 16. Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 17. ҫурт тӑрринче тӑракан хӑй килӗнчен пӗр-пӗр япала илес тесе ҫӗре ан антӑр; 18. хирти ҫын та тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнтан иртсе пынӑ чухне Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ, ӑна ҫапла калать: Ман хыҫӑмран пыр, тет.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эсир — кунта халӗ, тӑванӑрсем вара — сирӗнтен аякра, этем иртсе ҫӳрейми вырӑнта.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире пӑрахса хӑварсах ҫак вырӑнта лармалла мӗнпе кӳрентертӗмӗр сана?И чем обидели тебя, что ты, оставив нас, сидишь на этом месте?
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Турӑ хули курӑнас вырӑнта этем алли тунӑ ӗҫ пулма пултараймасть.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫавӑнпа та эпӗ сана хирте, ҫурт-йӗр ҫук вырӑнта, пурӑнма хушрӑм, 52. мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ҫӳлти Турӑ сана ҫакна кӑтартасса пӗлнӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана каларӗ: калӑпӑр, тинӗс тарӑн та вӗҫӗ-хӗррисӗр пулмашкӑн анлӑ вырӑнта вырӑнаҫнӑ; 4. анчах унта кӗмелли вырӑн юханшыв евӗрлех ансӑр.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Бегемот теекенскерне Эсӗ виҫҫӗмӗш кунхине типӗтнӗ ҫӗрӗн пӗр пайне панӑ, вӑл ҫавӑнта, пин-пин сӑрт-туллӑ вырӑнта, пурӑнтӑр тенӗ; 52. левиафана шывӑн ҫиччӗмӗш пайне панӑ та ӑна сыхласа хӑварнӑ; Ху кама ҫитерес тетӗн, хӑҫан ҫитерес тетӗн, вӗсем ҫавна валли апатлӑх пулччӑр тенӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тӳрӗ ҫынсен чунӗсем те хӑйсем хупӑнса тӑнӑ вырӑнта ҫакӑн ҫинченех ыйтман-и-ха: «эпир хӑҫанччен кунта пулӑпӑр? хамӑра тивӗҫлине хӑҫан илӗпӗр-ши эпир?» темен-и?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй ырӑ кӑмӑлтан тӑрантараканӗ, ывӑлусене ҫитер, шанчӑклӑ вырӑнта усра вӗсене.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй амӑшӗ! ытала хӑвӑн ывӑлусене, кӑвакарчӑн пек савӑнса пӑхса ӳстер вӗсене; шанчӑклӑ вырӑнта упра вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем халӑхпа ҫакӑн пек йӗрке те хунӑ: хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте пур вырӑнта та ҫак кунсене сыпӑкран сыпӑках хаваслӑн уявласа ирттермелле, ӑна виҫесӗр ӗҫсе ҫимешкӗн мар, хӑйсене Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа асӑнмашкӑн тумалла.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара иудейсем, ҫакӑн умӗн анчах-ха мӑшкӑл тӳссе тамӑк ҫывӑхӗнче пулнӑскерсем — тӗрӗсрех каласассӑн, тамӑках аннӑскерсем — асаплӑ та куҫҫуллӗ вилӗм вырӑнне ҫӑлӑнӑҫ ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерме йышӑннӑ, ӗнтӗ хӑйсене вӗлерме хатӗрленӗ вырӑнта, хӑйсемшӗн масар пулмалли вырӑнта, вӗсем, савӑнӑҫлӑскерсем, кӗрекене ларнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша, хулана таврӑнса, тӑкакшӑн яваплӑ ҫынна чӗнтерсе, иудейсене ҫичӗ кун хушши эрех тата ӗҫкӗ-ҫикӗ тума мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑма хушнӑ, вӗсем хӑйсем пӗтессе кӗтнӗ вырӑнта хӑйсем ҫӑлӑннӑшӑн туллин савӑнса уяв туччӑр тенӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем хӳхлени, кӑшкӑрса макӑрни хӑш хутлӑхра кӑна, хӑш хулара кӑна е ҫын пурӑнакан хӑш вырӑнта кӑна, хӑш урамра кӑна илтӗнмен-ши?
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗнтӗ ҫапла хушса ҫырнӑ ҫыру ҫитнӗ вырӑнта пур ҫӗрте те суя тӗнлӗ ҫынсем халӑхпалан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, вӗсен чунӗнче тахҫанах тымар янӑ курайманлӑх чӑрсӑррӑн тапса тухнӑн вӗсем хавассӑн кӑшкӑрашнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалима ҫитсессӗн, вӑл аслӑ Турра парне кӳнӗ, тав тунӑ тата сӑваплӑ вырӑнта тума килӗшӳллӗ ытти ӗҫсене тунӑ; 10. унта кӗрсессӗн, вӑл унти чаплӑлӑхпа илемлӗхрен ҫав тери тӗлӗннӗ, Турӑ Ҫурчӗн ырӑ тирпейлӗхӗнчен тӗлӗннипе, Сӑваплӑран та Сӑваплӑ пӳлӗме те кӗрсе курасшӑн пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав вырӑнта кӗл тултарнӑ пашне, аллӑ чике ҫӳллӗшскер, ларать; ун ӑшӗнче ҫавӑрӑнса тӑрса кӗл ҫине анса ларакан сӑпрай пулнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.