Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк the word is in our database.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) more information about the word form can be found here.
Анчах, юри тенӗ пекех, алӑк умӗнче кӳршӗри икӗ хӗрача вӑрӑм кантра ҫавӑрса тӑраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗ ҫав кантра урлӑ майсӑррӑн сиксе, хашка-хашка, миҫе сикнине шутлать:

Но, как назло, около лома две соседские девочки вертели длинную веревку, а третья неловко прыгала через нее и, задыхаясь, считала прыжки:

Ҫулла Ленӑпа Чижик // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Алӑк патӗнче, винтовкине ыталаса, салтак шинелӗ тӑхӑннӑ ҫын выртать.

У дверей лежит, обнявши винтовку, фигура в солдатской шинели.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хветӗр уҫӑ кӗҫӗн алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Федор остановился у раскрытой калитки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Председатель алӑк хӑлӑпне тытрӗ те чарӑнса тӑчӗ.

Председатель взялся за скобку двери, но остановился.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хветӗр тӗттӗм пӳрт умне кӗчӗ те кил хуҫи хыҫҫӑн пӳртелле алӑк урати урлӑ пусрӗ.

— Федор вошел в темные сени и вслед за хозяином перешагнул порог комнаты.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Кӗрӗр, — сас илтӗнчӗ алӑк хыҫӗнчен.

— Войдите, — раздался голос из-за дверей.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫутаймастӑр! — тет сасӑ алӑк хыҫӗнчен.

Не зажгете! — сказал голос из-за дверей.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Малти алӑк питӗрӗнчӗк.

Парадная дверь оказалась закрытой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хыҫалта алӑк хупӑннӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Позади раздался стук захлопнутой двери.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Михеев алӑк патне ҫитсе тӑчӗ.

Он уже был у дверей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тимӗр ҫӑра чӑнкӑртатса илчӗ, алӑк чӗриклетрӗ.

Послышался железный лязг замка и скрип открываемой двери.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Алӑк куҫӗнчен паҫӑрхи пекех сарӑ ҫутӑ кӗрет.

Из неприкрытого дверного глазка строился свет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Михеев вӗсен хушшинчи пӗчӗк ҫеҫ ҫырӑва хӑвӑрттӑн туртса илчӗ; алӑк ҫумне тайӑнса, вуласа тухрӗ.

Михеев быстро выхватил из них маленький лоскуток бумажки; припав головой к двери, он прочитал записку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Алӑк шӑтӑкӗ витӗр икӗ пӳрне кӗчӗ.

— В глазок просунулось несколько пальцев.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗр самантрах Михеев алӑк патне сиксе ӳкрӗ.

В одну, секунду Михеев был у двери.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Миша! — алӑк шӑтӑкӗнчен хыттӑн пӑшӑлтатса чӗнни илтӗнчӗ.

Миша! — послышался громкий шопот через глазок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫав вӑхӑтрах алӑк куҫӗнчен кӗрекен ҫутӑ тӗксӗмленчӗ, тӗттӗм шӑтӑкран такам пӑхнӑ пек туйӗнче.

Между тем светло-желтый круг стал слабым, темно-серым, точно чье-то лицо засматривало в глазок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Алӑк уҫӑлчӗ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Алӑк патӗнче сасӑсем илтӗнчӗҫ.

У дверей послышались голоса.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Михеев хыҫӗнчен каллех тимӗр куҫлӑ алӑк хупӑнса ларчӗ.

И снова за Михеевым захлопнулась дверь с железным глазком.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed