Шырав
Шырав ĕçĕ:
Станица ҫывӑхӗнчи пушӑ тӑкӑрлӑкпа эпӗ килелле таврӑнатӑп: хӗрелнӗ тулли уйӑх пӳртсен пӗр тикӗс мар тавра курӑмӗ хыҫӗнчен пушар шевли пек курӑна пуҫларӗ; кӑн-кӑвак тӳпере ҫӑлтӑрсем лӑпкӑн ялкӑшаҫҫӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ, эпӗ Н крепоҫне куҫни уйӑх ҫурӑ ҫитет, Максим Максимович сунара кайнӑ… эпӗ пӗчченех чӳрече умӗнче ларатӑп; хӑмӑр пӗлӗтсем тусене аяла ҫитичченех хупласа илнӗ; хӗвел тӗтре витӗр сарӑ пӑнчӑ пек курӑнать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сӑрт хыҫӗнчен уйӑх хӑпарнӑ.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Машук тӑрринче хаяра систерекен шурӑ пӗлӗт выртать, уйӑх хӗвелтухӑҫӗнче хӑпарать, юрпа витӗннӗ тусем катаран кӗмӗл тӗслӗ ҫуталаҫҫӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ каллех уйӑх ҫуттинче кӗпер ҫинчен чупса иртекен икӗ вӑрӑм мӗлкене куратӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Уйӑх ҫути ҫап-ҫутах.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак самантра пӗлӗт айӗнчен уйӑх шуса тухрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Больницӑра эпӗ виҫӗ уйӑх хушши пулатӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтанпа тӑватӑ уйӑх ҫитрӗ ӗнтӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗксӗм хумсем хушшипе уйӑх ҫути айӗн шурӑ парӑс нумайччен курӑнса тӑчӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Уйӑх тӳпене ҫӗкленнӗччӗ, ҫыран хӗрринче темле шурӑ тумтирлӗ ҫын ларнӑ пек курӑнчӗ.Луна уже катилась по небу, и мне показалось, что кто-то в белом сидел на берегу.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӳрече витӗр уйӑх ҫутатса пӑхать, унӑн ҫути пӳртен ҫур урайӗнче вылянкаласа тӑрать.Месяц светил в окно, и луч его играл по земляному полу хаты.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав канӑҫсӑр, ҫапах та хӑйне парӑнакан ҫанталӑк ҫине уйӑх лӑпкӑн пӑхать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тулли уйӑх манӑн ҫӗнӗ пӳртӗн шурӑ стенисемпе хӑмӑшпа витнӗ тӑррине ҫутатса тӑрать.Полный месяц светил на камышовую крышу и белые стены моего нового жилища.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Паян эпӗ вунсакӑр уйӑх каялла хампа мӗн пулни ҫинчен, санран ку таранччен пытарса пурӑнни ҫинчен (уншӑн эпӗ ӳкӗнетӗп, питӗ ӳкӗнетӗп) каласа кӑтартасшӑн, ӑна каласа пама паян тивӗҫ пур манӑн.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Неушлӗ Оля унпа мӗн пулнине пӗлеймесӗрех юлӗ, — ҫак вунсакӑр уйӑх хушшинче унӑн мӗн тери пысӑк йывӑрлӑхсем тӳссе ирттермелле пулнине, вӑл ҫапах та хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланине, чӑн-чӑн этем — ҫапла ҫав, чӑн-чӑн этем! — пулса тӑнине, анчах пур ӗмӗтсем те тулнӑ хыҫҫӑнах ҫакӑн пек киревсӗр, ухмахла вилмелле пулнине пӗлеймӗ-ши?
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чеченецсен пули айӗнче кичем пулмӗ, тенӗччӗ эпӗ — кӑлӑхах иккен; пӗр уйӑх иртсен эпӗ пульӑ шӑхӑрнине те, вилӗм ҫывӑхрах ҫӳренине те ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, пыра киле мана ӳпре сӑхни те ытларах пӑтӑрмах кӑтартнӑ пек туйӑнатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗҫсем пӗр тӑватӑ уйӑх хушши питӗ лайӑх пычӗҫ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чейне те ӗҫсе янӑ ӗнтӗ, тахҫанах кӳлнӗ лашасем те сивӗре шӑнса тӑраҫҫӗ; хӗвеланӑҫ енчен уйӑх шупкаланать, вӑл инҫетри тусен тӑрринчи чаршав татӑкӗсем пек ҫакӑнса тӑракан хура пӗлӗтсен ӑшне пытанма хатӗрленсе ҫитнӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл каллех кӗсйинчен Оля фотографине кӑларчӗ те, уйӑх ҫутинче ун ҫине пӑхса ларса, шухӑша кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950