Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уншӑн (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Вӗсем коммунизм ҫинчен шухӑшланӑ, ӑна курман, апла пулсан та уншӑн мӗнле ҫапӑҫнӑ, вилӗм ҫине кӗнӗ!

Они думали о коммунизме, его не увидели, но все равно как за него бились, до смерти!

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лукерья уҫса хунӑ арча умне чӗркуҫленсе ларнӑ та упӑшки валли кӗпе-йӗм шырать; сайра хутран сӗтел енне ҫаврӑнса ӑшшӑн пӑхса илет, Степана ачана пӑхманшӑн ачашшӑн хӑтӑркалать, арчара кӗпе-йӗм шыранӑ хушӑра вара телейлӗ те хуйхӑллӑ та куҫҫулӗсене уншӑн та, куншӑн та пӗр тан юхтарать…

Лукерья стояла на коленях у открытого сундука и выбирала белье для мужа; изредка, оборачиваясь к столу, она улыбалась, ласково ругала Степана за то, что он плохо смотрит за малым, и, начиная рыться в сундуке, роняла в него и счастливые и горестные слезы — и тех и других в равной доле…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Крылатов хӑй палламан чипер хӗрарӑм умӗнче намӑсланнине туйса, вӑл уншӑн ытти партизансем пек мар пулнине ӑнланса, ҫӗр пӳртрен тухрӗ.

Чувствуя, что ему стыдно перед красивой незнакомой девушкой, поняв, что для нее он не как другие партизаны, вышел из землянки.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапла, уншӑн пӗрремӗш юратӑвӑн (ҫакӑн пек киревсӗр самантра!) илемлӗ вӑхӑчӗсем ҫитрӗҫ!

Да, для нее настала (в такое грозное время!) чудесная пора первой любви!

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анна уншӑн ялта пӗртен-пӗр шанчӑклӑ ҫын пулнине Лозневой халь ҫеҫ ӑнланчӗ.

Только теперь Лозневой отчетливо понял, что Анна — единственный в деревне совершенно надежный для него человек.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анна сасартӑк ӑнланса илчӗ: халь ӑна пур те пӑрахрӗҫ, сивӗнчӗҫ, мӗнпур ялӗпе те уншӑн Лозневой ҫеҫ пӗртӗн-пӗр ҫывӑх ҫын пулса юлчӗ.

Анна внезапно поняла: теперь, когда она покинута всеми, Лозневой остался для нее единственным близким человеком в деревне.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах вӑрҫӑ ӑна усал тӑвасшӑн пулнӑ пекех, уншӑн урӑх ҫул пулман пек, тӳрех ун картишӗ урлӑ иртрӗ.

Но война, как назло, пошла прямо через его двор, будто у нее не было никаких иных путей.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка вӑл вилӗмсӗр пулнине те ӗненет, апла пулсан та, уншӑн шикленнине ниепле те сирсе яма пултараймасть…

Марийка почти верила в его бессмертие и все же никак не могла избавиться от своей тревоги…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑйне юмахри пек туякан Ирина чемодансем патӗнче тӑрать, вӑл мӗн курни уншӑн пурте ҫӗнӗ те пулма пултарайман пек туйӑнать.

Ирина стояла возле чемодана, и все, что она видела, казалось ей и новым и необычным.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл уншӑн йывӑрлӑх мар, усӑллӑ ӗҫ, пирӗн ӗнтӗ шӑпах ҫавӑн пек ҫӗрӗҫлекенсем!

Она ему не в тяготу, а на пользу, и у нас именно такие хлеборобы!

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ, акӑ, партире те тӑмастӑп, партбюро решени йышӑнсан, уншӑн пӗтӗм чунтан тӑрӑшма кӑмӑллӑ.

Я вот и беспартийный, а привык, ежели партбюро решило, то я всей душой.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Уншӑн, тен, Татьяна айӑплӑ пуль, — килеп тесе астарчӗ те халӗ ак килмерӗ те — е Чурилов ыраттарчӗ чӗрене, тен, кӑмӑл-туйӑма ҫак радистка хӑйӗн ниме тӑман калаҫӑвӗпе пӑсрӗ пуль…

Была ли тому виной Татьяна — пообещала парню приехать и не приехала, или же боль причинил Чурилов, а может, эта радистка испортила настроение своим вздорным разговором…

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Халӗ манӑн пурне те пӗлмелле», — шутланӑ вӑл, ҫак сӑмахсем уншӑн пысӑк вырӑнта тӑнӑ.

«Теперь мне все нужно уметь», — думала она, эти слова для нее были важными.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫав ват супнӑна вӗрентрӗн, халӗ уншӑн ответ тыт.

— Ты обучал того старого дурня, а теперь и держи за него ответ.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ уншӑн ытлашши ан кулян, — сухалне якаткаласа каларӗ Никита Никитич.

— Да ты об этом особо не журись, — приглаживая бородку, сказал Никита Никитич.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Станицӑсемпе хуторсем витӗр тухнӑ чухне, ҫынсемпе калаҫнӑ чух, Сергей тӗлӗнмелле улшӑну пулнине туйма пуҫларӗ, ӗнер анчах кӗрен тӗспе витӗнсе тӑракан япаласем паян уншӑн йӑлтах урӑхла курӑнчӗҫ.

Проезжая по станицам и хуторам, встречаясь и разговаривая с людьми, Сергей стал замечать странную перемену: все то, что еще вчера было окрашено в розовые тона, теперь предстало перед ним совсем в ином освещении.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ уншӑн халӑх умӗнче ответ тытатӑп…

А я за него в ответе…

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ ӑна кӗтетӗп, манӑн уншӑн чӗре ыратать, ачасене пӑхатӑп.

А я его жду, и душою болею, и за детьми смотрю.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Слон ҫак ачана яланах итленӗ, уншӑн ӗҫлеме пуҫланӑ.

И слон стал слушаться этого мальчика и работать для него.

Слон // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 17–18 стр.

Уншӑн кам айӑплӑ-ха?

— Кто ж в том повинен?

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed