Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳссе (тĕпĕ: ӳс) more information about the word form can be found here.
Вара, ӳссе ҫитсен, ашшӗне вӗлерекенсене тавӑрӗ вӑл…»

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман ывӑл ӳссе ҫын пулать.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа ҫак вырӑнта Улатӑр хули ӳссе ларнӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех, чӑвашла калаҫма ӳссе ҫитсен ҫеҫ хӑнӑхнӑ пулас.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе хутчен те вӑл ӳссе ҫитсен Хунчарсене епле тавӑрнине хӑй куҫӗпе хӑй курнӑнах пулнӑччӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Хӗр чӑнах та чипер — йӑлтӑркка ахах, Хӗрӗн савӑнӑҫӗ ӳснӗ чухне анчах; Ӳссе пӗве ҫитсен унӑн качча каясси.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн чаплӑ апай — шеплӗ майра патша Паян хисеп кӳрет хулана килнипе, Ӑна хирӗҫ тухма, унпала паллашма Воевотӑ пухать палла ҫынсене, Тата ӳссе ҫитнӗ чипер хӗрсене, Сухалӗсем тапранман хитре яшсене.

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑрӑшнине кура, ҫамрӑк медсестран ӑсталӑхӗ те куллен ӳссе пырать.

Help to translate

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Кӑтарту кашни ҫул кӑштах ӳссе пырать.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Нимӗҫсем тӗлӗннипе траншейӑран кӑкӑр таран тухсах пӑхма тытӑнчӗҫ, пӑхакансен йышӗ хӑвӑрт ӳссе пычӗ.

Help to translate

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ҫавӑн пек шанчӑклӑ тус, хамран лайӑхрах юлташ тесе эпӗ хам ентеше, лӑпкӑ та илемлӗ Сӑр хӗрринче ӳссе ҫитӗннӗ вырӑса Андрей Пономарева шутлатӑп.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Халӗ вӗсем темиҫе пӳрт ҫӳллӗшӗ ӳссе кайнӑ, ҫамрӑк каччӑсем пек, тӳрӗ те яштака.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Йӑмра тураттине нӳрӗ ҫӗре чик кӑна — сисейместӗн те — йӑрӑс ӳссе хӑпарать, тӗрекленет, пӗлӗте кармашать.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Улӑхсенче курӑк пилӗк тарӑн ӳссе ешерчӗ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кунӗпе ӳссе ирттернӗ асап хыҫҫӑн тӳлек ҫӗре ҫаклансан, Кирукӑн та шӑллӗ ҫумне выртса канасси килчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗске ҫу вӑхӑтӗнче вӗсен савӑнса юлас пулать, малалла ӳссе, вӑй-хал илсе, каллех хаяр та сивӗ хӗле хатӗрленес пулать…

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Енчен те эпир тӗрлӗ каналсемпе таварсене халӑх патне илсе ҫитерме условисем хатӗрлесе паратпӑр пулсан, кун пек чухне таварсен хакӗсем сӑлтавсӑрах ӳссе каяссинчен те сыхӑ тӑма те аванрах.

Help to translate

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан планеркӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ, кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри – социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакӗсене шайлаштарса пырасси, пурнӑҫра кулленех кирлӗ таварсене сӑлтавсӑр ӳссе каяссинчен сыхӑ тӑрасси.

Help to translate

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Олег Алексеевич пушӑ алӑпа килмен, вӑл Юмансар ялӗнче ӳссе ҫитӗнекен ачасем валли «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» пазл парнелерӗ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗн кунӗ тӗлне ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/%d0%ba%d1% ... %83%d1%80/

Производство ҫуллен ӳссе пырать.

Help to translate

Сенатор Тӑвай тӑрӑхӗнче // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... tarahnche/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed