Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсем (тĕпĕ: ҫул) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа та ҫӗнӗрен тӑвакан ҫулӑн тепӗр енне юлнӑ хирсене пымалли ялан усӑ курнӑ ҫулсем хупланнӑ.

Help to translate

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Ҫулсем япӑх, мӗнпе май килет — ҫавӑнпа ларса пырса, тӗл-тӗл ҫуран утса аран-аран каҫа хирӗҫ ҫеҫ палӑртнӑ ҫӗре лекнӗ.

Help to translate

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Библиотекӑна модернизацилени ӑна малашне аталанма анлӑ ҫулсем уҫса парать.

Help to translate

Библиотека хӑтлӑланӗ, анлӑ ҫулпа утӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d0%b1%d0%b ... 83%d1%82e/

Ҫав ҫулсем никамшӑн та ҫӑмӑл пулман, сахал мар хура-шур курма, пурнӑҫ тути-масине чӗре витӗр кӑларма тивнӗ.

Help to translate

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Районти ҫулсем ҫинчи лару-тӑру ҫивӗч-ха.

Help to translate

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Нумай ҫулсем иртсен тин, акӑ пирӗн ачасем астӑвасса, ӑна тепре тытаҫҫӗ те Шупашкара илсе каяҫҫӗ.

Прошли годы, снова его поймали, это уж и наши дети помнят, увезли в Чебоксары.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тырӑ начар пулнӑ пулсан та, ялта сӑра шӑрши кӗрет, ҫулсем тӑрӑх чӑхсем туттӑн какаласа ҫӳреҫҫӗ, кӗр автанӗсем авӑтаҫҫӗ.

Урожай нынче скудный, и все же над деревней плывет сладковатый запах свежее варенного пива, по обочинам дороги ходят сытые куры, горланят петухи.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пин те сакӑрҫӗр хӗрӗхмӗш ҫулсем тӗлне вӑрмансем сайрала пуҫланӑ ӗнтӗ.

К началу сороковых годов девятнадцатого столетия леса заметно поредели.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Хӗлле ҫулсем айлӑм пулчӗҫ, ҫуркуннепе ҫул ҫинчи юр пуринчен малтан кайса пӗтрӗ, кӑҫал тырӑ пулмасси ун чухнех сисӗнчӗ…»

— Зимой дороги-то низкие были, вот с них снег сразу и сошел, знамо — быть неурожаю…

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лапсӑркка тӑрӑллӑ ҫинҫе йывӑҫ мӗлкисем пек, ҫулсем тӑрӑх ҫавра ҫил юписем авкаланса, хумханса чупаҫҫӗ.

По дорогам то и дело вьются пыльные столбы.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юрлаҫҫӗ те кӗреҫҫӗ Ырӑ кӗрӳ хапхинчен, Ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ Инҫе ҫулсем хыҫӗнчен.

Help to translate

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫак халӑхшӑн ҫулсем шуралӗҫ; Куна вӗсемшӗн кӗрлеттер…

Help to translate

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Выртманччӗ-ҫке ҫулсем хӗреслӗ, Пулман ку кулӑш тӑтӑш ман.

Help to translate

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑрман пӗччен чух хӑналамӗ; Ҫулсем нумай: ҫӗр хут юпле.

Help to translate

XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫулсем иртсен те ҫут ҫанталӑк Ҫухатмӗ хӑйӗн йӗркине: Хӗвелшӗн шуҫӑм пулӗ алӑк, Унтан кӗрет вӑл ирхине; Шап-шурӑ уйӑха шупкатӗ, Сӗнк кайнӑ вӑрмана ирпе Кӑштах нӳрленнӗ лӑп ҫилпе Ачашшӑн, амӑш пек хускатӗ.

Help to translate

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Апла ҫулсем тек пӗрлешмеҫҫӗ те-и?

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулсем иртмен-ха санӑн, ӑсхакӑл пух.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Утсем ырхан марччӗ, анчах ҫулсем хура пулчӗҫ…

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нумай ҫулсем иртӗҫ, пирӗн мӑнуксем пулӗҫ, чылайӑшӗн кӑкӑрӗсене шурӑ сухал илемлетӗ, эпир ку куна манмӑпӑр.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кил-ха, карттӑна вӗренме пуҫлар, ҫитес ҫулсем валли стратегиллӗ план туса хатӗрлер.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed