Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемьене (тĕпĕ: ҫемье) more information about the word form can be found here.
Кашни ҫемьене пырса тивнӗ хаяр вӑрҫӑ, пурин те тенӗ пекех ҫывӑх тӑванӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ е сусӑрланса таврӑннӑ.

Help to translate

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Чылай ҫемьене ҫӗр виҫсе парайман-ха.

Help to translate

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Унпа Улатӑр, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ районӗсенчи нумай ачаллӑ мӗнпур ҫемьене, Канаш /99%/, Етӗрне /97%/ Хӗрлӗ Чутай /92%/, Куславкка /91%/ районӗсенче аван тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Акан 1-мӗшӗ тӗлне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем асӑннӑ ушкӑнри 8293 ҫемьене лаптӑк пама черете тӑратнӑ.

Help to translate

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ӗҫ династийӗсене чысланӑ кун 26 ҫемьене йыхравланӑ.

Help to translate

Смирновсен династине те чысланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12264.html

Ултӑ ҫемьене пуҫласа ҫӗн кайӑк кӗнӗ.

Help to translate

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Сӑмах май, 2014 ҫулта хӳтлӗхсӗрсене ҫемьене вырнаҫтарас енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче кӑтартуллӑ виҫӗ регион йышне кӗнӗ /ЧР — 92,3, ФАО — 86,4, РФ — 81,9 процент/.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Атте ҫемьене тӑрантарас тесе ӗҫлеме Шупашкара лашапа ҫӳретчӗ. Киле таврӑннӑ май апат-ҫимӗҫ туянатчӗ, выҫӑ лартман пире. Хӑй ҫӗвӗҫӗ пулнӑран ҫӗтӗк те ҫӳретмен», - малаллах тӑсӑлать калаҫу.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫемьене, кил-ҫурта вӑл хӑй аркатрӗ, пурнӑҫа салатрӗ пулсан халь тин мӗн кирлӗ ӑна?

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Володя, лайӑх-и, начар-и пурӑнсан та, ҫемьене сыхласа хӑварассишӗн ҫуннӑ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Батановсемпе Калаковсен ачасене ҫемьене йышӑннӑ чухне пуяс шухӑш пулман.

Help to translate

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ача ҫуртӗнче ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, Танзельӑна чылайӑшӗ ҫемьене илесшӗн пулнӑ, анчах хӗрача Афиатулловсемпе ҫеҫ пӗр чӗлхе тупайнӑ.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫемьене кӗҫ-вӗҫ «ҫӗнӗ кайӑк» килессе шаннӑ.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Сирӗнпе тата та ҫывӑхлантӑмӑр, канма килӗр пирӗн пата, халӗ Крым сирӗн», – ҫулла канма килмешкӗн йыхравлать ҫемьене Симферопольте пурӑнакан иккӗмӗш сыпӑкри пичче Андрей.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пире ырӑпа асӑнни лайӑх-ха, анчах та кил-ҫурта, ҫемьене пӑрахса пурте Мускава тухса каяймастпӑр-ҫке.

Help to translate

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫурчӗсене шӑпӑрлана ҫемьене илме ӗмӗтленекенсем килме пултарнӑ.

Help to translate

Тӑлӑхсем хӑнасене кӗтсе илнӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11872.html

Унӑн ӗҫ укҫи пысӑках мар, ҫавӑнпа та ялти арҫынна вӑл укҫа ӗҫлесе илме каймасан ӑна ҫемьене тӑрантарать теме ҫук.

У него заработная плата небольшая, поэтому если деревенский мужчина не уедет на заработки, сказать, что он прокармливает свою семью нельзя.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пирӗн герой 50 ҫулта, пӗлӳллӗ, активлӑ, ҫемьене хаклать.

Нашему герою 50 лет, образованный, активный, ценит свою семью.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫемьене вӑхӑтӗнче Аслӑ Пӳлӗхӗмӗр пепкине те панӑ.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Шӑпах ҫемьене пырса тивекен ыйтусене вӗсем пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ.

Как раз они решают вопросы, касающиеся семьи.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed