Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑрт ӳснипе, ҫурхи илемӗпе вӑл вӑрмансене нумай пулӑшу пама пултарать.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Ҫанталӑкне кура, тепӗр икӗ эрнерен, е 17 — 18 кунтан, «асаплӑ» юмансем ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут ҫулҫӑ сарма мӗн чухлӗ ҫурхи вӑйне пӗтереҫҫӗ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Ҫав кӗске вӑхӑтри юман «нушине» ҫурхи шавлӑ сип-симӗс вӑрманта никамах та сӑнамасть.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Кӗркунне — ыраш, кӗрхи тулӑ, ҫуркунне ытларах лесничествӑри лашасем тата улпут выльӑхӗсем валли ҫурхи тулӑ, сӗлӗ, хуратул.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Кӗҫех ак мотоцикл тӑрлаттарса иртет, унпа пӗрлех вӑштӑр ҫил те тупӑнать, йывӑҫ ҫулҫисем шӗпӗлтетсе ал ҫупаҫҫӗ, ҫӗмӗрт сапаки ҫурхи ире пуҫ таять.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Анчах Тимофей Ивановичӑн ҫурхи илемпе киленме вӑхӑт ҫук.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Ҫӳретпӗр вара ҫурхи илемпе киленсе.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Виктор Васильевич кантуртан тухсан, ҫурхи пылчӑка ҫӑрса, хваттерелле утрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Ҫурхи шывсемпе ахаль кӳпчесе кайнӑ ҫӗре шӳтерет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Ҫурхи хӗвел ӑшшӑн та ачашшӑн саврӗ ӑна.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Победа» кооператив ҫуракине кӗске вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттерме тӑрӑшнӑ, ҫурхи культурӑсене пӗтӗмпех акса пӗтернӗ.
Ҫӗрулми лартаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10678-c- ... mi-lartacc
Район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне ҫурхи культурӑсене 8021 гектар (планӑн 47,2 проценчӗ) акнӑ, ҫав шутра тырпул лаптӑкӗ – 6904 гектар ( 57 процент).
Ҫӗрулми лартаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10678-c- ... mi-lartacc
Хӑшпӗрисен кӗрхисем, теприсен ҫурхи культурӑсем лайӑх вӑй илнӗ.
Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur
Ҫанталӑк условийӗсем ҫӗр ӗҫченӗсене такӑнтарма пулчӗҫ пулин те, аграрисем ҫурхи ӗҫсене вӗҫлерӗҫ.
Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler
Сергей Хрестука шыраса пӗтӗм ҫурт-йӗр тӑрӑх чупса ҫаврӑнчӗ — тупаймарӗ: унӑн тӳпери ҫутӑ ҫӑлтӑр пек, ҫурхи хӗвел пек тусӗ шыва путнӑ пек ҫухалчӗ.
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑҫал, акӑ, ҫурхи шыв Лаптев Хветутӑн ҫурт-йӗрне ним юлмиччен юхтарса кайрӗ.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ ҫамрӑксем ҫурхи йывӑр ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн.Поёт, танцует, веселится молодёжь после завершения тяжёлых весенних работ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Паян Чӑваш Яшминче ҫурхи ака-суха уявӗ — акатуй.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫурхи тырӑсене акса пӗтерсе ҫӗрулми лартнӑ хыҫҫӑн ялти чи сумлӑрах виҫӗ ҫынна ҫур аки уявӗ ирттерме суйлаҫҫӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫурхи илемлӗ каҫ.
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.