Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑва (тĕпĕ: ыйту) more information about the word form can be found here.
— Пӗлетӗн-и, вӑл ыйтӑва мӗнле лартрӗ? — терӗ вӑл, — е хӑва касма ямалла, е ҫӗрулми кӑларттармалла, терӗ…

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлашкинчен вӑл ыйтӑва хӑй тӗллӗнех татса пачӗ.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуҫӗнче пӗр ыйтӑва татса пама пӗлмест: каяс-и, каяс мар-и, каяс-и, каяс мар-и?

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тен, чӑнах та вӑл ыйтӑва тӗрӗс лартать.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пайщиксен пухӑвӗнче малашнехи пилӗк ҫула райпо совечӗн председательне, ревизи комиссийӗн членӗсене суйларӗҫ тата нумай ыйтӑва пӗрле сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Тӗллев – туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтересси, паха продукци сӗнесси // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%82e%d0% ... %81%d1%81/

Кирек-епле ыйтӑва та туххӑмрах уҫӑмлатса пымалла, чӑрмавсем кӑларса тӑратма юрамасть», – тесе ҫирӗппӗн тепӗр хут чӗнсе каланӑ вӑл.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине ятарлӑ хушу панӑ асӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатма.

Help to translate

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

2024 ҫулта муниципалитетсем хушшинчи «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» троллейбус маршручӗсем уҫӑлмалла, ҫакӑ асӑннӑ хуласем хушшинче пассажир транспорчӗпе ҫӳрессипе, уйрӑмах ирхи тата каҫхи сехетсенче, ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама май парать.

Также в 2024 году планируется открытие межмуниципальных троллейбусных маршрутов сообщением «Чебоксары – Новочебоксарск», что позволит решить проблему транспортной доступности между городами, особенно в утренние и вечерние «часы пик».

Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/30/ole ... nika-avtom

«Ку ҫула эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ҫавӑнпа эсир ҫӗклекен ыйтӑва та хутсене пӑхмасӑрах хуравлама пултаратӑп», — иртнӗ юнкун хӑйӗн патне йышӑнӑва килнӗ ҫынсемпе ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев калаҫӑва ҫапла пуҫларӗ.

«Эту дорогу я знаю хорошо, и на вопрос, который вы поднимаете, я смогу ответить, даже не смотря на бумаги», — так начал разговор Глава ЧР Олег Николаев с людьми, пришедшими к нему на решение в прошлую среду.

Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec

Ҫул сарма хушма укҫа уйӑрас ыйтӑва бюджета тишкернӗ чухне пӑхса тухмалла.

Вопрос о выделении дополнительных средств на выполнение работ по прокладке дороги должен быть рассмотрен при рассмотрении бюджета.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи икӗ яла ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33355.html

Вӗсем икӗ яла ҫулпа ҫыхӑнтарас ыйтӑва хускатнӑ.

Они затронули вопрос о дороге, которая должна связать две деревни.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи икӗ яла ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33355.html

Сильвестр атте ыйтӑва татса париччен чӑваш тата ҫармӑс мӑрсисемпе калаҫса пӑхма сӗнчӗ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та чи кӑткӑс ӗҫ вӗсемшӗн Хусан княҫӗсене йышӑнасси мар, вӗсем валли парне хатӗрлесси мар, Ту енчи ҫӗр-шыв тӗлӗшӗнчен тухса тӑнӑ теветкел ыйтӑва татса парасси пулчӗ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр хут калатӑп, пирӗн малашлӑх, пирӗн шӑпа ҫак ыйтӑва мӗнле татса панинчен килет…

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа тем ҫинчен те калаҫма пулать, кирек мӗнле ыйтӑва та хускатма, ху пӗлнӗ пек сӳтсе явма пулать.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Предприниматель хатӗр продукцие туса кӑларас ыйтӑва хускатнӑ.

Help to translate

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Ҫӗнӗ объектра пулнӑ май, паллах, пурне те кӑсӑклантаракан тӗп ыйтӑва тапратмасӑр май килмен.

Help to translate

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Апрелӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗпе В.Абрамченкопа тӗл пулса Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗпе тата экологи сферипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, ҫав шутра регионта хӑмла ҫитӗнтерес ыйтӑва та пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Help to translate

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Калаҫӑва малалла тӑснӑ май вӑл хатӗр продукцие туса кӑларас ыйтӑва та хускатнӑ.

Help to translate

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ахальтен мар ӗнтӗ асӑннӑ ыйтӑва Чӑваш Республикин Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, 2022 ҫулта, акӑ, шкулсенчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсене аталантарас тӗлӗшпе ятарлӑ проект хатӗрленӗ.

Help to translate

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed