Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑппӑн the word is in our database.
шӑппӑн (тĕпĕ: шӑппӑн) more information about the word form can be found here.
Ашшӗ тухса кайсанах, Хветле амӑшне шӑппӑн: — Анне, манӑн та тултармӑш ҫисе пӑхас килет, — терӗ.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тимӗрҫӗпе Ҫтаппан пичче сак ҫине юнашар ларчӗҫ те шӑппӑн калаҫма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Килӗнче выҫӑ ачисем шӑппӑн куҫҫуль тӑкса ларнӑ, арӑмӗ макӑрнӑ.

А дома плакали голодные дети, измученные жены.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юнашар пукан ҫинче ларакан этем, ял ҫынни, шӑппӑн макӑрать темшӗн.

Человек, сидевший на стуле, беззвучно плакал.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр старикпе хӗрача утма чарӑнса ӑна шӑппӑн ирттерсе ячӗҫ.

А какой-то старик с девкой даже остановились, пропуская его мимо.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантур сӗтӗрӑнчӗкӗ, куҫ айӗн пӑхакан парка старик, ӑна хӑваласа ҫитнӗ те шӑппӑн унпа юнашар юли-юлми утса пырать.

А когда вскинул голову, увидел идущего с ним в ногу сторожа — крепкого старика, строго глядящего исподлобья.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кама мӗн лекнӗ — ҫавна илчӗҫ те (кам — вут пуҫҫи, кам — нӑхта, патак…) — шӑппӑн тӗттӗмелле кайса курӑнми пулчӗҫ.

Кто с недоузками, кто с палками и головешками в руках, неслышно двинулись в темноту.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтулпа Енчӗпек лашисене ҫавӑтса уй хапхинелле шӑппӑн утрӗҫ.

Яндул и Ендебек, ведя лошадей на поводу, медленно пошли в сторону околицы.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑппӑн пурӑнас вырӑнне пӗтӗм халӑха хӑй пирки калаҫтарать-и вӑл?

Вместо того, чтобы сидеть тихонько, его имя на всю округу разошлось.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара юман айне пырса «кураксене» шӑппӑн ларма хушса хӑварчӗ те урӑх еннелле кӗрсе кайрӗ.

И приказал всем троим сидеть на дубу тихо-тихо. Сам же снова тронулся в путь, но теперь совсем в другую сторону.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл урам тӑрӑх шӑппӑн утса кайнӑран Янтулпа Микки те иккӗленсе ун хыҫҫӑн сулӑнчӗҫ, ҫын кӑмӑлсӑррине сисни вӗсен чӗлхине те ҫыхрӗ.

Он молча и неторопливо двинулся по улице; Яндул и Микки, недоуменно переглянувшись, последовали за ним. Шли молча, чувствуя непонятное недовольство хозяина.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Манӑн сӑмах пурччӗ те, халӗ ерҫместӗп эпӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн.

сказал тихо: — У меня к тебе разговор был, но сейчас мне некогда —

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурте вӑраннӑ та шӑппӑн итлесе выртаҫҫӗ пулас.

Наверняка уже все проснулись и слушают, не подавая голоса?

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыйхине сирме ӗлкӗреймен паттӑр пек, Атӑл сарлакан та шӑппӑн юхать.

Словно не совсем очнувшаяся после зимней спячки, Волга течет лениво, широко, спокойно.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эсӗ вӑл сӑмаха питех ан асӑн-ха, — терӗ ӑна юлташӗ шӑппӑн.

— Лучше и не поминай про них, — отозвался дьяк тихо.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем шӑппӑн картишне тухрӗҫ.

Без звука оба вышли во двор.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Палларӑн-им? — терӗ Шахрун шӑппӑн.

— Признал? — тихо смеясь, прошептал Шахрун.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пӳртрен шӑппӑн тухаҫҫӗ.

Люди, один за другим, молча переступили порог избушки.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан вӑл картиш тӑрӑх шӑппӑн утса ҫаврӑнчӗ, хӳме урлӑ вӑрттӑн пӑхрӗ.

Он медленно обошел двор, украдкой взглянул через забор.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн те пулин ҫине пырса кӗретӗп пулӗ тенеччӗ те, чиперех ҫитрӗмӗр иккен», — терӗ Григорьев ҫурма шӑппӑн.

— Ну, кажись, пришли, я уж думал непременно угожу куда не туда, — усмехнулся Григорьев.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed