Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тен, вӑл полисмена ҫыртма хӑтланнӑ пек хӗрарӑма ҫыртса пӗтерӗ тесе хӑранӑ пулмалла.Может быть, они боялись, что он искусает эту женщину, как хотел укусить полисмена.
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл Матвей умне пырса тӑнӑ та темскер аса илме хӑтланнӑ.Она стала против Матвея и как будто начала припоминать что-то.
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Малалла мӗн пуласса нимӗн хирӗҫмесӗр кӗтсе илме шутланӑ-мӗн вӑл, анчах ӑна кунта питӗ йӗркесӗр хӑтланнӑ пек туйӑннӑ.Он решил итти навстречу неизбежности, но ему казалось, что и это делается здесь как-то не по-людски.
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Тепӗр паллӑрах хаҫатра тата ҫак ӗҫ ҫинчен тӗплӗнрех ҫырса кӑтартма хӑтланнӑ пулнӑ.В другой газете, более серьезной, дано было изложение события по свежим следам.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫапах кунта кунӗ-кунӗпех ниҫта кайман ҫынсен ушкӑнӗ те пулнӑ, вӗсем чӗлӗм туртнӑ, табак чӑмланӑ, хӑш чухне тата, сурчӑкӗсене камин ҫине ӳкерес тесе, ҫынсен пуҫӗсем урлах сурма хӑтланнӑ.
XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӗсем Джимпа ҫапла путсӗр хӑтланнӑ пирки харама кайрӗ ӗнтӗ.Из-за того что у них хватило духу устроить Джиму такую подлость.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫапла хӑтланнӑ хыҫҫӑн сирӗн пӗчӗк ачалла нӑйкӑшса лармалла-и?Вам и следует сидеть и хныкать, как младенцу, — самое для вас подходящее после такого поведения.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пит ӑслӑ хӑтланнӑ ҫакнашкал лару-тӑрура!
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Богс сывлӑшран тытма хӑтланнӑ евӗр енчен енне тайкаланса илчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑш-пӗр чухне вӑл питӗ ухмахла хӑтланнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӗлерессе ывӑлне хӑех вӗлернӗ пуль-ха, анчах вӑрӑ-хурахсем ҫине шухӑшламалла хӑтланнӑ; кайран ӗнтӗ вӑл Гек укҫине ҫавӑрса илет те, судсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме те кирлӗ пулмасть.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ судьяран виҫӗ доллар илсе патӑм, старик ҫав укҫапа ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ, кӑшкӑрашнӑ, йӗркесӗр хӑтланнӑ, вӑрҫнӑ, ҫур ҫӗр ҫитичченех ҫатма ҫапнӑ: ӑна вара тытса хупнӑ, ирхине суд туса татах тепӗр эрнене лартнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ак ӗнтӗ урлӑ та пирлӗ турткаласа, апла та капла вариантсем туса хӑтланнӑ алҫырӑвӗпе паллашатӑп та писатель кашни сӑнар пуласлӑхне чылай маларах курса тӑнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ку хыпар ун чӗрине ӑшӑ туйӑм кӗртрӗ. Сивӗнме хӑтланнӑ юнӗ тепӗр хут вӗриленчӗ», — тет писатель, хуҫан «чи шанчӑклӑ» тарҫин кӑмӑл-туйӑмне палӑртса.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тата эсӗ, кӗҫҫе пит, ҫакӑн пек хӑтланнӑ хыҫҫӑн аҫу-аннӳ килӗнче пурӑнатӑн!И ты, бесстыдная притворщица, могла после эдакого поступка жить под родительской кровлей!
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чӑнах та, эсӗ юри хӑтланнӑ пек туйӑнать мана.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эмилия Генриховна — лӑпкӑ карчӑкчӗ, нимӗҫчӗ, пиллӗкмӗш хваттерте пурӑнатчӗ, шан ӑна, ав, мӗн хӑтланнӑ вӑл — кил-ҫурт кӗнекисене шӑхӑртнӑ!Эмилия Генриховна — тихая старушка немка из пятой квартиры, и вдруг — похищение домовых книг.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсем Австралинче те Индине Капскри пекех хӑтланнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫук, питӗ аван мар хӑтланнӑ Ной, — тесе пӗтерчӗ Паганель, — ҫавӑнпа та ӑна ученӑйсем ӗмӗрсен вӗҫне тухичченех ылханӗҫ!
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Аргентинӑн ҫыннисем ҫав пуян ҫӗршыва пӗрре ҫеҫ мар пӑхӑнтарма хӑтланнӑ, анчах индеецсен хаярлӑхӗ вӗсене ирӗке яман.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.