Шырав
Шырав ĕçĕ:
Катерина, Тимка Колечкин письмоносец ҫырусем, хаҫатсем тултарнӑ сумкине ҫӗклесе урам варрипе иртнине курсанах, ӑна пӳрте сӗтӗрсе кӗртет, сумкине салтса илсе килне япаласене хӑй куҫӗ умӗнче ҫӗнӗрен пӑхма хушать.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр чухне хупахран хаҫатсем илсе килетпӗр те, пиччеҫӗм сайра хутра сасӑпа вуласа парать… тата Ваничкӑн кӗнеке нумай.Газеты из трактира берем, так иногда братец вслух читают… да вот у Ванечки много книг.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Штольц хӑварнӑ кӗнекесене мӗнле «ӑна вулама хушасси» ҫинчен, ӑна кашни кунах хаҫатсем вулаттарса ҫӗнӗ хыпарсем калаттарасси ҫинчен, яла ҫырусем ҫыртарасси ҫинчен, имение урӑхлатмалли плана туса пӗтерттересси ҫинчен, ют патшалӑха кайма хатӗрлеттересси ҫинчен ӗмӗтленчӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл Ольга умӗнче тӗлӗреймӗ; Ольга ӑна тӗллев кӑтартӗ, вӑл мӗне юратма пӑрахнине пурне те каллех юраттарӗ, Штольц, таврӑнсан, Обломова паллаймӗ те.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑна пурӑнма куҫмалла, тырӑ акни, авӑн ҫапни мӗн иккенне, мужик мӗншӗн пуян, мӗншӗн чухӑн пурӑннине пӗлмелле; уй-хир тӑрӑх утмалла, суйлавсене, заводсене, армансене, пристане ҫӳремелле, ҫав хушӑрах хаҫатсем, кӗнекесем вуламалла, акӑлчансем хӗвелтухӑҫне мӗншӗн карапсем янишӗн пӑлханмалла…»
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Акӑ леш, куҫлӑхлӑ, сарӑхнӑ господин, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Обломов, — ҫыхӑнчӗ те ман ҫумма: темле депутат тухса каланине вуланӑ-и эсӗ, тет; эпӗ хаҫатсем вуламастӑп, тесен, вӑл куҫне чарса пӑрахрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хаҫатсем те курӑнмаҫҫӗ…
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне Ньюкаслри хаҫатсем пурте тенӗ пекех пӑрахут ӳкерчӗкне тата Крылов портретне пичетлесе кӑларнӑ.На другой день все ньюкаслские газеты поместили статьи с фотографиями парохода и портрет Крылова.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫавӑнпа кунти хаҫатсем тинӗсре пулса иртекен ӗҫ-пуҫпа интересленсех тӑраҫҫӗ.Здесь газеты проявляют повышенный интерес ко всяким морским происшествиям.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Мӗнпур хаҫатсем «Виктория» мӗн сӑлтавпа путнине сӳтсе яваҫҫӗ.Газеты всех стран обсуждали подробности гибели «Виктории» и причины, ее вызвавшие.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Турци вӑрҫи пынӑ чухне Макаров лейтенантӑн ҫапӑҫури паттӑрлӑхӗ ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ пекех, халӗ хаҫатсем Макаров адмиралӑн — тӗнчери линейной ледоколсенчен пӗрремӗшне туса хатӗрленӗ ҫыннӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлтернӗ.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хаҫатсем «Константинӑн» ҫарти похочӗсем ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе тулса ларнӑ.Газеты были полны сообщениями о боевых походах «Константина».
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пур ҫӗрте те хаҫатсене салатса вулаҫҫӗ, хаҫатсем ҫумӑр ҫунипе тата кӑвакрах курӑнаҫҫӗ.Всюду разворачивались газеты, сразу становившиеся под мелким дождиком еще более серыми.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Ытти» ҫинчен пирӗншӗн хаҫатсем калаҫатчӗҫ ӗнтӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хаҫатсем вулатӑн пуль?
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кун ҫинчен ӗнерхи хаҫатсем пӗлтерчӗҫ.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Аслисем, кӗнекесем, хаҫатсем, юрӑсем хуллен астутарса тӑнӑ инкек сиксе тухрӗ.Стряслось то, о чем не раз говорили, предостерегая нас, книги, газеты, песни.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Расщепейӗн чӑпӗ ытла та сарлака, хаҫатсем ун ҫинчен астутарсах тӑраҫҫӗ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хаҫатсем ҫинче пирӗн фильм ҫинчен тем пысӑкӑш статьясем пичетленеҫҫӗ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вырӑнсем тӗлӗнче, стена ӑшӗнче, пысӑках мар шӑтӑксем алтнӑ, унта, хаҫатсем ҫинче, кӗнекесем, пит ҫумалли тата хырӑнмалли хатӗрсем выртаҫҫӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак пикировщиксене тӗнчипех пӗлнӗ, вӗсене Геринг Испанири мирлӗ хуласем ҫинчех сӑнаса пӑхнӑ, Польша, Франци, Голланди, Дани, Бельги тата Югослави ҫинчи ҫапӑҫусенче вӗсем хӑрушла чапа тухнӑ, нимӗҫсен ҫак ҫӗнӗ япали ҫинчен вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче пӗтӗм тӗнчери хаҫатсем ҫав тери хӑрушла историсем каласа панӑ, анчах Совет Союзӗн анлӑ хирӗсем ҫинче вӗсем часах кивелнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950