Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳлеме the word is in our database.
тӳлеме (тĕпĕ: тӳлеме) more information about the word form can be found here.
Хӑйӗн юратнӑ мӑшӑрне, Огюль-солтана вӑл тӑр кӑнтӑрлах вӑрланӑ, мӗншӗн тесен, ыррӑн хӑтана ҫӳрени нимӗн те паман, хулӑм укҫи ытла нумай ыйтнӑ, ӑна тӳлеме чухӑн йӗкӗтӗн вӑйӗ ҫитмен.

И когда ему отказали в невесте, требуя за нее огромный выкуп — калым, непосильный для бедняка, он среди бела дня похитил свою любимую Огюльсолтан.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара Вышимирскин ҫак парӑма хӑй кӗсйинчен тӳлеме тивнӗ.

И вот Вышимирский должен был заплатить эти долги из своего кармана.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч ун ячӗпе куҫарса янӑ вексельсемпе шантарса панӑ хутсем «шанчӑксӑр» пулнӑ иккен, укҫан саплаштарма май пулман вӗсене, «вексель паракансем» пӗтӗмпех чухӑна тухнине Николай Антоныч малтанах пӗлсе тӑнӑ, вӗсем тӳлеме те пултарайман.

Он обвинял его в том, что векселя, которые Николай Антоныч перевёл на его имя вместе с доверенностью, были «безнадёжные», то есть что Николай Антоныч заранее знал, что «векселедатели» уже разорились и ничего платить не станут.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн чухлӗ тӳлеме хушатӑр? — тесе ыйтнӑ.

– Сколько прикажете?

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Тата 2,6 пин ҫамрӑк ҫемье маларах туяннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗршӗн тӳлеме илнӗ кредитсем енӗпе процентсем тӳлеме бюджетран пулӑшу илнӗ.

Еще 2,6 тыс. молодых семей получили помощь из бюджета на уплату процентов по кредитам за ранее приобретенное жилье.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Кашни тӑваттӑмӗш ҫемьех пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме вӑл е ку майпа патшалӑх пулӑшӑвне илсе тӑрать.

Каждая четвертая семья получает в той или иной форме государственную поддержку на оплату жилищно-коммунальных услуг.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Енчен те предприяти ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗсене вӗрентсе хатӗрлес тата вӗсен ӑсталӑхне ӳстерес пирки пит тӑрӑшмасть, вӗсене тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи тӳлеме кирлех мар тесе шутлать пулсан, унашкал предприяти ҫитӗнӳ тӑвайманни куҫ кӗрет.

Если руководитель не заботится о подготовке и повышении квалификации своих сотрудников, не считает необходимым обеспечивать им достойную оплату труда, такая организация обречена на неудачу.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Думӑри шалу пирки сӑмах пулнине кура трибуна умне Раҫҫей парламенчӗн аялти палатин депутачӗ Валентин Шурчанов та тухрӗ: «Дума депутачӗсен шалӑвне пӗлтӗр те, кӑҫал та пысӑклатман. Пӗлтӗр ӗҫ укҫине 10% чакарма йышӑнтӑмӑр. Ҫапла вара бюджетӑн 125 млн тенкине перекетлесе хӑвартӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах Газпром ертӳҫисем хӑйсене кашнинех 240 млн тенкӗ бонус тӳлеме йышӑннӑ...»

Help to translate

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed